Валентина Ярзуткина – тыл тата ӗҫ ветеранӗ
Аслă çулсенче пулин те, Валентина Алексеевна ҫӗршывра тата тӗнчере пулса иртекен пулӑмсемпе интересленет. Суйлавсене пӗрне те сиктермен. Хальхи вара уншӑн тата та паллӑрах пулса тӑчӗ.
Валентина Алексеевна Ярзуткина сентябрӗн 20-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейӗ ячӗпе саламсем йышӑнчӗ кӑна мар, гражданла хастар позици те кӑтартрӗ – ялти суйлав участокне хăй килчӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсен суйлавӗнче хутшăнчӗ.
Районта пурӑнакан ҫӗр-ҫӗр ҫынна ҫак кун район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ял тӑрӑхӗсен представителӗсем саламларӗҫ. Культура ӗҫченӗсемпе вӗренекенсем вара концерт представленийӗ хатӗрлесе килнӗччӗ.
– Эпӗ Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр вăхăтсене, ҫулсене нумай курнӑ. Çӗршывăмăр, халӑхăмăр яланах вӑйлӑ пулчӗ. Ҫак ӳсӗмре те ҫутӑ малашлӑхшăн хамран пай кӗртме пултарнӑшӑн савӑнатӑп, – тесе хăйӗн ӗмӗт-шухăшӗсене пӗлтерчӗ Валентина Ярзуткина.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Валентина Алексеевнана РФ Президенчӗн саламлă открыткине, парнесем тата чечексем пачӗ, «Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 95 ҫул» юбилей медалӗ парса чысларӗ, сумлă ӗçӗшӗн тав турӗ.
Валентина Алексеевна – Ҫӗнӗ Упи ялӗн хисеплӗ аслă çулсенчи çынни. Ахаль хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ, 4 класс ҫеҫ пӗтернӗ. Ҫапах та вӑл пурнӑҫра хӑйӗн ҫулне тупма, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеме пултарнă.
Унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ колхозра иртнӗ.
Хăй каласа панӑ тӑрӑх, вӑкӑрсене те кӳлме тӳрӗ килнӗ, вӑрман та каснă. Ку вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсемпе пӗр килнӗ. Ял совечӗ хӗрсене тимӗр-тăмăр тиеме Сталиногорск хулине ярать – вӑл вӑхӑтра вӗсене вакунсенче пурӑнма тӳрӗ килет. 1953 ҫулта Молотов вӑрманне касма каять. Лайӑх ӗҫленӗшӗн ӑна Хисеп хучӗсемпе темиҫе хутчен те чысланӑ, вӗсене çемье альбомӗнче халӗ те упрать.
Валентина Алексеевна качча тухса, пӗртен-пӗр хӗрне Галинӑна ҫитӗнтернӗ. Шел те, хӗрӗн пурнӑҫӗ вăрăм пулмасть, ҫапах та вӑл хӑй хыҫҫӑн йӑха тӑсакан пулса тӑнӑ ывӑлне Александра хӑварнӑ. Паян Валентина Алексеевнӑн тӗрекӗ, таянăçӗ çак мӑнукӗн çемйи тата кӗçӗн мăнукӗ.
«Эпӗ ҫӗр ҫинче ӗҫлеме юрататтӑм, яланах хама ҫеҫ шаннӑ», – тет вӑл хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗн вӑрттӑнлӑхне ӑнлантарнӑ май.
Валентина Алексеевнан пӳртӗн ăш-чиккине куçа илӗртекен тӗрӗсемпе илемлетнӗ. Вӑл вӗсене таврари ҫынсене, тӑванӗсене те парнелет.
«Хисеплӗ Валентина Алексеевна! Эсир пирӗншӗн патриотизм, пурнӑҫа юратнин тӗслӗхӗ пулса тӑратӑр. Сывӑ пурӑнӑр!» – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ӑшӑ сунăмӗсене пӗлтерсе.
Нет комментариев