Хыпарсем

Тăванăма сума суса

Ӗнерхи почтăран

Эпӗ сире пӗр истори каласа парасшӑн. Иртнӗ ӗмӗрти, 1926 çулхи сентябрӗн 19-мӗшӗнче, Çӗнӗ Упи ялӗнче хӗрача çуралать. 

Ку тӗлӗнмелле ир пулать, кăвак хуппин хапхи уçăлнă вăхăтра, ирхи кăвак шуçăмпа, тӗттӗмри шăплăха сирсе, хăйӗн сассипе йӗри-таврана шуйхатса, çӗнӗ çын ҫут тӗнчене килет. Çылăхсăр ачана пил, сывлăх, вăрăм кун-çул сунса, кăвак хуппи текен вăй-хăват çиçӗм пек куçран хăвăрт çухалать.

Çак кун çуралнă, сывă та чипер хӗр Валентина ҫӑмӑл мар вăхăтра ӳсет. Ăна ҫемьере чи асли пулнӑ май, хӑйӗн шӑллӗсемпе аппӑшӗсене пӑхма тивет, ачаранах нумай ӗҫлеме, хуҫалӑхра пулӑшма тӳрӗ килет. Унӑн амӑшӗ ир, тăватă ачине тăлăха хăварса, пурнăçран уйрăлса каять. Çип ăçтан çӳхе, çавăнтан татăлать, тенӗ ваттисем. Ашшӗ те нумай пурӑнаймасть.

Çулсем иртсе пынă май, ачасем кӗçӗннисем те ӳссе пулăшмалăх пулаççӗ. Колхоз ытла аван йӗркеленсе пынă чух, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланать. Çул çитнӗ çамрăксене тата арçынсене фронта илсе каяççӗ, ялта ваттăсемпе хӗрарӑмсем, ачасем анчах тăрса юлаççӗ. Йывăр çулсем. Ялтан хăшне окоп чавма, хăшне вăрман касма яраççӗ, каяйман аслă çулсенчисем салтаксем валли алсиш-нуски çыхаççӗ, кăçатă хатӗрлеççӗ. Пурте фронт валли! Валентина аппа та çынпа пӗрле нимӗнле ӗçрен те юлмасть, пултарнӑ таран пулӑшать.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пурнӑҫ кӑштах лайӑхланать. Валентина аппа вара, шутламан та çапла пӗр ӗмӗр пурăнасса. Мăшăрлă пулать, пӗр хӗр ҫуратать. Пурнăçӗ пӗр тикӗс кăна пымасть çав. Пӗртен-пӗр хӗрӗ, çамрăклах вилет. Тăварлă куççуль витӗр аса илет хӗрне вăл. Хальхи вăхăтра Валентина аппана килӗнче мӑнукӗ пӑхать. Кӳршисем те, тӑванӗсем те килсе тăраççӗ.

Ялти чи ватă, сумлă, чи хисеплӗрен те хисеплӗ Валентина аппана унӑн ҫирӗплӗхӗшӗн, чун хавалӗшӗн питӗ хисеплетӗп. Вӑл нумай нушине тӳссе ирттернӗ, анчах ырӑ кӑмӑллӑ та тарават пулса юлма пултарнă. 

Валентина аппа, сана Турă ытларах кун-çул, сывлăх патăрах! 

Зинаида Воробьева, Çӗнӗ Упи ялӗ.

 


Нет комментариев