Хыпарсем

Ҫар службинчен – мирлӗ пурнӑҫа

Пулăшу мерисем

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ  хыҫҫӑн, тӑван ене таврӑннӑ ҫар ҫыннисене пулӑшу парасси – патшалӑх политикин чи пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗсенчен пӗри. 

Тутарстанра ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсене тата вӗсен ҫемйисене тӗрлӗ пулӑшу параççӗ. Кун пирки районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин экономика аталанӑвӗпе финанс тата ял хуҫалӑх производствин енӗпе ҫумӗ Ильмир Измайлов тата Тутарстан Республикинчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Роберт Низамов, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннипе ирттернӗ канашлура калаҫрӗҫ.

Ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен сывлӑхне ҫирӗплетесси, социаллӑ хӳтлӗх мерисемпе тивӗҫтересси кӑна мар, кулленхи пурнӑҫ валли хӑтлӑ та хӑрушлӑхсӑр условисем туса парасси те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ку енӗпе районта та системӑллӑ ӗҫ илсе пырăнать.

Ларура Роберт Низамов тухса калаçнине итлерӗҫ. Докладчик палăртнă тăрăх, ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранне организацие ӗҫе илнӗ чухне ӗҫ паракана патшалӑх субсидине пӑхса хӑварнине палӑртрӗç. Ҫавăн пекех, организацире СВО ветеранӗ валли ӗҫ вырӑнӗ йӗркелесе тата ӑна ӗҫлеме кирлӗ оборудовани туяннӑ чухне те патшалӑх енчен тӑкаксене саплаштармалли меслет те хатӗрленӗ.

Районти халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан управленийӗн пуҫлӑхӗ Лилия Ракипова патшалӑх енчен ятарлӑ ҫар операцийӗсен ветеранӗсене хăйсен ӗçне пуçăнма 350 пин тенкӗ социаллӑ контракт тума май пуррине, уйрăм хушма хуҫалӑха (ЛПХ) тытса тӑма 200 пин тенкӗ шайӗнче  укҫа парса пулӑшассине пӑхса хӑварнине те пӗлтерчӗ. 

 

– Çакăншăн ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен социаллӑ хӳтлӗх управленине каймалла, унта специалистсем бизнес-план тума, кирлӗ пулнă документсем пухма пулӑшӗҫ, – терӗ вӑл.

Лилия Ракипова каланӑ тӑрӑх, СВО ветеранӗ 1,2 ушкӑн инваличӗ пулнă тӗслӗхре ҫак пулӑшу тӗсне унӑн мӑшӑрӗ, ҫемйи валли йӗркелеме пулать. Социаллӑ контракт тӑвас пулсан ҫемье тупӑшне шута илмеҫҫӗ.
Ильмир Расихович ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен ӗҫе вырнаҫнӑ чухне ӗҫ договорӗ йӗркелемеллине, ватлӑх пенсине хатӗрленӗ чухне ӗҫ стажне те, баллсене те шута илнине палӑртрӗ.


Малалла тăсса
Ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсене ҫурт-йӗршӗн тӳлемелли тата нумай хваттерлӗ ҫуртри пӗтӗмӗшле пурлӑха тӗпрен юсамалли взноссен 50 процентне  каялла  тавăраççӗ.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаканăн ҫул ҫитмен кашни ачине пӗр хутчен 20 пин тенкӗ тӳлев, республикăра пурӑнмалли участок шайӗнче газ ирттерес тата республикӑра ҫурт ӑшӗнчи газ оборудованийӗ туянас тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ тӑкаксене саплаштарма 100 пин тенкӗ таран субсиди пама палӑртнӑ. 
Ҫавӑн пекех, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене хӑйсене тата вӗсен ҫемйисен членӗсене санаторипе курорт сиплевне каймалли путевкӑсемпе тивӗҫтернӗ чухне приоритет парăнать.
Тутарстанра республика программипе ятарлӑ çар операцийӗн ветеранӗсене ҫӗнӗрен вӗрентсе, ҫӗнӗ специальноҫсене алла илмелли тата ытти республика программи те ӗҫлет, тата ытти те.
Пулăшу мерисем çинчен туллинрех районти социаллă хӳтлӗх уйрăмне кайса пӗлме пулать.


Нет комментариев