Пулăшусăр юлмăн
Йывăр пурнăçпа пурăнакансемшӗн, пулăшу кирлӗ пулнисемшӗн ҫӗршыв шайӗнче тӑрӑшаҫҫӗ
2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче федераци тата республика законӗсем енӗпе социаллӑ пулӑшу мерисене илекенсен шучӗ районта 6659 ҫынна тӳрӗ килет. Вӗсене 56661 пин тенкӗ укçа тӳленӗ. Тӳлевсем Республикăри пулӑшу центрӗн Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи 18-мӗш номерлӗ уйрăмӗ урлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ. Эпир ҫак уйрăмăн ӗҫӗ ҫинчен Гульназ Аюповаран ыйтса пӗлтӗмӗр.
— Республикӑри пурлӑх пулӑшӑвӗн центрӗн 18-мӗш уйрăмӗн тӗп ӗҫӗ-хӗлӗ пирӗн район территорийӗнче укçан тӳлевсем, пособисем, компенсацисем тата субсидисем уйӑрса парас енӗпе функцисене пурнӑҫлать.
Районта федераци бюджечӗ урлӑ субсиди-ҫӑмӑллӑхсем илме 2320 ҫын тивӗҫлӗ. 2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне тӳлевсен сумми 12 миллион та 500 пин тенкӗпе танлашрӗ.
Республика бюджечӗ урлӑ уйăхлăх укçа тӳлевӗсене (ЕДВ) тата субсиди-ҫӑмӑллӑхсене 3335 ҫын илет. 2025 ҫулхи январӗн 1 — мӗшӗ тӗлне тӳлев укҫи 20 миллион та 600 пин тенкӗ тенке тӳрӗ килчӗ.
2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне районта пурăнмалли кил-çуртпа коммуналлă пулăшу ӗçӗсемшӗн тӳлеме субсидисене 105 кил-çурт хуҫалӑхӗ илчӗ. Тӳлев укҫи 933 пин тенкӗпе танлашрӗ.
«Раҫҫейӗн Хисеплӗ донорӗ» кӑкӑр çине çакмалли паллăпа наградӑланнӑ 26 ҫын укҫа тӳлевӗ илчӗ.
Тутарстан Республикин Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, «Тарăна кайнă пӗвер чирӗпе асапланакансене, амбулатори гемодиализӗн меслечӗпе сипленекен çынсене, амбулатори гемодиализӗ иртмелли вырăна транспортпа каймалли тăкаксене тата онкологи чирӗсемпе асапланакан ҫынсене компенсаци йӗркине ҫирӗплетесси çинчен» постановленипе килӗшӳллӗн, чирлӗ çынсене, сипленмелли вырӑна транспортра специализациленӗ онкологи пулӑшӑвне паракан ТР сывлӑх сыхлавӗн патшалӑх учрежденийӗсене каймалли тата пурăнакан вырăна каялла килме кайнă тӑкаксемшӗн тӳлевсем ыйтнă 6 çынна 283 пин тенкӗ чухлӗ компенсаци тӳленӗ.
«Ял ҫӗрӗнче, Ӗҫлекенсен поселокӗнче (хула типлă поселоксенче) ӗçлекен тата пурăнакан уйрӑм категорири граждансене, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсен тӳлев мерисемпе иртнӗ çул 572 педагогика ӗçченӗ усӑ курчӗ.
Ял ҫӗрӗнче ӗҫлекенсен тата пурăнакан патшалăх тата муниципаллă учрежденисен ӗçченӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлес енӗпе субсиди-ҫӑмӑллӑхсем ыйтса 2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 243 ҫын ыйтупа килнӗ, вӗсене 1 миллион та 656 пин тенкӗ укҫа тӳленӗ.
Пытарма пӗр хут парăнакан социаллӑ пособи ыйтса çырнă 32 заявлени кӗчӗ, унпа килӗшӳллӗн 267 пин тенкӗ шайӗнче укçа тӳленӗ.
«Виҫӗ ҫула ҫитиччен ачасене врачсен рецепчӗпе ятарлӑ сӗт-ҫу тата тата унӑн хутăшӗсемпе тӳлевсӗр тивӗçтермелли тата ăна йӗркелемелли тăкаксене финансламалли йӗрке çинчен» постановленипе килӗшӳллӗн, кашни нумай ачаллă çемьене (енчен те мăшăрăн пӗрлехи тупăшӗ пурăнмалли минимумран пӗчӗк пулсан) виҫӗ ҫула ҫитичченхи ачасене 31 справка панӑ.
Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн «Виҫӗ ҫула ҫитичченхи ачисем пулнă ҫемьесене эмел туяннӑшӑн тӳлесси çинчен» постановленийӗпе килӗшӳллӗн 31 ачашăн эмел туянма 10000 тенкӗ укçа тӳленӗ. Пӗтӗмӗшле тӳлевсен сумми 310 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн «Тин ҫуралнӑ ачисем пулнă çемьесене парне комплекчӗсене парасси ҫинчен» постановленийӗпе килӗшӳллӗн, 15 заявитель кирлӗ пулнă ачасен комплекчӗсене илме право палӑртма справки илнӗ.
Ҫавӑн пекех, 2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсене ачине çӳретнӗшӗн ашшӗ-амӑшӗн тӳлевӗн пӗр пайне компенсацилеме палӑртнӑ тата тӳленӗ. Заявлени панă 405 çемьене 2 миллион та 022 пин тенкӗлӗх компенсаци тӳленӗ.
18 ҫула ҫитичченхи пилӗк тата ытларах ачи пулнă, ачасенчен пӗри инвалид ача е ашшӗ-амăшӗнчен пӗри инвалид пулнă 2 ҫемьене 179 пин шайӗнче укçа тӳленӗ.
2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне социаллӑ пулӑшу мерисене ашшӗ-амӑшӗсӗр тăрса юлнӑ 17 тăлăх ача илнӗ, вӗсен пӗтӗмӗшле сумми 1 миллион та 863 пин тенке тӳрӗ килет.
ТР министрсен Кабинечӗн «Ялта ялан пурӑнакан хӗрарӑмсене ача ҫуратнӑ чухне пӗр вӑхӑтра тӳлесси ҫинчен» постановленипе килӗшӳллӗн ял ҫӗрӗнче пурӑнакан хӗрарӑмсене пӗр вӑхӑтра тӳлеме ыйтса 35 заявлени панӑ, вӗсене 1 миллион та 950 пин тенкӗ укçа тӳленӗ, ҫав шутра: 25 ҫула ҫитичченхи, пӗрремӗш ачи ҫуралнă, 50 000 тенкӗ чухлӗ 31 заявлени паракан 1 миллион та 550 пин тенкӗ шайӗнче укҫа илчӗ, 29 çула çитмен, виççӗмӗш ачине çуратнă тата ун хыççăнхи кашни ачашăн 100 пин тенкӗ шайӗнче, 4 заявлени паракан 400 пин тенкӗ укçа илчӗ.
Çаплах, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан (хутшӑннă) тата гражданăн 18 ҫула ҫитмен кашни ачине 20 000 тенкӗ виҫепе пӗр вӑхӑтра укҫа тӳлевӗ пăхăннă.
2025 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче федераци тата республика законӗсем енӗпе социаллӑ пулӑшу мерисем илекенсен шучӗ 6659 ҫын шутланнӑ, вӗсене 56 миллион та 661 пин тенкӗ укçа тӳленчӗ.
2024 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа тӳлевсем енӗпе улшӑнусем кӗртнӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, Раҫҫей Федерацийӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесемшӗн пӗрлехи статус пур.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ пулӑшу памалли мерӑсем аслă ачи 18 ҫула çитиччен е аслă вӗренӳ çурчӗсенче кăнтăрлахи уйрăмӗнче вӗренекен ачи 23 ҫула çитиччен вăйра пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев