Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

80 ҫул тӗлне — 80 тӗп юман

Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулхи юбилейӗ ячӗпе районта 80 ҫамрӑк юман хунавӗ лартрӗç.

Ҫамрӑк хунавсем амфитеатрпа юнашар вырнаҫнӑ «Туслăх» ачасен лаптăкӗнче вырнаҫрӗҫ.
Мероприятире Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, администраци представителӗсем, организацисен ертӳҫисем хутшӑнчӗç.

Район пуҫлӑхӗ палӑртса иртнӗ тăрăх, çакӑн пек акцисем пирӗн асаттесемпе аттесен иртнӗ паттӑрла пурнӑҫӗ ҫинчен аса илтерсе тăрӗç, ҫавӑн пекех, районти экологи лару-тăрăвӗ енӗпе те усӑллӑ пулса тăрӗ.

Юман — вӑрӑм ӗмӗре симвăллакан йывӑҫ. Халӑхра ӗлӗк те, халӗ те вӑрмана кайса, шӑпах юман йывӑҫне ыталаса, унран ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр ыйтас йӑла пурăнать. Ачасен лаптăкӗ те вылямалли вырӑн кӑна мар, симӗс кӗтесе çаврăнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев