Пылак тымарçимӗçӗн тухӑҫӗ лайăх
Тӗп хыпар

Пылак тымарçимӗçӗн тухӑҫӗ лайăх

«Бикчуров Р. А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ сахӑр чӗкӗнтӗрне пухса кӗртессине вӗçлерӗ

Районти хуҫалӑхсенче кӗрхи ӗҫсем пӗр-пӗринпе çыхăнса  пыраҫҫӗ. Пӗрчӗллӗ культурăсене пухса кӗртнипе пӗрлех, ҫӗр ӗҫченӗ-механизаторсем пылак тымар ҫимӗçе чавса кӑларассине те тӗплӗн илсе пыраççӗ.  Хальхи вӑхӑтра район тӑрӑх пылак тымар çимӗçе 250 гектар лаптӑк çинчен 14 пин тоннӑна яхӑн кăларса илнӗ. Пылак культурăн вӑтам тухӑҫӗ  пӗр гектартан – 560  центнер.

«Бикчуров Р.А.» хресчен-фермер хуçалăхӗнче сахӑр чӗкӗнтӗрӗ 200 гектар лаптӑка йышӑнса тăрать. Хуҫалӑхра мӗнпур ӗҫе те уҫӑмлӑн йӗркеленӗ, хӗвеллӗ кунсемпе усӑ курса, механизаторсем пӗр минута та пушă ирттермеççӗ. Пылак тымар çимӗçе чавса кӑларсанах сахӑр заводне ӑсатаҫҫӗ. Сахӑр чӗкӗнтӗрне тиесе ярас ӗҫре механизатор Юрий Мишанкин тăрăшса вăй хурать.
Уй-хир ӗҫченӗсене поварсем Алия Хисамутдиновапа Алсу Каюмова вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ. 

– Лайӑх ҫанталӑкпа туллин усӑ курса юлма тӑрӑшатпӑр, пылак тымар ҫимӗҫе сахӑр заводне кунне 35-40-шар рейс яма ӗлкӗретпӗр. Пирӗншӗн паян чи пӗлтерӗшли – тухăçа ҫухатусемсӗр вырнаçтарасси. Механизатор-каччăсем тӑрӑшса ӗçлеççӗ, вӗсене тав тунисӗр пуҫне урӑх нимӗн те калаймăн, – тет хуҫалӑхăн ертӳҫи Равиль Бикчуров. 

Малалла тăсса

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен сентябрӗн 24-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсем тăрăх, 26354 гектар лаптӑк ҫинчен пӗрчӗллӗ культурăсене вырса çапнă, ку мӗнпур лаптӑксен 97,2  процентне тӳрӗ килет.. Пӗрчӗллисен кашни гектарӗнчен вӑтамран 38,8 центнер тухӑҫ тухать.
Обществӑсемпе хуҫалӑхсенче хальхи вӑхӑтра кукурузăна силос валли вырасси, ҫӗрсене çӗртме сухи тăвасси пек ӗҫсем те пыраҫҫӗ. Район тӑрӑх кӗрхи суха ӗçӗсене 20864 гектар çӗр лаптӑк çинче туса ирттернӗ. 
Районӗпе 9357 гектар лаптăк çинче кӗрхи культурăсене акнă, çав шутран, рапса – 5060 гектар лаптăк çинче, кӗрхи тулла –  4297 гектар лаптăк çинче. 
Выльӑх-чӗрлӗхе хӗл каçармалли тапхӑр валли район тӑрӑх 18936,11 тонна выльӑх еденици хатӗрленӗ. Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхсенче кукурузăна силос валли хывас ӗçсем  те малалла пыраççӗ. Район тӑрӑх 117922 тонна силос хывнă. Вӑтамран пӗр условлӑ выльӑх пуҫне 28,5 центнер апат единици хатӗрленӗ.


Нет комментариев