Пыл Сăпасӗ
Тӗп хыпар

Пыл Сăпасӗ

Уявсем

Пыл Сăпасӗ

Пыл Căпасне (Пĕрремĕш Сăпас, Мăкăнь Сăпасĕ) çулсерен августăн 14-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.
Çак кунтан пыла илсе сăвапласа çиме юрать. Вăл питĕ сиплĕ. Унпа ĕлĕкренех тĕрлĕ чир-чĕртен хӳтĕленме усă курнă.
Асăрхăр: пылра организма çирĕплетекен 300 яхăн усăллă япала.
Пыл Сăпасĕ кунĕнчен Успени типпи пуçланать (августăн 27-мĕшĕччен).


Сиплĕ çимĕç

Пыл вăхăт иртнĕ май çăралать, кристалланать (акаци, каштан пылĕ кăна шĕвек). 
Çакă пылак çимĕçе ăçта упранинчен, глюкоза шайĕнчен тата ытти сăлтавран килет. Сивĕ вырăнта вăл часах çăралмасть. 40 градус ăшăра кристалл ирĕлнипе каллех шĕвелет, тин юхтарнă пыл пек пулать. 
Карас пылĕ лайăх хупласан вăрах вăхăт шĕвек тăрать. Тĕрлĕ ӳсентăран нектарĕнчен хатĕрленĕ пыл та çăралса хытать. Паха пыл савăта янă чухне хутлампа, сăрт пек пулса юхать. Çăварта ирĕлет, чĕлхе çинче хытă пĕрчĕ юлмасть. Чăн çимĕç тăкăскă тутăллă, пыра кăштах кăтăклантарать.


Пыл ĕмĕре вăрăмлатать

Пыл тĕрлĕ чир-чĕре çĕнтерме           пулăшни авалтанах паллă. Унсăр пуçне унăн витĕмĕпе организм та çирĕпленет.
Хырăмлăх тата пыршăлăх ĕçĕ пăсăлсан пыл çиме сĕнеççĕ. Вăл юхан суранран хăтăлма май парать. Организмри микрофлорăна йĕркене кĕртет.

Сахăр диабечĕ аталанасран сахăр вырăнне пылпа усă курмалла.
Çак çимĕçри антиоксидантсемпе флавоноидсем ракран хӳтĕлеççĕ, чĕре ĕçне лайăхлатаççĕ. Пылри фруктозăпа глюкоза пĕвере ырă витĕм кÿнине, юна тасатнине палăртмалла.
Пыл ферментпа пуян. Вăл глюкозăпа хутăшса инфекци тата кăмпа чирĕсене сиплекен эмеле çаврăнать.
Пыл ӳслĕке çемçетет, пыр ыратнине çăмăллатать. Шăнса чирлесен е пыр шыçсан пылпа чей е сĕт ĕçсе выртмалла. Çакă канлĕ çывăрма пулăшĕ.

Пыл сĕрсен суран хăвăртрах ӳт илет. Вăл юн çаврăнăшне лайăхлатни, микробсене вĕлернипе  пĕлтерĕшлĕ.
Пыл маски типĕ ӳте тутлăхлантарать тата нӳретет. Унсăр пуçне унăн витĕмĕпе пите вĕтĕ шатра тухмасть.
Ирхи апатчен пыл çиекен çын час ывăнмасть тата сăлтавсăр вĕчĕрхенмест. 
Çав вăхăтрах вăл шухăшлама пулăшать, склероз аталанасран сыхлать.


Халӑх сӑнавӗ

Паянтан чӗкеҫсемпе вӗршӗнсем ӑшӑ ҫӗршывсене вӗҫме пуҫлаҫҫӗ.
– Вӑйлӑ ҫил тухни – хӗл юрлӑ пуласса;
– Ҫумӑр ҫуни – вӑрманта кӑҫал урӑх пушар тухмӗ;
– Кайӑксем кӑнтӑра вӗҫме тытӑнни – сивӗ каҫсем пуҫланасса;
– Пӳрте кайӑк вӗҫсе кӗни – ҫемьере ӑнӑҫу пуласса. 


Нет комментариев