Ҫак кунсенче вӑл 90 ҫул тултарнине паллӑ турӗ.
Çулран-ҫул машинăпа çӳрекен хӗрарăмсен шучӗ ӳссе пырсан та, автомобиль сервисӗн сферинче хӗрарӑмсене курма хӑнӑхман эпир. Кустӑрмасене улӑштарасси вара, пачах хӗрарӑм ӗҫӗ мар пек. Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Клара Мухаметзяновапа тӗл пулса калаҫнӑ хыҫҫӑн, шухăш пачах улшăнчӗ.
Юбиляра саламлама Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рамиль Низамов килнӗччӗ. Парнесем пачӗҫ, ырлăх-сывлăх сунчӗҫ, ӗҫӗсемшӗн тав турӗҫ.
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Клара Ибрагимовна Мухаметзянова 14 ҫул тултарсанах ӗҫлеме пуҫлать. Пурнӑҫӗн ытларах пайне «Сельхозтехника» организацине халаллать. Унта вӑл шиномонтажник пулса ӗҫлет. Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Хисеп хӑми ҫинче те вырӑн илнӗ. Пенсие вӑл 69 ҫулта ҫеҫ тухать.
Клара Ибрагимовна Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ (ӳкерчӗкре). Ҫемье кил-çуртне хăварса, шахтӑсен енне кайса вырнаçать. Унта та вӑл шахтӑра – йывӑр ӗҫре ӗҫлет. Унтан каллех тӑван тӑрӑха таврӑнма тӳрӗ килет. Клара Ибрагимовна паянхи кун ывӑлӗн çемйинче, мӑнукӗсемпе, мӑнукӗсен ачисемпе телейлӗ ватлӑхне ирттерет.
Шиномонтажник пулса ӗҫлени пирки вӑл çапларах: «Организацире 100 ытла транспорт хатӗрӗччӗ. Ҫаксене пурне те пӑхмалла, юсавлӑ тытмалла. Кустăрмасене улăштарнă та улăштарнă... Йывӑр ӗҫрен нихӑҫан та хӑраман. Тата хушма ӗçсем: штукатур, маляр ӗçӗсене те хам çине илеттӗм. Ҫамрӑк чухне вӑй-хӑват та, хӗрӳлӗх те пулнӑ çав», – тесе калаçрӗ Клара Мухаметзянова.
Паянхи кун ăна тӑхӑрвунӑ тултарнӑ тесе те калаймӑн... Аслă çулсенче пулин те, Клара аппа хӑнасене ҫаплах хастар утӑмсемпе кӗтсе илчӗ, саламланӑшӑн тав турӗ, тӗлпулусем татах пулччăр, тесе ăсатрӗ.
Нет комментариев