Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Волонтёрсем ватăсене пулăшаççӗ

Кун пулăмӗ

Пандеми «шăпланса» тăнă çуллахи вăхăтра, «хӗрӳ лини» хӑйӗн ӗҫне чарса тăнăччӗ тата акӑ октябрьтен – коронавирус чирӗпе пӗрле  респираторла вирус инфекцийӗ вăйланнă вăхăтра, шӑнкӑравланисене йышăнма пуҫларӗҫ.

– Мартăн 23-мӗшӗнчен пуҫласа июлӗн 15-мӗшӗччен «Хӗрӳ лини» ӗҫленӗ тапхӑрта волонтёрсем 150 ытла пулӑшу панă. Шӑнкӑравланисен 80 проценчӗ енӗпе апат-ҫимӗҫ тата эмел препарачӗсене кӳрсе парасси, коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлесси пек пулӑшу ӗҫӗсене пурнăçланă. Ытти вăхăтсенче (20 процент) тӗрлӗ консультаци панӑ,  – тет социаллӑ пулӑшу парас енӗпе ӗҫлекен уйрăмăн заведующийӗ Махаббат Еникеева.

Халӗ те аслă çулсенчисем çак ӗçпе усӑ курассишӗн 2-22-52 номерпе шӑнкӑравлама пултараççӗ. «Хӗрӳ лини», кану кунӗсемсӗр, шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне, кунсерен 8.00 сехетрен пуçласа  16.00 сехетчен ӗҫлет. 12.00-13.00 сехетсенче  кăнтăрлахи апат вăхăтӗнче,  шӑнкӑравланисене йышӑнмаҫҫӗ. Волонтёрсен пулӑшăвӗ тӳлевсӗр пурнăçланать, анчах хăйсене   кирлӗ япаласене ватӑ ҫынсем хӑйсен укҫипе кӳртереҫҫӗ.

Çуркунне пуҫламӑшӗнчи пекех аслă çулсенчи граждансене, самоизоляци йӗркипе усӑ курмаҫҫӗ пулин те, вӗсене ытларах килте нумай вӑхӑт ирттерме сӗнеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен, эпир пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, ҫулсем иртнӗҫемӗн ҫынра вӑраха кайнӑ чирсем те килсе тухаççӗ. Специалистсем вара коронавирус инфекцийӗ çак чирсене вăйлатса яни ҫинчен калаҫҫӗ.

Ҫавна май, Раҫҫейри потребительсен прависене хӳтӗлес енӗпе надзор служби октябрӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗршывра пӗрлехи маска режимӗ кӗртнине  те аса илтеретпӗр. Кунсӑр пуҫне, ведомство вӑйӑ мероприятийӗсене ирттерессине тата обществӑлла апатлану зданисен ӗçне 23.00 сехетрен пуçласа 6.00 сехетчен чарчӗ. Обществăлла вырăнсенче, халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче, транспортра, таксире тата ытти ҫӗрте дезинфекци режимне вӑйлатма сӗнчӗç.

Справка

Октябрӗн 29-мӗшӗ тӗлне 8328 çынра COVID-19 тупса палăртнă, 7344 ҫын чиртен сывалнă, 110 ҫын вилнӗ. Çӗпрелӗнче вара  пандеми пуçланнăранпа 89 çын вирус лектернине шута илнӗ, 88 ҫын сывалнӑ, тата пӗр çын чирленине октябрӗн 26-мӗшӗнче регистрациленӗ. Тутарстанра, кунсерен, çак чирпе чирленӗ 40рен ытла çын уçăмланса тăрать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев