Сталинграда хӳтӗлекенсене аса илсе
Раççей истори датисенче
Февраль уйӑхӗн иккӗмӗш кунӗ — Волгоград облаҫӗнче тата ҫӗршывра пурӑнакансемшӗн пӗлтерӗшлӗ кун. 82 ҫул каялла, Сталинградшӑн пынă ҫапӑҫу вӗҫленчӗ.
Ҫак дата ячӗпе Вăрçă тата Ӗҫ Мухтавӗн монуменчӗ умӗнче митинг иртрӗ. Мероприятие совет салтакӗсен паттăрлăхне хисеп туса, ветерансем, влаҫ органӗсен, общественность, право хуралӗн тытӑмӗсен представителӗсем, юнармеецсен отрячӗ, «Малтисен юхӑмне» хутшӑнакансем, «Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» вӗренекенӗсемпе тата студенчӗсем пухӑннӑччӗ.
Ӗмӗр сӳнми вут умне веноксем хучӗҫ, пӗр минут шăп тăрса Сталинградри ҫапӑҫусенче вилнисене аса илчӗç.
Митингра районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тухса калаçрӗ. Вӑл Сталинград хули патӗнче мӗнле хаяр ҫапӑҫусем пулни, вӑрҫӑ хыҫҫӑн пӗтӗмпех арканнӑ хулана мӗнле юсани ҫинчен истори страницине аса илсе, совет ҫыннисен паттӑрлӑхне палӑртрӗ.
Митингра ҫавӑн пекех Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейӗн «Малтисен юхăмӗнче» хутшӑнаканӗсем те тухса калаҫрӗҫ. Хӑйсен сӑмахӗсенче вӗсем салтаксем, фронта кайнӑ ентешсем тӳссе ирттернӗ трагедиллӗ кунӗсене палӑртрӗҫ.
Справка
Сталинград патӗнчи ҫапӑҫу 1942 ҫулхи июлӗн 17-мӗшӗнчен пуçланса 1943 ҫулхи февралӗн 2-мӗшӗччен пынӑ. Сталинград патӗнчи ҫапӑҫу — Иккӗмӗш пӗтӗм тӗнчери вӑрҫӑн татса паракан ҫапӑҫӑвӗ пулса тăнă, унта совет ҫарӗсем пысӑк ҫӗнтерӳ тунӑ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев