Канмалли кунсем хӑрушлӑхсӑр иртчӗр
Тӗп хыпар

Канмалли кунсем хӑрушлӑхсӑр иртчӗр

Ҫу – нумайăшӗ кӗтнӗ, юратнӑ ҫулталӑк вӑхӑчӗ

Ҫавӑнпа кашниех уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳреме, шыва кӗме, велосипедпа ярӑнма, хӗлле нихӑҫан та вӑхӑт ҫитмен ытти интереслӗ ӗҫсемпе аппаланса юлма тăрăшать. 

Вӑрӑм каникул сурансемпе, чирсемпе ан вӗҫлентӗр тесен, ачасем хӑрушсӑрлӑх техникин правилисене пӑхӑнни питӗ пӗлтерӗшлӗ.  Статистика тӑрӑх, шӑпах ҫуллахи уйӑхсенче суранланакансен шучӗ ӳсет те ӗнтӗ.

– Ҫуллахи тапхӑрта суранланнин тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри – ҫул ҫинчи инкексем. Ачасемпе велосипедсемпе, электросамокатсемпе ҫӳренӗ, вӑйӑ площадкисенче, шыва кӗнӗ чухне инкексем килсе тухаççӗ. Ҫулла сурансем илессинчен нумайӑшне сирме пулать. Кун валли хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмалла, ачасене тимлӗхсӗр хӑвармалла мар, активлă канăвăн хӳтӗлев эпикировкисемпе усӑ курмалла, сывлӑхӑрпа тимлӗ пулмалла, – тесе  палӑртрӗ район центрӗнчи тӗп больницăн врачӗ Юлия Трофимова.

Енчен те сирӗн ача суранланнӑ пулсан, пӗрер вырăнӗ хуҫӑлнӑ тесе шикленнӗ вăхăтра, ачана хӑвӑр тӗллӗн ан куҫарӑр, аллине е урине тӳрлетме ан тӑрӑшӑр. Вӑл мӗнле лару-тӑрура пулнине кура тухтӑр, травматолог е хирург патне каймалла. Суранран юн тухать пулсан васкавлӑ пулӑшу чӗнмелле.

Цифры
Раҫҫейри медицина учрежденийӗсенче ҫулсерен 3 миллион ытла ачасен травматизмӗ регистрациленет (кашни тӑххӑрмӗш ача 0-17 ҫулсенче). Суранланнисем, наркӑмӑшланни ачасен вилӗмӗн структуринче 1-мӗш вырӑн йышӑнса тăраççӗ.

 


Нет комментариев