Укҫа вăрлакана тупса палăртнă
Преступлени ӗçӗ
Февраль уйăхӗн вӗҫӗнче полици уйрăмне Тутар Саплӑк ялӗнче пурӑнакан 42 ҫулти çын заявлени çырса панă. Арçын каланă тăрăх, палламан ҫынсем унӑн килне кӗрсе, унăн 600 пин ытла тенкӗ укçине вӑрланӑ.
Оперативлӑ шырав мероприятийӗсене ирттернӗ май, преступниксене тупса палăртакан ӗҫченсем Ҫӗнӗ Ҫӗпрелӗнчи 25 ҫулти арçыннăн йӗрӗ çине ӳкнӗ. Вӑл хӑйӗн тусӗпе эрех ӗҫнӗ чухне тусӗн тăванӗн килӗнче пысӑк укҫа пурри ҫинчен калани тата ӑна вăрлама сӗнни çинчен каласа парать. Ҫав кунах вӗсем ҫак ҫурта каяҫҫӗ. Преступлени çулӗ çине тăнă арçын, пӳрт хыçӗнчи чикмекпе хăпарса мачча хăмине уçса пӳрте кӗрсе, укҫине вӑрлать.
Ку факт тӑрӑх РФ Уголовнăй кодексăн 158 статйин 3-мӗш пайӗпе уголовнăй ӗҫ пуҫарнӑ.
Кун пирки Тутарстан Республикинчи шалти ӗҫсен Министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Цифрăсем
Çӗпрел районӗн территорийӗнче обществăлла вырăнсенче 2020 çулта 19 преступлени палăрнă. Мӗнпур преступленисенчен 56шне алкогольлӗ шӗвек ӗçсе ӳсӗрӗлнӗ çынсем тунă. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисен шучӗ 2020 çулта 11 пулнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев