Гепатит – хăрушă чир
Июлӗн 28-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери гепатитпа кӗрешмелли куна паллӑ тӑваҫҫӗ
Гепатит кăларса тăракан тӑхӑр вирус паллӑ. Вӗсенчен чи тӗпченнисем – А, В, С, Д гепатитсем. Чирӗн хăйне евӗрлӗхӗсем çинчен районти тӗп больницăн врачӗпе Екатерина Ахмедовапа калаҫрӑмӑр.
– Мӗнпур вируслӑ гепатитсем 2 тип ҫине пайланаҫҫӗ. А гепатит вирусӗ шыв, апат-ҫимӗҫ (ҫуман улма-ҫырла, пахчаҫимӗҫ т.ыт. те), вараланнӑ япаласем урлӑ куçать, В, С, Д гепатит вирусӗсем вара сиенленнӗ юнпа ӳт тата лӑймака сийӗсем витӗр организма ВИЧ-инфекцийӗ пекех ереҫҫӗ.
А вируслӑ гепатит – ҫивӗч вирус инфекцийӗ, ялан тенӗ пекех хронически формăна куçмасть. В, С тата Д гепатитсем хальхи сиплев пулман чухне хронически формăна куçнипе хӑрушӑ.
В вируслӑ гепатит – паллӑ пулнă гепатит вирусӗсенчен чи ерекенни тата чи анлӑ сарӑлни шутланать.
– Юн урлӑ ерме пултарулăх – 100 процента яхӑн. Инфекци тӗрӗслемен юна янă чухне, шприц тата наркотиклӑ хатӗрсене юн тымарӗ урлă йышăннă чухне усӑ куракан ытти оборудовани урлӑ ерме пултарать.
– Инфекци ар çыхăнăвӗ урлă ересси 40 процент ытла.
– Амӑшӗнчен ачине – 20, 30 процент. Чир-чӗр йывӑр ҫын чухне, ача ҫуратнӑ, кӑкӑр ӗмӗртнӗ чухне пулать.
– Пӗтӗмӗшле шӑл щеткисемпе, мунчаласемпе, хырӑнмалли хатӗрсемпе тата маникюрпа, урӑхла каласан, чирлӗ ҫыннӑн юн йӗрӗсем юлма пултаракан япаласемпе усӑ курсан ерме пулать.
В гепатит вирусӗ питӗ ҫирӗп – тулаш енчен меллӗ хутлӑхра, тӗслӗхрен, шприцра, вӑл темиҫе эрне пурӑнма пултарать, вӗретсен те вӑл тӳрех вилмест, 45-50 минутран çеç вилет.
В гепатит вирусӗ питӗ хӑвӑрт ӗрчет, пӗверӗн ҫӗнӗ клеткисене сиенлетет, иммун тытӑмӗ вируса хӑй тӗллӗн ҫӗнтереймест. Ҫак вӑхӑтра чир, ҫынна тимлӗхсӗр хӑварсан, вӑраха кайнӑ активлă характер илет, ҫав шутра пӗвер циррозне те кӗртсе, ҫакӑ пысӑк инкексем патне илсе ҫитерме пултарать. Тӗрӗс сиплесен в гепатит вирусӗ пӗтет, организм пилӗк ҫула яхӑн хăйне евӗрлӗ иммунитет туса кӑларать.
С гепатит вирусӗ, В гепатит пекех пӗр ҫулпах ерет, анчах чылай чухне вирус организма юн витӗр кӗрет. Ҫавӑнпа С гепатит наркотик хатӗрӗсемпе усӑ куракансен хушшинче инъекци мелӗпе сарӑлать.
С гепатита час-часах «кӑмӑллӑ вӗлерекен» теҫҫӗ, мӗншӗн тесен чирӗн 80 проценчӗ симптомсӑр иртет. Ҫакӑ вирус аталанӑвӗн биологи уйрӑмлӑхӗпе ҫыхӑннӑ, вӑл инфекци пуҫламӑшӗнче иммун тытӑмӗ туса кӑларакан хӑйӗн тытӑмне тата антителăсене тӑтӑшах улӑштарать, ҫав вӑхӑтрах вирус пӗвер клеткисене аркатма пӑрахмасть. С гепатит сисмесӗрех хронически формăна куçать.
Д гепатит «дефектлă вирус» тесе калаççӗ, вăл организмра В гепатит пулнă тӗслӗхре килсе тухать. B тата Д вируссен пӗрлешӗвӗ питӗ хӑрушӑ, мӗншӗн тесен кӗске вӑхӑтрах пӗвер арканма пултарать.
В вируслӑ гепатита хирӗҫ вакцина туса хатӗрленӗ, ӑна виҫӗ хутчен – пӗрремӗш прививка хыҫҫӑн пӗр уйӑх тата ҫур ҫултан, унтан чире вӑрах вӑхӑтлӑха профилактикӑлама тепӗр пилӗк-ҫичӗ ҫултан – кӗртмелле.
В гепатитран прививка туни Д гепатитăн «дефектлă вируӗнчен» те хӳтӗлеме пултарать. Ҫавӑнпа та ҫак чирсенчен хӑтӑлас тесен пурӑнакан вырӑнти поликлиникӑн инфекци кабинетне кайса прививка тутарăр.
Вируслӑ С гепатита хирӗҫ вакцина ҫук.
– Гепатит тӗсне палӑртма анализсем памалла, мӗншӗн тесен кашнин сиплевӗ тӗрлӗрен. Тутарстанра ҫулсерен 160-170 ҫынра А гепатичӗ уçăмланать. Ытларах чухне ачасенче тӗл пулать. Чир паллисем шӑнса пӑсӑлни пекех, – тет Екатерина Ахмедова.
Римма Мавлютова хатӗрленӗ. Материала районти тӗп больницăн врачӗсемпе пӗрле хатӗрленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев