Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ульяновск хулинче ентешӗмӗре асăнса асӑну хӑми вырнаҫтарчӗҫ

Чечня Республикинче террора хирĕçле операцисене хутшăнса, паттăрла çапăçса пуç хунă  милици старшинине, ентешӗмӗре Ильмас Адельшинович Нуртдинова аса илчӗç

 

Митинг Ульяновск хулин Железнодорожный районӗнче хăй пурӑннă ҫурт умӗнче иртрӗ. Мероприяти шайӗнче «Ку ҫуртра Чечня вăрçин ветеранӗ Ильмас Адельшинович Нуртдинов (1968-2000) пурӑннă» тесе ҫырнӑ асăну хӑмине вырнаçтарчӗç.

Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи июль уйӑхӗнчен пуҫласа Ҫӗпрел районӗнчи çар юхăмӗсен ветеранӗсен обществăлла организацийӗ Афганистанра тата Чечняри çар юхăмӗсенче вилнӗ ҫар салтакӗсен ҫурчӗсен стени çине асăну хӑмисене вырнаҫтарассине йӗркелерӗç. Çакăн пек вилнисенчен пӗри – Ильмас Нуртдинов. Вӑл  Тутар Шатăршан ялӗнче  ҫуралса ӳснӗ. Кунта унӑн ашшӗ-амӑшӗсем ҫуралнӑ, унтан вӗсем Ульяновск облаҫне куҫса кайнă, унта пурӑнма пуҫланă. Нуртдиновсен ҫемйинче пилӗк ача ӳсет. Паянхи кун вӗсенчен виҫҫӗшӗ сывă, Ильмас– ҫемьере тӗпчӗк ача пулнă.

Ильмас Нуртдинов Ульяновск хулинчи шалти ӗҫсен управленийӗнче ӗҫленӗ. 1999 ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнче ăна Чечня Республикин Шалин районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗн милиционер-шоферӗ пулма палăртаççӗ.

2000 ҫулхи январӗн 7-мӗшӗнче Чечня Республикин Шалин районӗнчи Герменчук ялӗнчи пăрăх заводӗнче ҫапӑҫӑва хутшӑннисене тыткăна илеççӗ. Вӗсене ирӗке кӑларас енӗпе ятарлă операци ушкӑнӗнче пирӗн ентеш Ильмас Нуртдинов та пулать.

Милици старшини Ильмас Нуртдинов, паттăрлăх кăтартса, служба тивӗҫне чыслă пурнăçласа, боецсене эвакуацилес ӗҫе хастар хутшӑнать, анчах хӑй вилет. РФ Президенчӗн Указӗпе ăна Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑлаççӗ.

Ильмас Нуртдинова аса илсе пуç тайма, Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Ульяновск хулин Железнодорожный районӗн пуҫлӑхӗ, хула мэрӗн çумӗ Алексей Онищенко, Ҫӗпрел районӗнчи ҫапӑҫу юхăмӗн ветеранӗсем-пограничниксем, ҫамрӑк армеецсем, Ильмас Нуртдиновăн ҫемйи тата ҫывӑх çыннисем пуçтарăнчӗç.

– Паянхи мероприяти – ҫӗршывăмăрӑн ирӗклӗхӗшӗн пысӑк тӳпе хывнӑ, ҫакӑншӑн хӑйӗн пурнӑҫӗпе «тӳленӗ» ҫынна  астăвăм палли. Ильмас Нуртдинов  – Тутарстанра ҫуралнӑ, Ульяновск хулинче шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫленӗ, Ҫурҫӗр Кавказра вилнӗ. Кӳршӗри регионсенче пурӑнса тата ӗҫленӗ ентешсене хисеплекен Çӗпрел ҫыннисене, район ертӳҫисене пысӑк тав. Инициатива кăтартса, эсир килтӗр, ку  – паянхи куншӑн уйрӑмах символлӑ пулăм. Малашне те пӗрлӗхлӗ пулса, Тӑван çӗршыв умне лартнӑ задачӑсене пӗрле пурнăçламалла пултăр, – тесе палӑртрӗ Алексей Онищенко.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров палӑртнӑ тӑрӑх, Çӗпрел ҫыннисем хӑйсен ентешӗсемпе-геройӗсемпе мăнаçланаҫҫӗ.

– Ку пирӗн астăвăм, ҫавӑнпа та вӑл ӑруран ӑрӑва куҫса пымалла. Эпир мирлӗ пурнӑҫшӑн пуçӗсене хунă геройсене яланах асра тытӑпӑр. Ӗмӗр-ӗмӗрех чыс тата мухтав! – терӗ Марат Ринатович.

Афган вӑрҫин ветеранӗ, чикӗри ҫар службин ветеранӗ Альберт Сулейманов каланӑ тӑрӑх, паянхи кун ҫапӑҫусенче хутшăнса, пуç хунисен ҫурчӗсем ҫине 10 асăну хӑми вырнаҫтарнӑ, вӗсенчен иккӗшне – Ульяновск облаҫӗнче. Ку ӗҫе малашне те малалла тӑсӑпӑр. Ҫак акцие «Щит Отечества» обществăлла организаци, Ҫӗпрел районӗнчи ҫапӑҫу юхăмӗн ветеранӗсен обществӑлла организацийӗ, чикӗри ҫарсен ветеранӗсен обществăлла организацийӗ, район ертӳçисем пулӑшнипе ирттереҫҫӗ.

Ҫемйи тата ҫывӑх ҫынсем хамӑр ентешӗмӗрӗн ятне ӗмӗр манăçми тăвас енӗпе мероприяти йӗркеленӗшӗн Ильмас Нуртдиновăн ывӑлӗ Дамир тав турӗ. Асăну хӑмине вырнаçтарнă тата уçнă хыççăн, ун умне чечексем хучӗҫ, пӗр минут шăплăх  пӗлтерчӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев