Истори вӑчӑри  ан татăлтăр
Хыпарсем

Истори вӑчӑри ан татăлтăр

Ҫӗпрел районӗнче тӗп юсав хыҫҫӑн тавра пӗлӳ музейӗ уҫӑлчӗ

Илемленнӗ, тултанах куҫа илӗртекен музей ҫурчӗ 2026 ҫулта паллӑ тӑвакан Çар паттӑрлӑхӗпе ӗҫри хастарлăх ҫулӗнче уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать. 

Кун пирки савӑнӑҫлӑ мероприятире район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та палӑртрӗ.

– Музей историлле астӑвӑм, асаилӳсене упракан кӑна мар, патриотизм воспитанийӗ паракан вырӑн та. Районта халӑхсен культурине, паттăрлăха палăртакан, чун хаклӑхне упракан лаптӑк та вăл. Истори летопиçӗнче ячӗсене хăварнă ентешӗмӗрсен ячӗсене кунта ӗмӗрлӗхе асра хăварнă, вӗсен ӗç çулӗ пулас ӑрусене  куçса пырать. Иртнине пӗлекенӗн кăна пуласлӑх пур, теççӗ вӗт. Ҫӗнелнӗ музей хӑнасен тата районта пурӑнакансен юратса килекен вырӑнӗ пултăр, – терӗ Марат Ринатович.

Музее уçнă вăхăтра РФ Патшалӑх Думин Экономика политикин комитечӗн ертӳçи Максим Топилин, ТР Наци музейӗн генеральнӑй директорӗ Айрат Файзрахманов хутшӑнчӗҫ. Вӗсем Çӗпрел çыннисене уяв ячӗпе саламласа, музей халӑхшăн нумай ҫул ӗçлетӗр тесе сунчӗҫ.

Музейӗн юсав ӗçӗсене хутшăннă, пысăк пай кӗртнӗ район çыннисене çак кун Тав ҫырӑвӗсем пачӗç.

 

Музей историйӗ

Ҫӗпрел районӗнчи тавра пӗлӳ музейне 1970 ҫулта Пионерсен ҫуртӗнче Тавра пӗлӳ кӗтесӗ пек уҫнӑ. 1990 ҫулта ӑна ӗлӗкхи çар комиссариачӗн зданине куҫарнӑ. 1991 ҫултан пуҫласа 2000 ҫулччен музей Тутарстан Республикин Наци музейӗн филиалӗ пулнă май шутланса тăнă. 2011 ҫулта вӑл муниципалитетӑн бюджет учрежденийӗн статусне илет, 2013 ҫулта ӑна ӗлӗкхи «Агробанк» зданийӗн пӗрремӗш хутӗнче вырӑн панӑ. Тӗп юсав хыççăн, ҫак зданийӗн икӗ хутӗнче те музей вырнаҫрӗ.
Официаллӑ уҫмалли мероприяти хыҫҫӑн, хӑнасем музейпе паллашрӗç. Халӗ юсаса ҫӗнетнӗ музейра 4 зал ӗҫлет. Унта мӗнпурӗ 3000е яхăн экспонат шутланать. 

Музей директорӗ Резеда Фаизова ҫӗнетнӗ залсем тӑрӑх экскурси ирттерчӗ. Экспозици 1931 ҫултанпа, район йӗркеленнӗренпе пулнă историне çутатать.

Коллекцире паллӑ ентешсем, ячӗсене тутар тата чӑваш халӑхӗсен историне ҫырнă тата ытти питӗ нумай çынсем пур.

Экспозицире, ҫавӑн пекех, Тăван çӗршывăн Аслă вӑрçинче хутшӑннисен тата тыл ӗҫченӗсен докуменчӗсемпе харпӑр япалисене, Совет Союзӗн Геройӗсемпе Социализмла Ӗҫ Геройӗсен сӑн ӳкерчӗкӗсемпе докуменчӗсене вырнаçтарнă. Музейра мамонтсем пурӑннӑ вӑхӑтранпа хальхи историе сӑнлакан экспонатсем, районта пурăнакан тутар тата чӑваш халӑхӗсен кулленхи йăлари япалисем вырăн илнӗ, анлӑ лаптӑкра ял усадьби-картиш вырнаҫнӑ. Ҫӗпрел районӗн энциклопедийӗн Электронлӑ вариантне те кунтах курма пулать.

– Кашни ҫулах пирӗн музей ҫӗнӗ экспозицисемпе туллиленсе пырать. Кунта эпир экскурсисем, викторинӑсем, квестсем, историллӗ мероприятисем ирттеретпӗр, районта пурӑнакансене ҫӗнӗ зданире ырă сунса кӗтетпӗр, – тесе савӑнӑҫне пӗлтерчӗ музейӗн директорӗ Резида Фаизова.


Нет комментариев