Тӗп хыпар

Суйлава хатӗрленеҫҫӗ

Суйлав – 2026

Ҫитес кунсенче пирӗн ҫӗршывра пысӑк пӗлтерӗшлӗ политика пулӑмӗ – РФ Патшалӑх Думин депутачӗсен суйлавӗ пулать. Сасӑлав процесӗ октябрӗн 18, 19 тата 20-мӗшӗсенче иртӗ.

Районта пурӗ 36 суйлав участокӗ уҫӑлӗ. Вӗсем виҫӗ кун хушши ирхи 8:00 сехетрен пуҫласа каҫхи 20:00 сехетчен ӗҫлӗҫ.

Сасӑлавра дистанциллӗ тата электронлӑ меслетсемпе те усӑ курӗҫ. Енчен те сирӗн пропискӑра тӑракан вырӑнта мар, суйлав кунӗсенче урӑх ҫӗрте пулма тивет пулсан, ку чӑрмав мар. Кун валли малтанах заявлени ҫырса, хӑвӑршӑн меллӗ суйлав участокне суйлама пулать.

 


Нет комментариев