Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Паттăр ентешӗмӗрӗн ячӗ чӗресенче, манăçăнмасть

Чечняра служить тунă тата ятарлă çар операцийӗнче хутшăннă Ренат Салихов ячӗпе алă вăйӗ виçес енӗпе турнир иртрӗ

Ӑмӑртăва йӗркелес пуҫарулӑх унӑн ӗҫтешӗсен, ҫавӑн пекех, ятарлă çар операцийӗнчи çар çыннисен Алексей Ягашкинпа Сергей Макаровăн пулчӗç. Предпринимательсем Айрат Усманов, Марс Фахретдинов тата Нагим Фахретдинов спонсор пулӑшӑвӗ пачӗç. Мероприятие йӗркеленӗ çӗрте «Малтисен юхăмӗн» команди (ертӳҫи Раниля Алиуллова) те тăрăшрӗ.

«Алтын» спорт комплексӗнче иртнӗ турнир алă вăйӗ виçес енӗпе 10 вӗренӳ учрежденийӗн вӗренекенӗсене, Афганистанри, Чечняри çар юхăмӗсен ветеранӗсене пӗрлештерчӗ. Ӑмӑртусенче хутшӑнакансене Марат Аббазов сăнаса тăчӗ.

— Тӑван ҫӗршывӑн ҫутӑ пуласлӑхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ ентешсене ӗмӗр-ӗмӗрех асра тытса пурӑнăпӑр. Ҫак спорт мероприятине ирттерни те ҫакӑн уçă тӗслӗхӗ пулса тӑрать, — терӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов.

Спорт мероприятине Ренат Салиховӑн ҫемйи: мӑшӑрӗ, ачисем, ҫывӑх ҫыннисем килнӗччӗ. Лилия Салихова мăшăрне халалласа ҫак мероприятие йӗркелеме хӑйӗнчен пай кӗртнӗ ҫынсене пурне те тав турӗ.
Афганецсен пӗр ушкӑнӗ: Виктор Петухов, Владимир Солдатов, Ирек Яфизов, Олег Журавлев тата Владимир Шумилов легендарлă 76-мӗш гвардидесантпа штурм дивизийӗн командирӗнчен, Раҫҫей Геройӗн, генерал-майортан Шишовран «Фронта пулӑшнăшăн» медаль тата асӑнмалӑх парнесем илчӗç.
Мероприятийӗн хисеплӗ хăни, инвалид спортсменсем хушшинче алӑ вăйӗ виçес енӗпе Тутарстан тата Раҫҫей шайӗнче нумай хут Чемпион ятне çӗнсе илнӗ Петр Мускатиновччӗ.

«Вӑйлӑ «алăллисем» хӑйсен категорийӗсенче ҫӗнтерӳсем турӗç. Турнир вӗçленсен вӗсене парнесем пачӗç.
Алексей Ягашкин:

— Ятарлă ҫар операцийӗнче Ренат абыйпа пӗрле службăра тăма тӳрӗ килчӗ. Вӑл пирӗншӗн чӑн-чӑн тус, юлташ, наставник, тете те пулчӗ. Пурне те вӗрентрӗ, кӑтартрӗ. Ренат Салахов çар заданийӗ вӑхӑтӗнче аманнӑ салтаксен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварчӗ, вӗсене малти линирен илсе тухрӗ. Унӑн çутă астăвӗмӗ пирӗн чӗресенче ӗмӗрлӗхех сыхланӗ.

Справка 

Ренат Салихов — хӑюллӑ, хăйӗн Тӑван çӗршывне чунтан юратакан район ҫынни. Кивӗ Кахӑрлӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫар службине Чечняра ирттернӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан чи малтанхисенчен пулса, унта кайнӑ.

Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Тутарстан Республикин Раисӗн Тав ҫырӑвне тивӗçнӗ, «Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан» тата ытти медальсемпе наградӑланнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев