Ҫураки малалла пырать
Районти уй-хирсенче ҫурхи ӗҫсем хӗрсех пыраҫҫӗ
Паянхи кун тӗлне районта пӗрчӗллӗ, выльӑх апачӗпе техника культурисене 20,7 пин гектар çинче акнӑ. Урпа — 6218 гектар, ҫурхи тулӑ — 4565 гектар, пӑрҫа — 369 гектар, рапс — 4790 гектар, хӗвелҫаврӑнӑш — 1983 гектар, сахӑр чӗкӗнтӗрӗ — 720 г, выльӑх апачӗ — 810 гектар.
— «Цильна» обществинче тата «А. А. Низамов» хресчен-фермер хуçалăхӗнче ҫурхи тырӑпа техника культурисене акасси вӗҫленсе пырать. «Ҫӗпрел Рассвет Агро» обществӑра та çур аки пысӑк хӑвӑртлӑхпа пырать, кунта акана мӗнпур ҫӗрсен 54 проценчӗ ҫинче ирттернӗ. «Махмутов И. Ф.» хресчен-фермер хуçалăхӗнче — 46%, «АгроТрансПорт» обществӑра — 48%, «Бикчуров Р. А.» хресчен-фермер хуçалăхӗнче — 33%, пӗчӗк фермер хуҫалӑхӗсенче — 40%.
2025 ҫулхи январь-апрель уйӑхӗсенче аграрисем 39,5 миллион тенкӗ патшалăх пулăшăвӗ илчӗç. Вӗсене минераллӑ удобренисем туянма — 21,1 миллион тенкӗ, сутнă тырӑшӑн — 5,7 миллион тенкӗ, сутнă сӗтшӗн 12,6 миллион тенкӗ чухлӗ субсиди пачӗç.
Ҫавӑн пекех извеçлеме субсидисем — 10,8 миллион тенкӗ, ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх туянма пулӑшма субсидисем 4,6 миллион тенкӗ пулӗç, тесе шутлаççӗ.
Кӑҫал талӑкри вӑтам температура нормӑран 9-10 градус ҫӳлерех. Ҫавна пула ҫурхи хир ӗҫӗсем вăхăтран малтан пуҫланчӗç. Ӳсентӑрансене акнӑ хыҫҫӑн хӳтӗлесси паха ӗç пулса шутланать. Уй-хирте ҫумкурӑксем те курӑнма пуҫларӗҫ.
— Районта пурӗ 54 опрыскиватель пур, вӗсенчен 13шӗ — хăйçӳрен. Паян пур опрыскивательсене те хатӗррисен ретне хумалла. Температура пысӑк пулнипе, ҫумкурӑксемсӗр пуҫне, рапс пăрçи тата ытти культурӑсен калчисем ҫинче сиен тӑвакансем сарăлма пултараççӗ. Ӳсентӑрансене хӳтӗлемелли чи пӗлтерӗшлӗ меслет — оперативлӑх, ӗҫе кӗртессине 2-3 куна чарса тӑни тухӑҫа ҫухатасси патне илсе ҫитерет, — тет районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов.
Ял хуҫалӑхӗнче тата тепӗр пӗлтерӗшлӗ тивӗç — выльӑх апачӗ хатӗрлекен техникӑна хатӗррисен ретне тӑратасси. Иртнӗ çул республика выльӑх апачӗ хатӗрлеме майӑн 22-мӗшӗнче пуҫӑнчӗ. Кӑҫал та çак вӑхӑтра выльӑх апачӗ хатӗрлеме май пулать. Ку ӗҫ валли выльӑх апачӗ пухакан 16 комбайн, 4 хăйçӳрен косилка, 62 çаклатмалли косилка, 64 пресс-подборщик, 126 çăк машини пур.
«Çӗпрел Рассвет Агро», «Цильна», «АгроТрансПорт» обществӑсенче выльӑх апачӗ хатӗрлекен техникăна хатӗррисен ретне лартнӑ. «Цильна» хуҫалӑхӗ выльӑх апачӗ хатӗрлемелли ҫӗнӗ сезон тӗлне пресс-подборщиксене ҫӗнетнӗ, хамăрта туса кăларнă «Навигатор RВ15» маркӑллӑ 3 единица пресс туяннӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев