Тӗп хыпар

Фотоконкурс иртет

Суйлав – 2026

Сентябрӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен Тутарстанра иртекен суйлав вӑхӑтӗнче «Пӗтӗм ҫемьепе суйлава!» фотоконкурс йӗркелеҫҫӗ.

Конкурса хутшӑнакансен хушшинче Виҫӗ Sollers st8 автомобиль тата 33 iPhone 17 вылянӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен суйлав участокӗн фонӗнче çемьепе пӗрле ӳкнӗ сӑн ӳкерчӗке ВКонтакте социаллӑ сетьри харпӑр хăйӗн страницине вырнаҫтармалла. Сӑн ӳкерчӗкре ятарлӑ сулӑ курăнма тивӗçлӗ. Ӑна Тутарстанри суйлав участокӗсем ҫывӑхӗнче сасӑлама килнӗ ҫынсене парӗҫ.

Сӑн ӳкерчӗке #Всейсемьейнавыборы тата #ТатарстанАлга хэштегсемпе вырнаҫтармалла.

Фотоконкурса кам хутшӑнма пултарать?
Конкурса Тутарстан Республикинче тӑтӑшах е вӑхӑтлӑха регистрациленнӗ ҫынсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. ВКонтакте хутшӑнаканӑн аккаунчӗ фотоконкурс тӑршшӗпех уҫă пулмалла, вӑл 18 ҫула ҫитнӗ ҫыннӑн пулма тивӗçлӗ. Сӑн ӳкерчӗке сентябрӗн 18-мӗшӗнче 08:00 сехетрен пуҫласа сентябрӗн 20-мӗшӗчи 20:00 сехетчен вырнаҫтармалла.

Автомобильсемпе iPhoneсем мӗнле вылянӗҫ?
Парнесен вылявӗн тӳрӗ трансляцийӗсене «Татарстан Алга» ВКонтакте социаллă сетьре, ҫавӑн пекех, ТНВ телеканалӑн тӳрӗ эфирӗнче кӑтартӗҫ.

Пурӗ виҫӗ Sollers st8 автомобиль тата 33 iPhone 17 хӑйсен хуҫисене тупӗҫ.


Нет комментариев