Кун пулăмӗ
Аса илтеретпӗр, сентябрӗн 18, 19 тата 20-мӗшӗсенче ҫӗршывра РФ Патшалӑх Думин депутачӗсен суйлавӗ иртрӗ.
Çакна та палӑртмалла: Çӗпрел ҫыннисем, яланхи пекех, сасӑлавра хастарлӑх кӑтартрӗç. Суйлава аслă çулсенчисем те, ҫамрӑксем те ҫемйисемпе, ачисемпе килнӗччӗ.
Политика пулӑмне район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та ҫемйипе хутшӑнчӗ. Хӑйӗн гражданла тивӗҫне вӑл сентябрӗн 18-мӗшӗнче Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи 1338-мӗш суйлав участокӗнче пурнӑҫларӗ.
Сасӑлав кунӗсенче районти культура ӗҫченӗсем хӑйсен юррисене кӗтсе илсе, ӑсатса тăчӗç. Виҫӗ кун хушшинче суйлав участокӗсенче панӑ ятарлӑ сулӑсемпе кинотеатрсене, музейсене тӳлевсӗр кӗме, ачасен творчествин çурчӗн искусствипе паллашма май пулчӗ.
Унсӑр пуҫне, Тутарстанра суйлав кунӗсенче «Пӗтӗм ҫемьепе суйлава!» текен фотоконкурс та йӗркеленӗ. Конкурса хутшӑннисем хушшинче Виҫӗ Sollers st8 тата 33 iPhone 17 автомобиль вылянтарчӗç. Палӑртса хӑварар: пӗрремӗш ҫӗнтерӗве Пестречинск районӗнчи ентешӗмӗр Гульфия Абдуллова ҫӗнсе илчӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Эльбрус – Тури Хураката ялӗнчен.
Патшалӑх Думине суйланипе пӗрлех темиҫе муниципаллӑ округра суйлав иртрӗ. Пирӗн районта Ҫакӑн пек суйлавсем Кӗçӗн Чăнлă, Звезда, Матак ял тӑрӑхӗсенче иртрӗҫ.
Нет комментариев