Назлыгуль — «Чӗрчунсене пулăшу парас сферăра Çулталăк волонтерӗ»
Хура тинӗсе тасатма пулӑшнӑ
1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкул хӑйӗн историйӗнче мӗн чухлӗ вӗренекен ачасене анлă пурнӑҫ çулӗ çине кăларнă, ӗмӗчӗсене пурнăçлама ҫунатсем панӑ пӗлӳ паракан çуртсенчен пӗри. Унӑн вӗренекенӗсем тӑван ен тулашӗнче те пуç усмаççӗ, пуҫаруллӑ, ӑнӑҫуллă пулса юлаҫҫӗ.
Çак шкултан вӗренсе тухса, хальхи вăхăтра Хусанти ветеринари медицинин патшалăх академийӗнче вӗренекен Назлыгуль Шакурова, сӑмахран, Хура тинӗсе нефть юлашкийӗсенчен тасатма пулӑшнӑ.
Тутарстанри волонтерсем (вӗсен йышӗнче Назлыгуль та) икӗ эрне Анапӑра пурӑнса, тинӗспе ҫырансене тасатма тӑрӑшаҫҫӗ.
— Ҫутҫанталӑка упрас ӗҫе хамран пай кӗртес килчӗ. Манӑн професси — ветеринари тухтӑрӗ пулнă май, ку вӗҫен кайӑксемшӗн те, ҫутҫанталӑкри ытти чӗрчунсемшӗн те трагеди пулнине ӑнланатӑп, — тет Назлыгуль. — Эпир ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ӗҫлерӗмӗр. Пӗрисем ҫыран хӗррисене тасатаççӗ пулсан, теприсем шывран кӑларнă чӗрчунсене пулӑшрӗç.
Ҫутҫанталӑка, унта пурӑнакан чӗрчунсене пулăшу паракан Назлыгуль — вӗренӳ заведенийӗн добровольчество отрячӗн тата Ҫамрӑксен совечӗн ертӳçи те. Пулăшу кирлӗ ҫынсене пулӑшма янă тӗрлӗ проектсенче хутшӑнать. Ку вӑл — ачасемпе ӗҫлесси, ҫитӗннисене пулӑшасси, экологи акцийӗсене хутшӑнасси тата чӗрчунсен приючӗсене шефа илесси.
Назлыгуль 2023 ҫулта волонтерство енӗпе «Ырă Тутарстан» республика премийӗн «Чӗрчунсене пулӑшу парас сферӑра Çулталӑк волонтерӗ» номинацире ҫӗнтерӳçӗ пулчӗ. «Россельхозбанк» обществӑн стипендиачӗ те вăл.
— Вӗренӳпе обществăлла ӗҫ-хӗле пӗрлештерни мана, специалист пулнă май, аталанма ҫеҫ мар, тавралӑха усӑллӑ пулма та пулӑшать, — тет Назлыгуль.
Справка
2014 ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнче Керчь проливӗнче икӗ танкер путнăран, Краснодар крайӗнчи курортсенчи хăйăрлă вырăнсене — Темрюк районӗнчи Веселовка поселокӗнчен пуҫласа Анапа хулин Благовещенская станцийӗ таран мазутпа хупларӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев