«Чупрэле» паркра «Ӗç тата хастарлӑх» фестивалӗ иртрӗ
Мероприятире республикӑн Электронлӑ хисеп хӑми ҫине кӗртнӗ Çӗпрел çыннисене чысларӗç.
2026 ҫула Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Нургалиевич Минниханов Çар паттӑрлӑхӗпе ӗҫри хастарлӑх ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Ҫак фестивале те ҫар тата ӗҫ паттӑрлӑхне, ҫавӑн пекех, чи пирвайхи черетре хӑйсен кулленхи тăрăшулăхӗпе районăмăрăн тата республикăмăрăн ҫирӗплӗхне тивӗҫтерекен ҫынсене халалларӗç.
Фестивале килнисем, ҫавӑн пекех, ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинчи ҫар ҫыннисене пулӑшма туса кӑларакан тата вӗсен патне яракан кирлӗ пулнă япаласен куравӗпе те паллашрӗҫ, культура, вӗрентӳ ӗҫченӗсем тата ачасемпе ҫамрӑксен организацийӗсен коллективӗсем йӗркеленӗ тӗрлӗ ӑсталӑх класӗсенче хутшӑнчӗҫ.
Малта пыракансене
чыслани
Паллах, республикӑн Электронлӑ хисеп хӑми ҫине кӗртнӗ район ҫыннисене чаплӑн чыслани уявӑн тӗп акценчӗ пулчӗ. Тӗрлӗ ӗҫре ӗҫлесе, хăйсен профессийӗсене парăнса юлнă ӗçченсене сертификатсене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, РФ Патшалӑх Думин экономика политикин комитечӗн председателӗ Максим Топилин пачӗҫ.
– Районта республика тата федераци программисен шайӗнче нумай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Строительство е тирпей-илем кӗртесси – ҫаксем хыҫӗнче ӗҫ ҫыннин тăрăшулăхӗ, хастарлӑхӗ тата професси ăсталăхӗ тӑрать. Пурне те пысӑк тав, – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Марат Ринатович палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки пилӗк ҫулта муниципалитетра вунна яхӑн социаллӑ объект туса лартнӑ, ҫичӗ ытла шкула юсанӑ, вӗренӳ учрежденийӗсенче «Ӳсӗм пӑнчисем» йӗркеленӗ, кӑҫал Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейра агрокласссем уҫӑлчӗç, апат-ҫимӗҫ блокӗсемпе общество лаптӑкӗсене ҫӗнетнӗ, тата ытти те. Хальхи вăхăтра та районта нумай тӗрлӗ строительство тата тирпей-илем кӗртес ӗçсем пыраççӗ.
Район пуҫлӑхӗ района ҫамрӑк специалистсем килнине палӑртрӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, социаллӑ сферӑна, промышленноҫа тата ял хуҫалӑхне аталантарасси чи малтан халӑхран хӑйӗнчен килет.
Максим Топилин та район, республика тата ҫӗршыв аталанӑвӗнчи ӗҫ ҫыннин пӗлтерӗшне уйрӑмах палӑртрӗ, районти малта пыракан ӗҫченсене, хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннисене, ӗҫчен те харсӑр ҫынсене тав турӗ. Вӑл, ҫавӑн пекех, ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонинче службӑра тӑракан каччăсемпе вӗсен ҫемйисене паракан пулӑшӑва та пысӑка хурса хакланӑ.
Республикӑн Электронлӑ хисеп хӑми ҫине 54 организацирен 74 ҫыннине кӗртнӗ. Вӗсен хушшинче ял хуҫалӑх, вӗренӳ, культура, промышленность предприятийӗсенче вăй хуракансем тата ыттисем те пур.
– Мана республикӑмăрăн Электронлӑ хисеп хӑми çине кӗртнӗшӗн савӑнатӑп. Ертӳҫӗсем йышӑннӑ тӑрӑх, ку пысӑк хисеп тесе шутлатӑп эпӗ. Республикӑра ӗҫ ҫыннисене çакăн пек палăртни – пысăк чыс. Малашне те эпир район, республика, ҫӗршыв аталанӑвӗшӗн вӑй хурӑпӑр, – тесе палӑртрӗ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Паснапуç пуҫламӑш шкул-ача сачӗн директорӗ Галина Кудряшова.
Медицина ӗҫченӗсем те – Электронлӑ
хисеп хӑми ҫинче
Район Ӗҫ тӑвакан комитетӗнче медицина ӗҫченӗсемпе те тӗлпулу иртрӗ.
Мероприятире Раҫҫей Патшалӑх Думин Экономика политикин комитечӗн председателӗ Максим Топилин, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗҫ.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче районти тӗп больницӑн тӗп тухтӑрӗ Иосиф Кукушкин юлашки пилӗк ҫулта районти сывлӑх сыхлав тытăмӗнче тунӑ ӗҫсем ҫинчен доклад турӗ. Вӑл сиплевпе профилактика учрежденийӗсен составӗ, медицина кадрӗсемпе тивӗҫтерӳ, ҫамрӑк специалистсене явӑҫтарас ӗҫсем пирки каласа иртрӗ. Вӑл медицина учрежденийӗсенче юлашки ҫулсенче ирттернӗ тӗп юсав тата туса лартнӑ ҫӗнӗ объектсем – ФАПсем ҫинчен калаçрӗ.
– Сывлӑх – чи хакли! Кӑшт кăна сывлăх начарлансан та, врачсем патне васкатпӑр. Ҫавӑнпа та сирӗн ӗҫӗр лайӑх условисенче пурнӑҫланччӑр, ҫамрӑк специалистсем пирӗн районта тӗпленччӗр тесе май пулнă таран ӗçлӗпӗр, малашне те яланах пулӑшса пырӑпӑр, – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Максим Топилин, ҫавӑн пекех, паян медицина ӗҫченӗсене пулӑшас тӗллевлӗ федераци тата республика программисем ӗҫленине палӑртрӗ. Район пуҫлӑхӗпе пӗрле вӑл районти тӗп больницăн коллективне яваплӑ ӗҫшӗн тав турӗ, малашне те сывлӑх сыхлавне аталантарас, медицина ӗҫченӗсене пулӑшу парас ӗҫ малалла тӑсӑлассине аса илтерчӗ.
Мероприяти вӗҫӗнче медицина ӗҫченӗсене Республикӑн Электронлӑ хисеп хӑми çине кӗртни ҫинчен калакан сертификатсем пачӗҫ.
Справка
Республикӑри Электронлӑ хисеп хӑмине кӑҫалхи май уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Тутарстан Раисӗ Рустам Миннихановӑн Указӗпе йӗркеленӗ. Платформӑра Тутарстанри 4,8 пин предприятире ӗҫлекен 15 пин ытла ӗçчене вырнаҫтарнӑ.
Нет комментариев