Реклама
Тӗп хыпар
Районти хуҫалӑхсен уй-хирӗсенче тырӑ вырса пухас ӗç хӗрсех пырать
Тырçи – 2022
«А.А.Низамов» хресчен-фермер хуçалăхӗнче пӗрчӗллӗ культурăсене вырса пухас ӗҫ тулли хăватпа пырать. Ҫав вӑхӑтрах хуҫалӑхра вырса çапнă тата улӑмне пухса илнӗ ҫӗрсене сухалаççӗ, кӗрхи акана хатӗрлеççӗ.
Эпир «А.А.Низамов» хресчен-фермер хуҫалӑхне пырса çитнӗ вăхăтра Ильгизар Хисматуллин çӳретекен «Магдон» комбайн тата Амирзян Хисамов çӳретекен «Сибиряк» комбайнсем урпа культурисен ани çинче тырра паккусене хыватчӗç, комбайнерсем Динар Низамов, Марат Низамов, Газиз Сираев çӳретекен «Полесье» комбайнсем тырă çапатчӗç.
Урпа культурине хуҫалӑхра 600 гектар лаптӑк çине акнă пулнă, тулă – 600, кӗрхи культурăсем 280 гектар лаптăка йышăннă. Урпан кашни гектарӗ 40 центнертан ытла тухăç панă.
Комбайнерсем вырса ҫапнӑ тырра «КамАз» автомобильсемпе Мансур Яруллин, Николай Иванов, Вагап Измайлов тата Тальгат Азизов йӗтем çине турттарса тăраççӗ. Тырра вырса çапса илнӗ хыҫҫӑнах «МТЗ-82» тракторпа Дамир Ахметов улӑма тӗркесене пуҫтарать. Улӑм тӗркисене çав вăхăтрах выльӑх апачӗн картине турттарса кайма та тăрăшаççӗ. «К-700» тракторпа Джамиль Хисамов пушанса юлнă анасене сухаласа пырать.
Справка
Районти уй-хирсен мӗнпур лаптăкӗн 22 процентӗнче тыр çи ӗçӗсем вӗçленнӗ. Районти ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç управленийӗнчен августăн 11-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тăрăх, 6431 гектар лаптăкра пӗрчӗллӗ культурăсене вырса çапнă. Кашни гектартан тухнă вăтам тухăç 44,1 центнера тӳрӗ килет.
«Цильна» обществӑра пӗрчӗллӗ культурăсен тухăçне 1030 гектар лаптӑк çинчен пухса илнӗ. Пӗрчӗллисен кашни гектарӗ вăтамран 60,7 тухăç панă. «АгроТрансПорт» обществӑра вара 537 гектар çинче тыр çи ӗçӗсене пурнăçланă, пӗрчӗллӗ культурăсен кашни гектарӗнчен 55,8 центнер тухăç тухать. «Ҫӗпрел-Рассвет Агро" обществӑра тырпул тухӑҫне 1917 гектар ҫинче ҫапса илнӗ. Кашни гектартан тухӑҫлӑх 39 центнера тӳрӗ килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев