481 Çӗпрел çынни  çирӗп изоляцире  ларать
Тӗп хыпар

481 Çӗпрел çынни  çирӗп изоляцире  ларать

Апрелӗн 23-мӗшӗ тӗлне районăн 16 çыннине Хусанти инфекцисене сиплекен больницăсене ăсатнă.

Официаллă çăлкуçсенчен паллă пулнă тăрăх, 11 Çӗпрел çынни коронавирус чирне çӳретет. Хăйӗн Инстаграмм аккаунтӗнче район пуçлăхӗ Марат Гафаров, чирлӗ çынсене тивӗçлӗ пулăшу кăтартни çинчен çырса хунă. Вăл, çаплах,  мӗнпур Çӗпрел çыннисене çак тапхăрта палăртнă требованисене, санитарипе гигиена нормисене пурнăçлама, чи пахи вара – килте юлма чӗнсе каларӗ.   Çирӗп изоляцире паянхи кун тӗлне 481 Çӗпрел çынни ларать. Вӗсенчен 123шӗ Мускавран тата пысӑк хуласенчен килнӗ çынсем, 258 ҫын – ҫемьери ҫыннисем тата тӑван-хурӑнташӗсем, вӗсенпе ҫывӑх хутшăннисем.

Хисеплӗ район çыннисем!

Килтен тухса ан çӳрӗр, кирлӗ вăхăтра кăна тухӑр! Пӗр-пӗринпе калаҫнӑ чухне дистанцие 1,5-2 метр сыхлăр! Апат-çимӗç кирлӗ чухне аслă çулсенчисем 2-22-52 номерпе шӑнкӑравлӑр! Ырă-сывă пулар!


Нет комментариев