Кивӗ Ишле ялӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлчӗ
Ял халăхӗшӗн
Фельдшерпа акушер пункчӗ — районти вунтӑххӑрмӗш модульлӗ здани.
Кивӗ Ишле ялӗнче çӗнӗ ФАПа хута ярассине «Сывлӑх сыхлавӗн пӗрремӗш звенине модернизацилесси» программа шайӗнче пурнӑҫланӑ. Çак проект ял халӑхне пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ парассине шута илет.
Ял ҫыннисем маларах шкул ҫуртӗнче вырнаҫнӑ фельдшерпа акушер пунктне ҫӳренӗ. Пӗр пӳлӗмре вырнаҫнӑ медицина учрежденийӗ, паллах, хальхи ыйтусене хурав парайман.
Ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне вара хальхи стандартсене шута илсе, туса лартнӑ. Здание кӗмелли çулсене сывлăх тӗлӗшӗнчен хавшакрах панциентсем валли пандуссемпе оборудованиленӗ, здани ӑшӗнче пациентсене йышӑнма, пулӑшу пама, тӗрӗслевсем тума уйрӑм пӳлӗмсем пур.
Ҫак куна чӑтӑмсӑррӑн кӗтекен ял ҫыннисем çӗнӗ здание уçмалли мероприятие пухӑнчӗҫ. Мероприятире хисеплӗ хӑнасем: Тутарстан Республикин сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Владимир Филатов, район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата ытти официаллӑ ҫынсем те хутшăнчӗç
Владимир Филатов:
— Кивӗ Ишле ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑшӑн савӑнатӑп. Мӗншӗн тесен, ку ял ҫыннисемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулса шутланать. Мӗн авалтан ял ҫыннисем чирлесен фельдшера чӗнме хӑнӑхнӑ. Халӗ вара хальхи условисенче пӗрремӗш пулӑшу илме май килчӗ. Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов тата сывлӑх сыхлав министерстви ҫавӑн пек пуҫарусене, пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнă май, палăртаççӗ. Паянхи куна республикӑра ҫавнашкал 1500 ытла объекта хута янӑ, Ҫӗпрел районӗнче 38 ФАПран 19-шӗ модульлӗ шутланаҫҫӗ. Ҫаксем пурте «Сывлӑх сыхлавӗн пӗрремӗш звенине модернизацилесси» программа шайӗнче пурнӑҫланаҫҫӗ. Малашне сире кунта профилактика иртме ҫеҫ килме сунатăп.
Сывлӑх вӑл — чи кирли, яланах уншӑн тӑрӑшӑр, тишкерӗнсе тӑрӑр!
Айгуль Исакова, фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ:
— Пирӗн пункт 200 ҫынна медицина пулӑшӑвӗ парать. Ҫӗнӗ условисенче ӗҫлеме те кӑмӑллӑ.
Сирина Зайнуллина, пенсионер:
— Пирӗн ялшӑн ку пысӑк пулăм. Ӗлӗкхи тата хальхи условисем —пӗлӗтпе ҫӗр хушшинчи хушӑ пекех. Çак парнешӗн ертӳçӗсене пысӑк тав!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев