Сирина Хасанова: «Ура ҫине тӑма пултарнӑ пулсан, эпӗ ташласа янă пулӑттӑм»
Ҫуралсан санӑн ҫамку ҫине «Телейлӗ пулать» тесе ҫырнӑ пулсан, вӑл, эсӗ кирек мӗнле: хитре е илемсӗр, сывӑ е чирлӗ, ҫамрӑк е ватӑ пулсан та, килетех
Ку статья, хевтесӗр, анчах та, тулли пурнăçпа пурӑнса тата хăйпе юнашар çынсене те телейлӗ тума пултарнӑ Сирина Галиевна Хасанова ҫинчен. Вуланă чухне вара: ан куçăхтăрччӗ, тесе вулăр!
«Паянхи кун эпӗ телейлӗ: çумра юратнă мăшăрăм, маншăн тӑрӑшакан атте-анне, шӑллӑм тата халӗ акӑ пӗчӗк ывӑлăм пур», – тет Çӗнӗ Çӗпрел ялӗнче çуралса ӳснӗ Сирина Хасанова. Унӑн та куҫҫульне никама та кӑтартмасӑр, хурланса йӗнӗ кунсем пулнӑ вӗт-ха. Ансатрах каласан – 32 ҫул инвалид кӳми ҫинче ларса, пурăнса пăх-ха эсӗ!
Пурнӑҫ, куҫҫуль, юрату...
Хăй ытти ҫынсем пек маррине туйса, ӑнланма пуҫланине Сирина халӗ лӑпкӑн, куҫҫульсӗр аса илет.
Ҫуралнӑ хыҫҫӑнах ӑна ДЦП диагнозӗ лартаççӗ... Йывӑр ҫын пулнӑ Миляуша икерчӗ, тутлӑ апат пӗҫерет те чирлӗ выртакан юлташӗ патне, халне пӗлме каять. Вӑл килне таврӑннӑ вăхăтра тӗттӗмленет – ура айӗнче мӗн иккеннине асӑрхайман ҫамрӑк хӗрарӑм шурлӑха кӗрсе ӳкнине те ӑнланмасăрах юлать. Нумай хутлӑ ҫуртсем патне ҫитме инҫе те мар пек, анчах Миляушана куракан çын пулмасть. Шурлӑх ӑна хӑй ӑшне туртса илет, тен, пӗтӗмпех путасран ăна варӗнчи 9 уйӑха çитсе пыракан пепки ҫӑлать те пулӗ. Лачакаран хӑтӑлас тесе, вӑл нумайччен нушаланать, ыттисем курса, пулӑшма пынӑ тӗле вӑл питӗ ывӑнса ҫитнӗ, унӑн сывлӑхӗ хавшанă пулать ӗнтӗ.
«Пулса иртнӗ ӗҫ хыҫҫӑн варта, эсӗ пӗртте тапми пултăн», – тесе каласа парать вӑл хӑйӗн хӗрне. Врачсем ӑна тӗрлӗ меслетсемпе пулас ачинчен хӑтӑлма сӗнсе пăхаççӗ. Анчах, ӑҫта! Амӑшӗ, хӑйӗн пӗрремӗш ачине ҫав тери хытӑ кӗтнӗскер, хирӗҫ тӑрать. Ҫапах та иккӗленни ахаль пулман – 1990 ҫулхи майӑн 12-мӗшӗнче Сирина сывах ҫуралать, анчах утма пултараймасть.
Ҫакна ашшӗ-амӑшӗ шăпа, Турӑ сăнавӗ пек йышӑнать тата тепӗр ҫултан вара, вӗсен сывӑ ывăл ача çуралать.
«Çак пулăм çинчен эпӗ аннерен, ача чухне те, ӳссе çитӗннӗ вăхăтра та час-часах каласа пама ыйтаттăм. Врачсем патне çӳреме те нумай шухăшларăм. Манӑн урасем пӗртте шанчӑксӑр мар – вӗсенче туйӑм, сисӗмлӗх пур пек туйӑнать. Шăллăм патне юлташсем килетчӗç, вӗсем вылянине, чупнине курсан, вӗсемпе хутшăнса выляс килнӗ вăхăтсем нумай пулчӗç. Унӑн тусӗсенчен вара час-часах: «Мӗншӗн ларса кăна тăрать вӑл, мӗншӗн утса çӳремест, мӗншӗн вылямасть», – текен сăмахсене илтсен, манӑн кăшкăрса йӗрес килсен те, эпӗ куҫҫуль кăлармастăмччӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, пӗччен юлнă чухне (ун пек вăхăтсем вара пайтах пулчӗç), шухӑшлама юрататтăм. Пурнӑҫăма кӗнеке пек куç умне кăларса тăратса, пӗр страницӑна, е тепӗр страницӑна уҫа-уҫа, эпӗ малашнехи шухăш-ӗмӗтпе пурăнтăм. Анчах эпӗ нихăҫан та начаррине: вилӗм ҫинчен шухӑшламан, ку шухӑш ман пуҫа пырса та кӗмен. Ырату тата куҫҫуль витӗр эпӗ хамӑн тӗллеве çӗнсе илме тӑрӑшрӑм. Эпӗ хама хам яланах, телейлӗ пулса пурăнатăпах теттӗм», – тесе калаçрӗ Сирина.
Ашшӗ-амӑшӗ Сиринана шӑллӗпе пӗр вăхăтра шкула яраççӗ. Пиччӗшӗ шкула ҫӳресе вӗренсен, Сирина патне вӗрентекен хăй килет. Шăллӗпе пӗр класра вӗренме ӑна лайӑх пулать. «Шкултан киле таврӑнсан, шăллăм класра мӗнле вӗреннине каласа кăтартатчӗ. Хама та вӗсен хушшинче пек туяттăм. Ку вара уроксене икӗ енлӗ алла илме май пачӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, шӑллӑм маншӑн пӗр енчен пӗртӑванăм пулсан, тепӗр енчен – таянăçăм, пӗр класра вӗренекен, тус пулчӗ. Ку вара паян та çапла», – тет вăл.
Сирина психолог пулма ӗмӗтленет. Илемлӗх, чиперлӗх вăрттăнлăхӗсем çинчен социаллă сетьре хăйӗн страницине тăвать. Шултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, психологи, бухгалтери енӗпе куҫӑмсӑр майпа вӗренет, диплом илет. Ку тӗлӗшпе ӑна интернет та пулӑшать. Пулас мӑшӑрӗпе те интернет сетӗнче паллашать.
– Пӗрре пӑхсах юратса пăрахрăм, тесе калаймастăп. Паллашнӑ вӑхӑтра эпӗ урăх хӗрпе, Сирина – урăх каччăпа çав интернет урлă калаҫаттăмăр, – калаçăва хутшăнчӗ Марат. – Сирина мана хӑйӗн характерӗ вӑйлӑ, тӗллевлӗ пулнипе, нумай ӗҫе тума ӗмӗтленнипе питӗ тӗлӗнтерчӗ. Тӗрӗс, хăй сӑлтав тупса, гороскоппа пирӗн характерсем тӗрлӗрен тесе, тӗл пулассине вӑраха тăсса пычӗ. Анчах та эпӗ читлешмерӗм, эпӗ ăна юратса пăрахма ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ. Пурнӑҫ ҫине пӗр евӗрлӗ пӑхни пирӗн ҫыхӑнӑва тепӗр хут ҫирӗплетрӗ пулас. Эпӗ унпа хамӑн шӑпана ҫыхӑнтарма кăмăлăм пуррине пӗлтертӗм. Паллах, камшӑн-тăр ку шок пулчӗ. Сывӑ каччă ҫуралнӑранпах инвалид пулнă хӗрпе мӗнле-ха çемье çавăртăр?! Атте-анне, тӑвансем те, ӗмӗр вӑрӑм, кун нумай, пурăнса пӗтерме пултарăр-ши, тесе шикленчӗç. Эпӗ те хамăн сăмахăм çинче ҫирӗп тӑтӑм, паллах. Икӗ ен, тăвансем курса калаçсан, Сиринана питӗ юратрӗç – халӗ хăта-тăхлачăсен хутшăнăвӗсем тӗлӗнмелле», – тет çамрăк атте.
Марат – Ульяновск облаҫӗнчен, унта ҫуралса ӳснӗ, вырӑс шкулне вӗренме ҫӳренӗ, пӗлӳ илнӗ. Ҫапах та хăй тутар ҫемйинчен, хăислам тӗнӗнчен пулнине ялан асра тытнă. Çакăн çине ӗмӗр тӑршшӗпех кӗлӗ (намаз) вуласа пурӑнакан ашшӗ воспитани тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ витӗм кӳнине палӑртать вӑл. Паянхи кун Марат хӑй те намаз вулать. Малашне вӑл хӑйӗн мăшăрӗ Сиринан пулӑшăвӗпе тутар чӗлхине алла илме шутлать.
«Марат инçе тесе тăмарӗ, канмалли кунсенче 100 километр хушша иртсе, килсе те çитетчӗ. Эпир вӗт хӗлле паллашрăмăр. Ун чухне эпӗ перческе тăхăнма манса кайнăччӗ, вӑл вара хăйӗнне хывса тӑхӑнтарчӗ. Вăл маншăн яланах пăшăрханнине, тăрăшнине, вӑл мана нихăҫан та кӳрентерес ҫуккине шантăм, кунран-кун ытларах кăмăлăма кайнине туйрăм. Ҫитменнине тата Марат питӗ калаҫма юратать. Эпӗ вара – итлеме. Нумай пӗлекен çынна итлеме питӗ кӑмӑллӑ», – тесе тӗл пулнă вăхăтри самантсене аса илчӗ Сирина. 2020 ҫулхи июлӗн 17-мӗшӗнче никах пулать. Тепӗр ҫулхи январь уйӑхӗнче вара иккӗшӗ кăна ЗАГСа кайса çырăнаççӗ вӗсем.
Ача – телей чечекӗ
Кашни ҫамрӑк ҫемье, паллах, ача ҫуратасси ҫинчен ӗмӗтленет. Сирина та ун ҫинчен час-часах калать. «Эпӗ мăшăрлă пурнăçпа пурăнаймасан та, ача ҫуртӗнчен ача илсе ӑна ҫитӗнтересси ҫинчен шухӑшлаттăмччӗ. Турӑ мана хӗрхенчӗ – эпӗ хамӑн ачама ҫуратма пултартӑм», – тет.
Йывӑр ҫын пулнине пӗлсен, Сиринӑн савӑнӑҫӗ калама ҫук пысӑк пулать. Марат та, ҫак хыпара илтсен, куҫҫульне чараймасть. «Пурте лайӑх иртрӗ. Токсикоз тени те тӑватӑ хут ҫеҫ пулчӗ. Манӑн аппетитăм та лайăхччӗ, пур апат-ҫимӗҫе те кӑмӑлласах, юратса ҫирӗм», – тет çамрăк анне.
2021 ҫулхи апрелӗн 5-мӗшӗнче вӗсен кӗтнӗ пӗрремӗш ачи – ывăлӗ ҫут тӗнчене килет. Ачине ҫуратма республикӑри клиника больницин врачӗсем пулӑшаҫҫӗ.
Ҫак самант ҫинчен каласа панӑ май Сирина: «Ачама мана ҫуралсанах, унтан ҫав кунах, ҫывӑрас умӗн кӑтартрӗҫ. Ача ҫуралсан, вӑл амăшӗ ҫине пӑхса, йӑл кулӗ тесе шутлаттăмччӗ, вăл вара кăшкăрса йӗрсе ячӗ. Эпӗ хӑраса ӳкрӗм (кулать). Ача малтанласа лайӑхах курманни, ҫуралсан йӗрсе яни чиперех пулни çинчен вуласан, пӗлтӗм. Ывăлăмăн сассине пӗрремӗш хут илтсен, эпӗ чăннипе те анне пулнине туйрăм».
Ача çуратма тесе кăна кайнă çӗртен, вӗсем Хусан хулинче пурăнма юлаҫҫӗ (хваттер арендӑлаҫҫӗ).
– Хусан илӗртрӗ. Манăн çак хулана курас килетчӗ. Ку кӗтнинчен те ытларах пулса тухрӗ – Хусан питӗ илемлӗ, таса хула. Унта ҫынсем те лайӑх, уҫӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, пулăшма яланах хатӗр. Пӗррехинче Сиринапа çул çинче каçаймасăр тăнă вăхăтра, каччăсем килчӗç те ăна коляскипе пӗрле йăтса куçарса та хучӗç. Мечӗтсем нумай, культурăллă тӗп хула», – тет Марат.
Ывӑлне ашшӗ-амӑшӗ янăравлă илтӗнекен, сайра тӗл пулакан Яльяс ятлă хунă.
«Альяс питӗ йăр-япăш ача. Йӑлӑнтармӑш мар: ҫиет, ҫывӑрать, вылять, ачасем патне, ҫынсем патне туртӑнать. Марат ӑна пӑхма, килти ӗҫсене тума пулӑшать, вӑл – пирӗн тыл, тӗрек, – тет Сирина.
Ӗмӗтсем, шанчӑксем, малашлӑх планӗсем
Паянхи куншăн, пурнӑҫшӑн, мӗн пуррипе килӗшсе, Турра тав тӑваççӗ Хасановсем... Ирхине мӗн кирлине илсе, хула тăрăх çӳреме тухса каяççӗ. Мӗншӗн тесен пурте кунта вӗсемшӗн çӗнӗ, палламан вырăнсем. Вӗренеççӗ, сăнаççӗ. Парксенче лараççӗ, Казанка шывӗн хӗррине тухаҫҫӗ, уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, çуран çӳреççӗ, тӗрӗссипе Маратпа Альяс, Сирине вара хăй çӳретекен коляскăра. Киле каçалапа кăна таврăнаççӗ иккен. Икӗ ене те, ашшӗ-амӑшӗсем патне те час-часах каяççӗ.
«Ҫемьепе пуласси, вӗсемпе вӑхӑт ирттересси, ывӑлăмпа вылясси – маншӑн пысӑк телей. Эпир нумай çӳретпӗр. Ӗмӗтӗм – акă çапла, пурте пӗрле Европа тӑрӑх çулçӳреве каясси. Унти халăхăн традицийӗсене, культурине, вырӑнти ҫынсен йăли-йӗркисене курас килет», – тет ҫемье пуҫлӑхӗ. Сиринан ӗмӗчӗ вара – Турцире пуласси, тата малашне тепӗр ача – хӗрача çуратасси.
– Эпӗ нихăҫан та никамран та нимӗн те ыйтман. Мӗн-тӗр ыйтма вăтанаттăм. Хама ыттисенчен каярах кӑтартас та килмерӗ. Автоматизациленӗ коляскăна та тӑвансен, хамӑр пособисен укçипе туянтӑмӑр. Паян та никам патне тем ыйтма каяссăм килмест. Пулăшма кăмăлӗ пулнă çынсем те нумай-ха ӗнтӗ. Пире тенине Турă хăй парӗ. Паянхи кун пурте сывă, Турра тав. Ҫапах та пирӗн хамӑрăн пурăнмалли вырăн пулсанччӗ тетпӗр. Ку енӗпе пулӑшма е хваттерлӗ пулас процеса хăвăртлатма пултаракан ҫынсем пулсан, çавăн пек пулăшушăн эпир питӗ хавас пулнӑ пулӑттӑмӑр, – тет Сирина.
Сиринан урисене кăтартма, врачсем патне ҫӳрес кӑмӑлӗ пулни çинчен те каласа хăварас пулать. Урисем сисӗмлӗ, ыратнине туяççӗ, тет вӑл. «Урасем çине тăрайсан, ташласа янă пулăттăм»,– тет вăл. Сиринапа Марата пӗрле ташлама та Турри пулăштăрах.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев