Ҫар ҫынни  çемье çавăрчӗ
Тӗп хыпар

Ҫар ҫынни çемье çавăрчӗ

Районти ЗАГС пайӗнче ҫамрӑк мӑшӑра регистрацилес енӗпе мероприяти иртрӗ.

Хальхинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Леонид Игнашевпа унӑн савнийӗ Елена Ахмукова хӑйсен туйӑмӗсене законлă турӗç. Леонид Игнашев – Чӑваш Паснапуç ялӗн каччи. Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьере çуралнă, вӗсен ултă пӗртăван ӳснӗ.

Леонид Аслă Аксу вӑтам шкулӗнчен 2009 ҫулта вӗренсе тухать, 2010-2011 ҫулсенче РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсенче ҫар службинче тăрать, ун хыҫҫӑн вахта мелӗпе ӗҫлеме пуҫлать. 2022 ҫулта ҫӗршывра уйрăм мобилизаци пуҫлансан Леонид та, ытти мӗнпур район çыннисем пекех, ятарлӑ ҫар операцине каять. Ачалӑхри тусӗпе, пӗр класра вӗреннӗ Олег Ивановпа паянхи кунчченех пӗрле. Леонидăн туйне те вӗсем пӗрле таврăннă. Служба вӑхӑтӗнче хӑйне паттӑр ҫар ҫынни пек кӑтартнӑ ентешӗмӗрӗн наградӑсем те нумай.

 

Савнийӗ Елена Ахмукова – Ҫӗнӗ Упи ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкул хыҫҫӑн Теччӗ педагогика колледжне, унтан КНИТУ  (КХТИ), 2023 ҫулта Хусан Федераллă институтра куçăмсăр майпа юридици факультетне пӗтернӗ. 2020 ҫултанпа Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Ӗҫ тӑвакан комитетӗнче ӗҫлет. 

Еленӑн шӑллӗ, Михаил Ахмуков та, ятарлӑ ҫар операцийӗнче уйрăм мобилизаци пуҫланнӑранпа службăра тăрать.
Ҫамрӑк мӑшӑра Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова саламларӗҫ. Ҫамрӑк мӑшӑра телейлӗ пурнӑҫ, ҫемье ырлӑхӗ сунчӗҫ, парнесем пачӗҫ.

Паллӑ ӗнтӗ, ҫамрӑксем мӑшӑрланăвӗ те суйлавпа пӗр куна тӳрӗ килнипе те асăнмалăх пулчӗ. Кун пирки район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров пӗлтерчӗ:

– Çӗршывăмăрăн хуралӗнче ҫакӑн пек патриот  туйăмлă ҫамрӑксем пулсан, малашлăхăмăр ҫутӑ та илемлӗ пулатех, – тесе палӑртрӗ вӑл.

Ҫамрӑк мӑшӑр туй кунӗ ҫакӑн пек атмосферӑра иртнӗшӗн питӗ пысӑк тав сӑмахӗ каларӗ.

– Эпир питӗ савăнатпăр, телейлӗ, кашни ҫемье пӗртанлӑхра, ырлӑхра пурӑнтӑр тетпӗр, – терӗ çӗнӗ мăшăр, Игнашевсен çемйи.


Нет комментариев