Виҫӗ кун хушшинче – виҫӗ пушар
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа районта 13 пушар тухнă.
Июлӗн юлашки виҫӗ кунӗнче районта пушарсем пулса иртрӗҫ. 2012 ҫулхи июлӗн 29-мӗшӗнче Кивӗ Ишлӗ ялӗнчи пӗр хуҫалӑхра, пушара пула, гаражăн тӑрри сиенленнӗ.
Июлӗн 30-мӗшӗнче Пăрăнтăк поселокӗнче – мунча, июлӗн 31-мӗшӗнче Кӗçӗн Аксу ялӗнчи уйрӑм ҫуртӑн тăрри ҫунса кайнӑ. Виҫӗ пушарӑн сӑлтавӗ – электричество сетьне монтажламалли, электричество оборудованийӗсемпе усă курмалли правилӑсене пӑсни пулса тăнă.
Пӑвапа Ҫӗпрел муниципаллă районӗсем енӗпе ӗҫлекен надзор ӗҫ-хӗлӗн тата профилактика ӗҫӗсен районсен хушшинчи уйрӑмӗ электричество оборудованине эксплуатациленӗ чухне производителӗн информацийӗпе тата техника докуменчӗсемпе тӗплӗн паллашмаллине аса илтерет.
–Йӑла электро-оборудованийӗ туяннӑ чухне унӑн пушар хӑрушсӑрлӑхӗн сертификачӗ пулни çине тимлӗх памалла. Ҫӗмӗрӗлнӗ, сиенленнӗ розеткӑсемпе усӑ курни хăрушă пулнине те манма юрамасть. Электричество оборудованийӗсем вырӑн, тумтир, чӳрече каррисем пек черчен япаласемпе юнашар пулма тивӗçлӗ мар.
Электричество приборӗсем хыпса кайнă вăхăтра, (сӑмахран, утюга, телевизора) вӗсене сӳнтерме тытăниччен, розеткăран кăлармалла. Шыв – электричество токӗн проводникӗ, уйрӑмах напряженире пулнă приборсене пушарсенче сӳнтерме хӑрушӑ.
Чрезвычайлӑ кирек мӗнле лару-тӑру сиксе тухсан та, ҫӑлавҫӑсемпе пушар сӳнтерекенсен пӗрлехи телефон номерӗпе – 01, мобильлӗ телефонпа – 101 номерпе шӑнкӑравламалла. Васкавлӑ службӑсене чӗнмелли пӗрлехи номер – 112, – тет Пӑвапа Çӗпрел районӗсем енӗпе ӗҫлекен надзор ӗҫӗ-хӗлӗн тата профилактика ӗҫӗсен районти инспекторӗ Александр Мердеев.
«Тырпул пухса кӗртнӗ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Типӗ те шӑрӑх ҫанталӑкра вутпа асӑрханусӑр пулни; пӑрахнӑ пирус тӗпӗ, ача-пӑча ашкӑнӑвӗ, ялхуҫалӑх машинисенчен тухнă хӗлхем – пушар патне илсе ҫитерме, ылтӑн тырра кӗле çавăрма пултарать. Уй-хирте пушар тухсан, моральпе пурлӑх ҫухатӑвӗсем питӗ пысӑк пулма пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа тырпула сыхласа хӑварасси – ял хуҫалӑх ертӳҫисемпе ҫӗр ӗҫченӗсемшӗн ҫеҫ мар, пирӗн кашнийӗнех чи пӗлтерӗшлӗ тивӗç», – тет специалист та.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев