Аслă Чăнлă ялӗнче пурăнакан Амир Сибгатуллович Алимов 95 ҫулхи юбилей ячӗпе саламсем йышӑнчӗ.
Амир Алимов мӗн пӗчӗкрен тӑлӑхăн нушине туйса ӳснӗ: ҫемьере ҫичӗ ачаран чи кӗçӗнни пулнă вăл, ашшӗсӗр ӳснӗ. Çамрăклăх ҫулӗсем вӑрҫӑн йывӑр тапхӑрне тӳрӗ килнӗ, мӗн пӗчӗкрен йывӑр ӗҫпе пиçӗхнӗ. Икӗ тетӗшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑннӑ. Тетӗшӗ Хасиятулла вăрçă хирӗнче пуç хунă, тепӗр тетӗшӗ Гарей суккăрланса таврăнать. Аслă Чăнлă вӑтам шкулӗнче хисеплӗ, истори предметне вӗрентекен Гарей Алимов – унӑн тӑван тетӗшӗ!
«Вӑрҫӑ пуҫлансан, мӗнпур уй-хир ӗҫӗсем пирӗн çине тиенсе юлчӗҫ. Иртен пуçласа каçчен уй-хирте эпир, ачасем, ҫамрӑксем тата хӗрарӑмсем ӗҫлесе çӳрерӗмӗр. Ҫичӗ класс вӗреннӗ хыççăн, манӑн та вӗренӗве пӑрахмалла пулчӗ», – тесе аса илет ун чухнехи çулсене Амир Сибгатуллович.
Ялăн асли çулсенчи çынни ача чухне лашасене пӑхать. Вӗсене вӑрҫа ӑсатнине те аса илчӗ. Кун хыҫҫӑн строительство ӗҫӗсенче вăй хунă. Амир пичче ялта нумай строительство ӗçӗсенче хутшăннă, кашнинчех унăн пайӗ пысăк, шкул, ферма зданийӗсем туса лартнӑ.
Кирек мӗнле ӗҫе шанса парсан та, ӑна туллин пурнӑҫланӑ. Унӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 50 ҫула яхӑн. Мӑшӑрӗпе Амина аппапа 70 ҫула яхӑн пӗр сукмакпа утнă, 5 ача ҫуратса ӳстернӗ. Икӗ ҫул маларах унӑн мӑшӑрӗ вилнӗ. Паян юбиляра хӗрӗ Фарида, ывӑлӗ Ансар пăхаççӗ, вăл вӗсен тимлӗхӗнче пурăнать.
«Аттепе анне питӗ килӗштерсе пурӑнчӗç. Вӗсем ӗҫе юратрӗç. Пире те ӗҫе хăнăхтарса ӳстерчӗç, – тет юбилярăн хӗрӗ Фарида аппа. Асатте, кукаçей тесе кăна тăраççӗ мăнукӗсемпе кӗçӗн мăнукӗсем те. Аттемӗр ӗмӗр тӑршшӗпех чунӗпе çирӗп пулса юлчӗ, нихӑҫан та пăшăрханса ларман, ӗçре пулчӗ. Ман шутпа, вӑрӑм ӗмӗрӗн вӑрттӑнлӑхӗ те яланах хусканура пулнинче пуль, тесе шутлатăп эпӗ. Вӑл пурнӑҫа питӗ юратать, пурăнăç хӗрӳлӗхӗ вăйлă унăн».
Амир Сибгатуллович хӑй нумай вӗренейменнипе, ывӑлӗсене малалла вӗрентме питӗ тӑрӑшать. Район çыннисем унӑн ывӑлне Асхать Алимова хисеплӗ шӑл тухтӑрӗ пек те пӗлеҫҫӗ.
Юбиляра сумлă юбилей ячӗпе саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Фаиль Фатхуллов килнӗччӗ. Амир Сибгатулловича ырă сунăмсем сунчӗҫ, чыслă ӗçӗсемшӗн тав турӗҫ, 100 ҫулхи юбилейне те килме шантарчӗҫ.
Нет комментариев