Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

«ТНВ —ТЯГ» юхӑмӑн территори уйрӑмӗн ҫӗнӗ ертӳçине суйларӗç.

«Тутарстан — Новый Век»

Конференци ӗҫӗнче Тутарстан Рес-публикинчи"ТНВ" юхӑмăн Ӗç тăвакан комитечӗн ертӳçи Алсу Тарханова хутшӑнчӗ.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ларӑвӗсен залӗнче Тутарстанри «ТНВ — ТЯГ» обществăлла юхӑмăн территорири уйрӑмӗн отчетпа суйлав конференцийӗ иртрӗ. Унта территорири уйрӑмăн совечӗн ҫӗнӗ составне, юхӑмӑн ҫӗнӗ ертӳçине тата ҫамрӑксен секторне ертсе пыракана суйларӗç.

Юхăмăн ертӳçи пулма пӗр саслӑн отрасль технологийӗсен техникумӗн директорне Фаниль Яфизова суйларӗç. Районти ҫамрӑксен пайне ертсе пыма «Талантлар планети» ачасен творчество çурчӗн директорне Олег Кузнецова палăртрӗç.

Тутарстанра çак обществăлла юхӑм йӗркеленнӗренпе 26 ҫул хушши районти территорири уйрӑма Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов ертсе пычӗ. Вӑл ҫак пайӑн районти ӗҫ-хӗлне тӗплӗн анализ турӗ, иртнӗ çулти ăнăçăвӗсем ҫинчен калаçрӗ. 

«Юхăм ҫитӗнекен ӑрăва спорт, сывлӑх, культура енӗпе, ҫамрӑксене культурӑпа патриотла воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывать», — тесе палӑртса иртрӗ Айрат Залялов.

«ТНВ — ТЯГ» юхӑмӗн Ҫӗпрел районӗнчи территорири уйрӑмӗн ӗҫне Алсу Тарханова пысӑк хак пачӗ, уйрăмăн ӗҫне аталантарас тӗлӗшпе пысӑк пай кӗртнӗшӗн Айрат Залялова тав турӗ, Фанис Яфизов ертсе пыракан ҫӗнӗ состава ҫитӗнӳсем сунчӗ, парнесем пачӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев