Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Сывлӑха тӗрӗслеттерсе тăмалла

Районта кӑҫал аслă çулсенчи 900 ҫынна диспансеризаци ирттерме палӑртнӑ

Аслă çулсенчи ҫынсен сывлӑхне (диспансеризаци) тӗрӗслеттерессине  инвалидлӑх тата вӑхӑтсӑр вилӗм патне илсе пыракан чирсене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереççӗ.

Ҫын врач патне, яланхи пекех, ыратнине туйсан çеç каять. Утса çӳренӗ чухне сывлăхне тишкерӳ ирттерессине кирлех, тесе шутламасть.

– Диспансеризаци нумай чирсене профилактика туни пулать. Чи малтан ăна иртме ҫын хӑй интересленмелле, – тет районти тӗп больницăн врачӗ Надир Тагиров.

Районта диспансеризаци ӗҫне те лайӑх йӗркеленӗ.

«Демографи» наци проекчӗн «Аслӑ ӑру» программипе ятарлă  автомашина 65 ҫултан аслӑрах граждансене палӑртнӑ йӗркепе районти тӗп больницӑна илсе ҫитерет, каялла леçет. Иртнӗ çул «Пăшăрхану» центрӗ пулӑшнипе 65 ҫултан аслӑрах пулнӑ 1154 ҫынна диспансеризаци иртме илсе килнӗ.

Кун ҫинчен пире ТР Ӗҫ Министерствин Ҫӗпрел районӗнчи социаллӑ хӳтлӗх уйрăмӗнчи «Пăшăрхану» центрӗн начальникӗ Ильгизар Вафин каласа пачӗ.

Ку ӗҫ малалла пырать. Кӑҫал аслă çулсенчи 900 çыннăн сывлăхне тишкерӗç. Вӗсенчен тӑваттӑшӗпе – Ҫӗнӗ Ишлӗ ялӗнчен автомобильпе районти тӗп больницӑна илсе килнӗ аппасемпе те калаçса илтӗмӗр. Ӗлӗк вӗсем колхозра ӗҫленӗ, халӗ тивӗҫлӗ канура. – Патшалăх пирӗншӗн çакăн пек тӑрӑшнăшăн эпир кӑмӑллӑ, – теҫҫӗ вӗсем.

Фирюза Аминова:

– Эпӗ 76 ҫул тултаратӑп. Ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра фермӑра дояркӑра ӗҫлерӗм. Ҫамрӑк чухне чупса çӳретӗн те вӗт, ватăлнăçемӗн пур чир те палӑрать. Кашни ҫул çапла больницӑна илсе килеҫҫӗ, тӗрӗслеҫҫӗ. Социаллӑ хӳтлӗх пайӗнчен социаллӑ ӗҫчен те палăртрӗç. Гульшат Зяббарова вăл. Питӗ ырӑ, кунне темиҫе хут халăма ыйтса пӗлет, пулӑшма васкать. Инсулинсӑр пуçне пурӑнма пултараймастӑп ӗнтӗ, ӑна та, ытти эмелсене те илсе килет.  Пӗлетӗп, çакăн пек пулӑшу мӗнпур аслă çулсенчи çынсене палăртнă. Ватӑ ҫынна нумай кирлӗ-и вара – акă çапла патшалӑх тăрăшса тăрсан, çавă та ҫитет.

Эпир те, хамăр черетре, районти аслă çулсенчи çынсене диспансеризацирен ан пӑрӑнӑр, тесе каласшăн. Ҫак тӗнчере кашни ҫыннӑн хӑйӗн вырӑнӗ пур, кашни ҫынах ҫак тӗнчере кирлӗ!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев