Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Салтаксен виҫ кӗтеслӗ ҫырӑвӗсем...

Çак документсенче вӑрҫӑн чуна ҫӳҫентерекен ахрăмӗ упранать

Ҫырусем конвертсӑр, виҫ кӗтеслӗ пулнӑ, вӗсене полевой почта урлă адресат патне илсе çитернӗ. 

Салтак ҫырӑвӗсенче ӑшӑ туйӑм, тӑван ҫӗршыва, тӑвансене юратса çырни палăрать. Тӑшманпа ҫапӑҫу кăштах чарăннă вăхăтра çырнă, чунтанах кӗтнӗ, сыхланса юлнӑ «виҫ кӗтеслӗ çырусем» вӗсем! 

Кӑҫал ҫӗршыв Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине палӑртать. Ҫав ҫулсенчи упранса юлнӑ ҫырусем — паян музей экспоначӗсем. Çак ҫырусем район центрӗнчи «Таврапӗлӳ», Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи «Çӗр тата ҫынсем» музейсенче упранаҫҫӗ. 

Кивӗ Шемӗршел ялӗнчен, атте сӑмаха калама тилмӗрсе ӳснӗ вăрçă ачи Мукатдас Шарафутдиновăн чун-чӗринче виҫ кӗтеслӗ çырусем уйрӑм вырӑн йышӑнса тăраççӗ. 1941–42 -мӗш ҫулсенче, хӑйӗн вӑрҫа кайнӑ ашшӗнчен Мустафаран 15 яхӑн ҫыру килет. Вӗсене амӑшӗн Зайнаб ячӗпе янă пулнă. 

«Сывлӑх сунатӑп. Мустафаран салам. Сана Зайнаб питӗ тунсăхлатăп, салам яратăп... Хамăрăн ялти Абдрахман Халимӗпе курнăçса тăратпăр. Ахмет пичче казармӑра сайра пулать, эрнере пӗрре çеç пӗр-пӗрне куратпăр. Вӑл пӗр кӗлӗ вӗреннӗ, вулатпӑр. Сирӗн ҫырӑвăра илтӗм, укҫӑра илтӗм. Салампа, Мустафа», — тенӗ ҫырусенчен пӗринче. 

Мукатдас Шарафутдиновăн ашшӗнчен юлашки ҫыру 1942 ҫулта Сталинград облаҫӗнчен килнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Мустафа Шарафутдинов хыпарсӑр ҫухалать.

— Эпӗ аннене атте ҫинчен каласа пама ыйтаттăм. Вӑл ӑна яланах лайӑх енчен ҫеҫ аса илетчӗ. Аннене пӗччен пурнăç илсе пыма йывӑр пулчӗ. Ҫӗнтерӳ пирӗншӗн — хурлӑхлӑ та, савӑнӑҫлӑ та. Ҫапӑҫу хирӗсенче пуçне хунă аттесен ҫутӑ астăвăмӗ нихăҫан та манăçмӗ, — тет Мукатдас Шарафутдинов.

«Çӗр тата ҫынсем» музейӗн ертсе пыракан методисчӗ Алия Хисамутдинова каланӑ тӑрӑх, кунта ҫавӑн пек виҫ кӗтеслӗ çырусем вуннӑран ытла. «Ҫавӑн пекех, пирӗн музейре хамӑр ялсем пӗр хыпарсӑр ҫухални тата вилни ҫинчен пӗлтерекен хутсем те упранаҫҫӗ», — тет вӑл. 

Малалла тăсса

Салтаксем ҫырусене кӑранташпа ҫырнă. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Хӗрлӗ Ҫара уйӑхсерен 70 миллион ҫыру леҫнӗ. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче конвертсем ҫитменнипе виҫ кӗтеслӗ ҫырусем килсе тухнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев