Марат Зяббаров: «Ҫӗпрел районӗ Тутарстанăн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пай кӗртет»
Район Совечӗн пӗтӗмлетӳ канашлăвӗ пулчӗ Кун темипе
Канашлура районӑн 2024 ҫул хушшинчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсене тата кӑҫал валли палăртнă тӗллевсене пăхса тухрӗç.
Канашлура Тутарстан Республикин ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн ҫумӗ Марат Зяббаров, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин, Тутарстан Республикин тата Ульяновск облаҫӗнчи патшалӑх пурлӑхне тытса пыракан Федерацин агентствин регионсен хушшинчи территорири управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов, районти хуҫалӑхсен, организацисен, предприятисен ертӳҫисем, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, пӗлӳ паракан учрежденисен директорӗсем хутшӑнчӗç.
Районти Культура çурчӗн фойинче Аслӑ Ҫӗнтерӗве 80 ҫул ҫитнине, пирӗн асаттесемпе аттесен паттӑрлӑхне тата паянхи ӑрури геройсене халалланӑ содержаниллӗ курав хатӗрленӗччӗ. Промышленность площадкин резиденчӗсемпе «Атӑл ҫи цеоличӗсем» обществӑн продукцине те сӗннӗччӗ.
Канашлура пуҫланас умӗн Марат Зяббаровпа Марат Гафаров тыл ӗҫченӗсене «Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул» юбилей медалӗсемпе чысларӗҫ.
Мероприяти пынӑ май
Марат Гафаров 2024 ҫулта тунӑ ӗҫсене тӗплӗн тишкерсе тухрӗ. Кашни отрасль енӗпе уйрӑммӑн чарӑнса, ăнăçусене каласа иртрӗ, проблемӑсене палӑртрӗ. Район шайӗнчи пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса пама пулӑшнӑшӑн Тутарстан Республикин Раисне Рустам Минниханова, правительствӑна, депутатсене тав тунине пӗлтерчӗ.
Ял хуҫалӑхӗнчи экономика кӑтартӑвӗсем ҫинчен калаçнӑ май, Марат Гафаров, иртнӗ çул пӗтӗмӗшле территорири продукт 9,4 миллиард тенкӗпе танлашнине палӑртрӗ (2023 ҫулта — 19,062 миллиард тенкӗ пулнă). Ҫав шутра, района 1,6 миллиард тенкӗлӗх инвестици явӑҫтарнӑ.
— Ял хуҫалӑх отраслӗнче районти халӑхӑн 30 процентран ытларахăшӗ ӗçлет. Ку енӗпе район республикӑри рейтингра 13-мӗш вырӑна йышӑнать. Пӗлтӗр 4 миллиард тенкӗлӗх ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илӗннӗ. Уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 57 513 тенкӗпе танлашать, — терӗ Марат Ринатович. — Ҫутҫанталӑк юнтармăшӗсене пӑхмасӑр, ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗр ӗҫӗпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем турӗҫ. Юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑхӗ рапс, соя, хӗвелҫаврӑнӑш тата горчица йышши маржиналлӑ культурӑсене акса ӳстерес тӗлӗшпе çирӗп ӗҫлеме пуҫларӗç.
Паянхи кун тӗлне ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 7535 пуҫ мăйракаллă шултра выльăх шутланать. Иртнӗ çул 23,8 пин тонна сӗт, 1127 тонна аш туса илнӗ. Ял хуҫалӑх аталанӑвне пысӑк пай кӗртнӗ «Цильна» хуҫалӑхӗ çинче район пуҫлӑхӗ уйрӑммӑн чарӑнса тӑчӗ. Унта 2025 ҫул валли сӑвакан ӗнесен продуктивлăхне 9000 килограма ҫитерме тӗллев лартнӑ.
Район пуҫлӑхӗ ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен ҫемье династийӗсене те тӗслӗхе илсе кӑтартрӗ. Вӗсем — Хулаçырми ялӗнчи Маняковсен, Тутар Паснапуç ялӗнчи Халиловсен ҫемйисем. Ҫак кунсенче Халиловсем республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем те пулса тӑчӗҫ.
— Районта 75 хресчен-фермер хуçалăхӗ хӑйсен ӗҫ-хӗлне ӑнӑҫлӑ илсе пыраҫҫӗ, — терӗ Марат Гафаров, кӗçӗн предпринимательство çинче чарӑнса. — 22 фермер хуҫалӑхӗнче 1284 пуç мӑйракаллӑ шултра выльӑх усраççӗ, ҫав шутра сăвакан 318 ӗне пур. Кооперативсенче вара, 538 ҫын ӗҫлет.
Районта 7311 уйрӑм хушма хуҫалӑхсем хӑйсен ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ. Вак тата вӑтам бизнес сферинче — 2628 ҫын, ҫав шутра харпӑр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен 1320 граждан вӑй хурать.
Ҫавна май, район пуҫлӑхӗ республикӑра нумай программа пулӑшу пани çинчен те аса илтерчӗ. Пулӑшу пама палӑртнӑ мерăсемпе районта вак бизнесӑн 59 субъекчӗ усӑ курнӑ тата 1,4 миллиард тенкӗрен ытла пулăшу илнӗ. Предпринимательсене укҫа-тенкӗ мерисен пулӑшӑвне илме явӑҫтарас енӗпе рейтингра район республикӑра 1-мӗш вырӑнта тăрать.
Ҫамрӑк специалистсен ҫитменлӗхӗ
Районта ял хуҫалӑх отраслӗнче те, çутӗç ӗçӗнче те вакансисем пур. «Атӑлҫи цеоличӗ» обществăра та ӗçлекенсем кирлӗ.
Марат Ринатович ку енӗпе аслӑ пӗлӳ илнӗ специалистсене района явăçтарма кирли çинчен каласа иртрӗ.
— Паян ҫамрӑксемшӗн çутӗç, сывлӑх сыхлавӗ, ял хуҫалӑх сферинче те пулӑшу памалли тӗрлӗ мерӑсем пӑхса хӑварнӑ. Район шайӗнче те эпир пулӑшма хатӗр. Ҫав хушӑрах района таврăнса пилӗк, сахалтан та, виҫӗ ҫултан кая мар ӗҫ практикипе те усӑ курмалла. Ҫамрӑксемсӗр ӗҫ тухмасть. Вӗсем — пирӗн малашлӑх, — терӗ Марат Ринатович.
Унӑн сӑмахӗнче строительство, халӑха пахалӑхлӑ шывпа тивӗçтерес, çутӗç тата сывлӑх сыхлавӗ ӗçӗнчи ăнăçусем тата татса памалли задачӑсем янӑрарӗҫ, ӗçлемелли ӗçсене палăртрӗ.
Пӗрлӗхлӗ пулсан, ҫӗнтеретпӗр!
Марат Гафаров политикӑллӑ пулăмсене те тимлӗх пачӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче 300 ытла ентешӗмӗр хутшăнать. Вӑл район шайӗнче пухăннă пулӑшу мерисем, волонтерсен ӗҫӗ ҫинчен те каласа иртрӗ.
— Пирӗн каччăсенчен кашниех ҫӗршывăмăрăн ырлӑхӗшӗн пурнăçне шеллемесӗр службăра тăрать. 111 каччăпа арҫын паянхи куна тӗрлӗ орденсемпе медальсене тивӗҫнӗ. Вилнӗ ентеш-геройсене ӗмӗрлӗхех асра тытас тӗллевпе районта патриотла мероприятисем нумай иртеҫҫӗ, ҫемьесене тӗрлӗ енчен хӳтӗлесе, пулӑшу кăтартаççӗ, — терӗ район пуҫлӑхӗ.
Марат Ринатович Çӗнтерӗве ҫывхартас тесе пӗрлӗхлӗ пулма чӗнсе каларӗ.
Кӑҫалхи задачӑсем
Ҫаксем: инвестицисене явӑҫтарасси, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесси, ялта предпринимательлӗхпе пӗчӗк хуҫалӑхсене аталантарасси, ҫамрӑк специалистсене пур отрасле те явӑҫтарасси, демографие лайӑхлатасси, халӑх пурнӑҫӗн шайне ӳстересси тата ытти те.
Ларура «Цильна» обществӑн тӗп агрономӗ Раис Раимов тата Анат Чакă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Артем Солдатов тухса калаçнине те итлерӗҫ.
Халӑх программисем
Тутарстан Республикин премьер-министрӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗ Марат Зяббаров Республикӑри пӗтӗмӗшле республика енӗпе социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ ҫинчен калаçрӗ. Вӑл Хусанта 2024 ҫулта иртнӗ чи пӗлтерӗшлӗ пысӑк мероприятисем çинче чарӑнса, 2025 ҫулта пулса иртекен пӗлтерӗшлӗ пулăмсене палӑртрӗ.
Вӗсенчен пӗри — Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине уявласси тата сентябрь уйăхӗнче иртекен суйлавсем.
Ҫӗпрел районӗн аталанăвӗ ҫинчен калаҫнӑ май, Марат Зяббаров хăш-пӗр ыйтусем ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмаллине палӑртрӗ. Сӑмахран, вӑл мелиораци тытӑмне çӗнетме, выльӑх апачӗ хатӗрлемелли центрсем тума, мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхе идентификацилесси ҫине тимлӗх уйӑрма чӗнсе каларӗ.
— Кашни ҫулах эпир ҫутҫанталӑк юнтармӑшӗсемпе тӗл пулатпӑр. Ҫавӑнпа та ку енӗпе ӗҫе йӗркене кӗртмелле. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗхе идентификацилесси — вăл, чи малтанах, выльӑхсене тӗрлӗ чирсенчен хӳтӗлесси, республика территорине инфекци чирӗсене кӗртме ирӗк паманни, — терӗ вӑл.
Марат Зяббаров, çаплах, сӑвакан ӗнесем валли субсиди калӑпӑшне кӑҫалтан пысӑклатнине палӑртрӗ, мини-фермӑсем тумалли программӑра улшӑнусем пуласси ҫинчен каласа иртрӗ, пӗтӗмӗшле ял халӑхӗшӗн пурнӑҫлакан республикӑри пулӑшу мерисемпе активлăрах усӑ курма сӗнчӗ.
— Ҫӗпрел районӗ Тутарстанри социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тивӗҫлӗ пай кӗртет, ун хыҫӗнче районта пурӑнакансен тӳрӗ кӑмӑллă, тăрăшуллă ӗçӗ тăрать. Ҫакӑншӑн тав тӑватӑп, — терӗ министр.
Мероприяти вӗҫленнӗ май, Марат Зяббаровпа Марат Гафаров нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ Çӗпрел ҫыннисене патшалӑх наградисене пачӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев