Канашсем
Пĕлӳ кунĕччен вăхăт нумай юлмарĕ. Ачана шкула мĕнле хатĕрлемелле-ха...
Йăла хăнăхăвĕсем
Ачан хăйне тата хăйĕн япалисене йĕркелĕхре тытма пĕлмелле. Шкулта ун хыççăн тирпейлекенсем çук, анчах ачан пуçтарунăсăрлăхĕнчен кулма хатĕр юлташсем тупăнаççех.
Мĕн тума пĕлмелле-ха пулас вĕренекенĕн: çӳç турама, аса илтермесĕрех алăсене çума. Рюкзака хăйĕн пуçтарма, спорт тумна тата шкулта улăштармалли пушмака пуçтарса чикме, япаласене шкафа çакма, хурисене çума пăрахма. Ачан хăйĕн хывăнса тăхăнмалла, хĕлле шарфа хăй тĕллĕн çавăрса çыхма, шăлавара тӳмелеме пĕлмелле.
Социаллă хăнăху
Нумай чухне ачана шкул стресс кӳрет. Тавраллах ют çынсем, килти пек уйрăммăн лармаççĕ. Ку ача сачӗсене çӳремен ачасен хушшинче ытларах тĕл пулать.
Ачана харпăрхăйлĕхе вĕрентмелле. Йывăр мар ĕçсем хушмалла. Сăмахран, «сĕтел çинчен чашăк-тирĕке пуçтар», «чечексене шăвар, анчах кактуса ан тĕкĕн», «лавккана кайса кил, хăвна валли мороженăй тата çăкăр туян. Тавăрса памалла укçа пирки ан ман»...
Психологи хăнăхăвĕсем
Нумай чухне ачасем тимсĕрлĕхе пула килти ĕç пирки манаççĕ. Кун пек чухне ăна çапла пулăшма май пур. Уйăх тăршшĕпе кашни кун тумалли ĕçсене çырса пырăр, ача пурнăçлани тĕлне паллăсем ларттăр. Ларма хăнăхтаракан ĕç парсан та лайăх, сăмахран, пĕрле хуратул кĕрпине суйламалла, çунă япаласене çакма ыйтмалла. Тимлĕхе аталантарни пĕлтерĕшлĕ. Правилăсене пăхăнма вĕрентме сĕтел çинчи вăйăсем пулăшаççĕ.
Шкула хатĕррин тĕп палли – ача вĕренес тесе туртăнни. Унăн элементарлă япаласене ăнлантарма, уйăрма пĕлмелле.
Нет комментариев