Хыпарсем

Шкул ачисене кӗрхи вăрăм каникул кӗтет

Юнер. Паян. Ыран

Тутарстанри шкул ачисем кӗрхи каникулта октябрӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 8-мӗшӗччен канӗç. Кану 13 куна тӑсӑлӗ.

Вӗренӳ планӗпе октябрӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 3-мӗшӗччен каникула ирттерме палӑртнӑ. Анчах вӗсен ҫумне уяв кунӗсем те хушӑнаҫҫӗ: ноябрӗн 4-мӗшӗ – Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ, ноябрӗн 6-мӗшӗ – Тутарстан Конституцийӗн кунӗ, ҫавӑн пекех ноябрӗн 7 тата 8-мӗшӗсем – канмалли кунсем. Ачасем шкула ноябрь 9-мӗшӗнче кайӗҫ. Ҫапла майпа вӗренекенсем икӗ эрнене яхӑн канма пултарӗҫ.

 


Нет комментариев