Çӗпрелне Президент Рустам Минниханов килчӗ
Тӗп хыпар

Çӗпрелне Президент Рустам Минниханов килчӗ

Иртнӗ эрнере ӗçлӗ çул-çӳревпе Тутарстан Республикин  Президенчӗ Рустам Минниханов пирӗн района килчӗ

Рустам Минниханов, ТР Премьер-министрӗн çумӗпе, ял хуҫалӑх тата апат-ҫимӗҫ министрӗпе Марат Зяббаровпа, «Ак Барс» холдингӑн генеральнӑй директорӗпе Иван Егоровпа, муниципаллӑ район пуҫлӑхӗпе Марат Гафаровпа  пӗрле, Çӗпрел районӗнчи ҫурхи хир ӗҫӗсем мӗнле пынипе паллашрӗ.

«Цильна» обществăн  уй-хирӗнче ял хуҫалӑх предприятийӗсен, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулчӗ, вӗсен шухӑшӗсемпе интересленчӗ. Кунта Рустам Нургалиевич калаçăвне паянхи кунăн лару-тăрăвӗпе çыхăнтарса, коронавирус  чирне сарăлма парас марришӗн мӗн тумалли, ҫав вăхăтрах обществӑсенче çирӗп сыхланмалли мерăсем йышăнма кирли çинчен пуҫларӗ.

–  Ҫакӑн пек тапхăр иртӗ, анчах та çак вӑхӑтра та, ун хыҫҫӑн та çынсен апатланмалла, пурӑнмалла  тата  эпир хамӑр халăха килте тăрса кăна малалла кайма чӗнсе  калама пултараймастпӑр. Стройра пулмалла, ял хуҫалӑхӗнче те ӗçлемелле,  çурхи акана та илсе пымалла, – терӗ вӑл. Ҫав вӑхӑтрах йывăр пурнăç шайӗнче юлнисене яланах куç умӗнче тытма, вӗсене пулăшу кирли çинчен те çирӗплетрӗ Рустам Минниханов.

Президента уй-хир ӗҫӗсем мӗнле пынипе, район пурнӑҫӗпе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров паллаштарчӗ. «Районти 64,2 гектар акмалли ҫӗрсем пурте çителӗклӗ калăпăшра минераллă удобренисемпе тата пысăк пахалӑхлӑ ака материалӗпе тивӗҫнӗ», – терӗ вӑл.

Калас пулать, çитес кунсенче Правительство çуртӗнче пулса иртнӗ канашлура Тутарстанăн ял хуçалăхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗ Марат Зяббаров Ҫӗпрел районӗнче ака ӗҫӗсем пысăк хатӗрлӗхпе пыни çинчен те палăртса иртнӗччӗ. http://agro.tatarstan.ru/rus/index.htm/news/1730977.htm).

Унтан, иккӗмӗш чарӑну пулнă май, республика пуҫлӑхне Рустам Минниханова «Цильна» хуҫалӑхӗн йӗтем çийӗнче йӗркеленӗ районăн педпринимателӗсен тата вӗсем туса илекен продукци тӗслӗхӗсен куравне сӗнчӗҫ. Çак чарăнура «Цильна» хуҫалӑхӑн вӑрлӑх ӗрчетекен комплексӗ,  пӗтӗмӗшле хуçалăхра пурнăçланакан ӗçсемпе унăн ертӳçи Барис Гафуров паллаштарчӗ.  Çак хуҫалӑх механизаторӗсемпе тӗл пулнă вăхăтра çӗр ӗҫченӗсем Тутарстан Президентне кӗркунне, тухăç пухнă чухне те хăйсен хуçалăхӗсене килме ыйтрӗç.

Виҫҫӗмӗш чарӑнура Президент Рустам Минниханов Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчи ӗҫлесе тăракан  Фаниль Зяббаровӑн сӗт-ҫу комбиначӗпе паллашрӗ.


Нет комментариев