Хыпарсем

Успени типпи пуçланать

Чиркĕве çӳрекенсем августăн 19-мĕшĕнче панулми Сăпасĕ ячĕпе çак çимĕçе, 29-мĕшĕнче вара çăкăра сăваплĕç.


Çу кунĕсен юлашки уйăхĕнче православи тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансем виçĕ Сăпаса – пыл, панулми, çăкăр (мăйăр) – паллă тăваççĕ. Пыл Сăпасĕнчен, августăн 14-мĕшĕнчен Успени типпи пуçланать. Вăл августăн 28-мĕшĕччен пырать.

Чиркĕве çӳрекенсем августăн 19-мĕшĕнче панулми Сăпасĕ ячĕпе çак çимĕçе, 29-мĕшĕнче вара çăкăра сăваплĕç. Çуллахи чиркӳ праçникĕсем иртсе кайнă хыççăн çанталăк тата ытларах кĕр еннелле сулăнни сисĕнĕ.


Нет комментариев