Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ ячӗпе саламларӗ
Ҫирӗп пулар эпир, арҫынсем!
— Ҫак уяв Раҫҫей халӑхӗн мухтавне, Тӑван çӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне хӳтӗлекен салтаксен паттӑрлӑхӗпе чысне палăртать.
Çӗршывӑмăрăн çар историйӗнче, унӑн мухтавӗпе ҫӗнтерӗвӗсен никӗсӗнче яланах патриотизмпа халӑх пӗрлӗхӗ, унӑн шанчӑклӑ ывӑлӗсемпе хӗрӗсем тӑнӑ. Эпир Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисемпе мăнаçланатпăр!
Ҫак пӗлтерӗшлӗ кун эпир Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйсен пур ӑрӑвӗсене те чыслатпӑр. Шӑпах вӗсем Раҫҫей патшалӑхӗн ҫирӗплӗхӗпе тӑнӑҫлӑхӗн тӗрекӗ пулса тӑраҫҫӗ те ӗнтӗ.
Эпир Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене чунтан тав тӑватпӑр. Афганецсен чăтăмлăхӗ, йывăр вучахсенче Раҫҫей Федерацийӗн пӗр пӗтӗмлӗхне сыхлакан салтаксемпе офицерсен ҫирӗплӗхӗ пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑраççӗ.
Паян Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен, çӗршыва тӗрлӗ синкерсенчен хӳтӗлекенсен мӑнукӗсемпе кӗçӗн мӑнукӗсем вӗсен ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ентешӗмӗрсем Тӑван çӗршыва ятарлӑ ҫар операцийӗн зонисенче хӑйсене шеллемесӗр хӳтӗлеҫҫӗ.
Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисене пурне те ӗçӗсенче тата Тӑван çӗршыв ырлӑхӗшӗн служить тунă çӗрте ăнăçусем, телей, ырлӑх-сывлăх сунатӑп! Уяв ячӗпе сире, районăн хисеплӗ ҫыннисем, — терӗ вӑл.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев