Çутă та Аслă  Мӑнкун ячӗпе!
Тӗп хыпар

Çутă та Аслă Мӑнкун ячӗпе!

Хисеплӗ православи христианӗсем!

Православи тӗнне ӗненекен районти мӗнпур ҫынна Мӑнкун ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп!

Христос Чӗрӗлсе тăни — Мăнкун христиансем паллӑ тӑвакан чи сумлӑ, чи çутă та чи савăнăçлă уявсенчен пĕри. Пурнӑҫ хӑватне сӑнарлакан ҫак уявӑн ырӑ йӑли-йӗрки ӗмӗртен-ӗмӗре тӑсӑлать. Кашнин чӗринчех чи ҫутӑ туйӑмсене вӑратса Мӑнкун ыр кӑмӑллӑхпа хӗрхенӳлӗх ҫинчен, ҫынна юратмаллине тата ҫут тӗнчемӗр илемлӗхне аса илтерет.

Çак уяв пĕр-пĕрне пĕрлештерет, килĕштерсе пурăнма вĕрентет. Мӑнкун уявӗ турра ӗненекенсемшӗн кӑна мар, ҫавӑн пекех пирӗн халӑхӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан ӑс-хакӑл культурине, унӑн пуян йӑли-йӗркипе кӑмӑл-сипет никӗсӗсене пысӑка хурса хаклакан кашни ҫыншӑнах пӗлтерӗшлӗ.

Христиан тӗнӗн ырӑ йӑлине пӑхӑнса ҫак кун кашни çын ырă туйӑмсемпе шухӑш-ӗмӗчӗсене тасатма тӑрӑшать, çывӑх ҫыннисемпе, тӑванӗсемпе пӗрле пурнӑҫ ҫӗнтерӗвӗшӗн савӑнать.

Сире пӗтӗм чӗререн тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Марат ГАФАРОВ, Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗ.


Нет комментариев