Йӗлтӗр ăмăртăвӗ иртрӗ
Çамрăксем – хастар халăх
Йӗлтӗрҫӗсен модульлӗ базинче ДРА, Абхази, Чечня çар юхăмӗсенче хутшăннă, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн, РФ оборона министерствин медалӗсен кавалерӗсене Валерий Колпакова тата Раҫҫей Федерацийӗн Геройне, виҫӗ «Паттӑрлӑх» орден кавалерне, А.В.Суворов, «Паттӑрлӑхшӑн» ордена тивӗçнӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ Андрей Колпакова асӑнса йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ.
Старта шкул ачисем, студентсем, пенсионерсем тата вӑтам ҫулхи ҫынсем тухрӗҫ. Ҫавӑн пекех, Тутарстанри Пăва тата Чăваш Енӗн Шӑмӑршӑ районӗсенчен йӗлтӗрҫӗсем, Валерий Федоровичăн мăшăрӗ Людмила Колпакова та килнӗччӗ.
Ӑмӑрту темиҫе тапхӑрта, тӗрлӗ ӳсӗм категорийӗсенче, каччăсемпе хӗрсемшӗн, арҫынсемпе хӗрарӑмсемшӗн уйрӑм иртрӗ. Старта чи малтан çамрăккисем тухрӗҫ.
Ӑмӑртусем вӗçленсен ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене чысламалли савăнăçлă мероприяти иртрӗ. Малти вырӑнсене йышӑннӑ спортсменсем Хисеп грамотисем, медальсем тата асӑнмалӑх сувенирсем илчӗç.
Командăсем хушшинчи эстафетӑра Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн йӗлтӗрҫисем чи лайӑх вӑхӑт кӑтартрӗҫ, куҫса çӳрекен кубок та вӗсен иллине куçрӗ. Иккӗмӗш вырӑна Пӑва районӗн спортсменӗсем çӗнсе илчӗç, виҫҫӗмӗшне – Упи ял тӑрӑхӗн команди йышӑнчӗ. Вӗсене те грамотӑсемпе кубоксем пачӗç.
Парнесене район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, Людмила Колпакова, Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров, ӑмӑртусен тӗп судйи Николай Хрисанов пачӗç. Мероприяти йӗркеленӗшӗн Людмила Колпакова район пуҫлӑхӗн çумне Алексей Ярухина тата Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Виталий Землемерова Тав ҫырӑвӗсем пачӗ.
Йӗлтӗрпе ӑмӑртнӑ вӑхӑтра Чӑваш Çӗпрел ял тӑрӑхӗ тата шкул чейпе пӑтӑ сӗнчӗç.
Кăмăлӗсем пуррисем «Ӗҫе тата хӳтӗленӗве хатӗр» Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗн нормативӗне те иртрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев