Хулаҫырми ялӗнче пурӑнакан Николай Иванович Никитин хӑйӗн 80 ҫулхи юбилейне палăртса ирттерчӗ.
Николай Ивановичӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ Хулаҫырми ялӗпе çыхăннă. Ҫемьере вӗсем 10 ача ӳссе çитӗннӗ, Николай вӗсенчен пӗрремӗшӗ пулнӑ, ҫавӑнпа пӗчӗкренех ашшӗ-амӑшне пулӑшнӑ, ӗҫпе воспитани илнӗ. Николай Ивановичӑн ашшӗ Иван Николаевич ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра строитель пулса ӗҫленӗ, амӑшӗ Ольга Степановна колхозра, бригадӑра тӗрлӗ ӗçсенче вăй хунă.
Хисеплӗ ветеран хăй шкулта вӗреннӗ ҫулсенчех колхозра ӗҫлеме пуҫлани, 12 ҫулта прицепщик пулса ӗҫе вырнаҫни çинчен калаçрӗ. Унтан, Теччӗ ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗренсе, агроном специальноҫне алла илет. Малалла 3 ҫул ҫарта пулать, ҫар службине вӗçленӗ хыҫҫӑн, тӑван ялне таврӑнать, унтах тӗпленсе юлать.
Тӗрлӗ ҫулсенче унӑн бригадир, инженер-технолог, тӗп инженер должноҫӗсене те пурнӑҫлама тивет, 1998 ҫулта ӑна «Путь Ленина» колхозăн председателӗ пулма сӗнеççӗ. 2003 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва каять.
Чыслă ӗçӗсемшӗн Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствин Тав ҫырӑвӗсемпе, Хисеп грамотисемпе, «Хӗç-пăшаллă Вăйсене – 80 çул» тата «Çӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 çул» юбилей медалӗсене тивӗçлӗ пулать.
Мӑшӑрӗпе Клавдия Александровнапа вӗсем пилӗк ывӑл ҫитӗнтернӗ. Ачисенчен кашнинех вӗсем ҫирӗп пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаҫҫӗ. Питӗ шел, ывӑлӗ Владимир 23 ҫулта пурнăçран уйрăлса кайни те тарăн йӗр хăварнă пурнăçӗсенче.
Паян ывӑлӗсем Викторпа Анатолий çемйипе Ульяновск хулинче, Александр вара тӑван ялӗнче пурăнаççӗ, кӗҫӗн ывӑлӗ Сергей Кивӗ Ҫӗпрелӗнче тӗпленсе юлнă. Юбиляра 11 мӑнукӗпе 4 мӑнукӗ савӑнтарса пурăнаççӗ.
Хисеплӗ ялăн аслă çулти çыннине юбилей ячӗпе саламлама район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, районти ветерансен совечӗн ертӳçин ҫумӗ Рустам Хамидуллин, тусӗсем, унчченхи ӗҫтешӗсем, ачисемпе мӑнукӗсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем пухӑннăччӗ. Хӑнасем ăна ТР Премьер-министрӗн ҫумӗнчен – ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗнчен Марат Зяббаровран тата ТР Агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçинчен Марс Алиевран Тав ҫырӑвӗсем, парнесем пачӗç, ӑшӑ сунăмсем сунчӗç.
Нет комментариев