Районта маскировка сеткисем çыхас ӗç малалла тăсăлать
Пирӗн халăх вăйӗ — пӗрлӗхре
Ятарлӑ ҫар операцийӗн зонине яма маскировка сеткисем çыхас ӗҫе Алешкин-Саплăк ялӗнче пурӑнакансем кăмăлласах хутшӑнчӗç.
Ку ӗҫе чи малтан Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнче пуҫласа янăччӗ, унтан Упи ял тăрăхӗ хушăнчӗ. Паянхи кунсенче вара, Алешкин-Саплӑк ялӗнчи Культура çуртӗнче хӑйсен ентешӗсен шӑпипе сӳрӗк пулман ырӑ кăмăллă çынсем тăрăшсах вăй хураççӗ.
Ӗҫе пуçласси кăна вӗт — тытăнсан каять. Ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Петр Артемьев пуçарнă çак пархатарлă ӗçе. Кӗмӗл волонтер Равия Валеева тӑрӑшнипе Ватсап ушкӑнне йӗркеленӗ. Унта вӗсем пӗрле, çак ӗçшӗн кирлӗ япаласем илесси тата ытти ҫинчен калаҫу илсе пыраççӗ. Ялăн ӑсти Николай Карусев маскировка сетки тума ятарлӑ хатӗр туса панă. Ӗҫе йӗркелес ӗҫре ветерансен совечӗн ертӳçи Валерий Марковпа Алексей Клементьев уйрӑм хастарлӑх кӑтартаҫҫӗ.
Наталия Клементьева, Алешкин-Саплӑк ялӗнчи Культура çурчӗн заведующийӗ:
— Пирӗн халӑх вăйӗ пӗрлӗхлӗ пулнинче. Ӗҫе пуçăнсан, çакă тата ытларах палӑрма пуҫларӗ. Паянхи кунсенче маскировка сетки çыхма ҫамрӑксем те, ваттисем те хутшӑнаççӗ. Шкулта ачасем окоп çуртисем тӑваҫҫӗ, ҫар ҫыннисем патне ҫырусем ҫыраҫҫӗ. Халӑх гуманитари пулӑшӑвне пухать, Пысăк тăрăшулăхпа çыхнă маскировка сеткисем çар çыннисене питӗ кирлӗ, çавна ял халăхӗ питӗ аван ăнланать, мӗн май килнӗ таран пулăшать. Ҫавăнпа та, кун пек ӗҫрен айккинче тӑма пулмасть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев