Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Сăнав тапхӑрӗ: Çӗпрел Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче

Архивсенче мӗн пур?

Кӑҫал Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине палăртса ирттерӗпӗр. 2025 ҫула Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталӑкӗ тесе те пӗлтернӗччӗ.

Пирӗн ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн кӗрешнӗ ҫынсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен пулас ӑрусене каласа пани питӗ кирлӗ. Мӗн кӑна туман пулӗ совет халӑхӗ Çӗнтерӳшӗн! Кун ҫинчен архив докуменчӗсем те ҫирӗплетсе параҫҫӗ...

— Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче район ҫӗршыв территорийӗсенчен эвакуациленнисене йышӑннă. Кун пирки районти архивра сведенисем те упранаҫҫӗ, — тет архив секторӗн заведующийӗн директорӗ Альберт Мухаррямов.

Документсем тӑрӑх, эвакуациленнӗ халӑхӑн пӗрремӗш ушкӑнӗ Тутарстана, вӑрҫӑ пуҫланнӑ хыççăн пӗр уйӑх иртсен, килсе ҫитнӗ. 1941 ҫулхи августӑн 16-мӗшӗ тӗлне, ТАССРта эвакуациленнӗ халӑха вырнаҫтармалли списокпа килӗшӳллӗн, республикӑна 162,7 пин ҫын килет, вӗсенчен 31 пинӗшӗ — ачасем. 

Ҫӗпрел районне эвакуациленнӗ 553 ҫын килсе вырнаçать. Вӗсенчен 48шӗ — арҫынсем, 261шӗ — хӗрарӑмсем тата 204шӗ ачасем пулаççӗ. Ачасенчен 159шӗ — шкулта вӗренекенсем. Эвакуациленнӗ ҫынсене хваттерсене вырнаҫтарсан, ачасем валли Матак, Мучелей, Чӑваш Ҫӗпрел, Кивӗ Чукал ялӗсенче ача ҫурчӗсем уҫаҫçӗ. Килнӗ граждансенчен нумайӑшӗ — Мускав облаҫӗнчен. Вӗсем ун чухнехи правительствӑна пулӑшу ыйтса, çыру ҫыраççӗ. Ҫак ҫырусем те архивра упранаҫҫӗ.

Алҫырӑвӗсем тирпейлӗ, пӗр йӑнӑшсӑр. Кашнинех тенӗ пекех, ачасем валли кăçатă ыйтаҫҫӗ. Тутарла ҫырнӑ çырусем те пур. 

Тата тепӗр кирлӗ документ — полевой почта урлă янӑ ҫыру. Ҫак ҫырăва çыракан хӑйӗн ҫемйи ӑҫта пурӑнни ҫинчен пӗлтерме ыйтать...

Районти архивра ҫак документсем вӑрҫă ҫулӗсенче Тутарстан, ҫав шутра пирӗн район та, эвакуациленнӗ ҫӗршер пин ҫыншăн хӳтлӗх пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Республика вӗсемшӗн иккӗмӗш тӑван кил пулса тăрать. 

Вӗсене ҫӗр уйӑрса панӑ. Ку тӑрӑхри тыл ӗҫченӗсемпе пӗрле куҫса килнисем те кунӗн-ҫӗрӗн колхозăн уй-хирӗсенче, фермӑсенче ӗҫленӗ.

Районтан фронта кайнă 14375 ҫынран 8000шӗ ҫапӑҫу хирӗсенче пуç хунă.

Малалла тăсса

Эсир ентешӗмӗрсен Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен статьясене хаçатăн малалли номерӗсенче вуласа пӗлме пултаратăр. Сирӗн ҫемйӗрте сыхланса юлнă архив докуменчӗсем, асаилӳсем пулсан, шӑнкӑравлӑр, ҫырӑр, хисеплӗ район çыннисем!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев