Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Район аграрийӗсем ҫурхи ака кампанине пуҫларӗҫ

Çурхи ака пуҫланчӗ. Ырӑ сехет тӗлне пултăр!

Ҫӗр ӗҫченӗсем умӗнче кӑҫал 42 пин ытла гектар лаптӑкра çурхи ака ирттермелли тӗллев тӑрать.

«Цильна» тата «Ҫӗпрел — Рассвет Агро» обществӑсем ҫурхи ака ӗçӗсене чи малтан пуçăнчӗç. Унтан «Бикчуров Р. А.», «Низамов А. А.», «Махмутов И. Ф» хресчен-фермер, «АгроТранСпорт» обществăн ӗҫченӗсем те акма пуҫларӗҫ. 

Çулталăк тăрантаракан, чуна хумхантаракан самантӗсене курма эпир «Цильна» обществăна килтӗмӗр. Кунта 205 гектар лаптӑка йышăннă ана çинче Рамис Айнуллов сахӑр чӗкӗнтӗрӗн вӑррине акать. Рустам Хамдиев вӑрлӑха сеялкăна ӑшне тултарма пулӑшать. Ҫак çӗр ӗçченӗсене кӗркунне сахӑр чӗкӗнтӗрне кӑларса, ӑна кагатсене хурас тата заводсене ӑсатас ӗҫе те çирӗплетеççӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем юлашки результатшӑн яваплӑ пулса, тăрăшса ӗçлеççӗ.

Механизатор Камиль Камалов урпа культурине акма тухнӑ. Хальлӗхе вӑл 100 гектар лаптӑка йăшăнса тăракан уйра ӗҫлетчӗ. Обществӑра ҫураки ӗҫӗсене икӗ сменӑпа йӗркеленӗ. Каçхи сменăра вара Камиль вырӑнне Айрат Яфизов вăй хурать.

— «Ир аксан тухăç ăнса пулать», — тет халӑх. Ҫакна шута илсе, нумай ҫул хушши пухнă опытăмăр ҫине таянса, эпир кӑҫал та юр кайнă хыҫҫӑнах хире тухрӑмӑр. Сивӗ кунсемпе усă курса, кӗрхи тата нумай ҫул ӳсекен курӑксене хушма апатлантартăмăр. Пулас тырпул шӑпи механизаторсемпе специалистсен килӗшӳллӗ ӗҫӗнчен те килет, — тет общество директорӗн ҫумӗ Раис Раимов.

Паянхи куна обществӑра 1435 гектар лаптӑкра нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарассине, 690 гектар лаптӑкра кӗрхи культурӑсене минераллӑ удобренисемпе ӗçе кӗртессине вӗҫленӗ. 

Справка

Районта 42 пинрен ытла гектар лаптăкра акмалли культурăсенчен 21 пин гектартан ытларах латăка пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсем йышăнӗç. Техника культурисем 17 пин гектар лаптăка йышăнӗç. Çавсенчен: сахăр чӗкӗнтӗрӗ 1000 гектар, хӗвелçаврăнăш 7800 гектар, рапс 5000 гектар, соя 3800 гектар. Апрелӗн 17-мӗшӗ тӗлне районта 5674 гектар лаптăк çинче çурхи ака ирттернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев