Тавах сана, шӑпам!
Хыпарсем

Тавах сана, шӑпам!

Вера Азизова — тутарпа чӑваш халӑхӗсем хушшинчи туслӑхăн чӗрӗ свидетелӗ

Пирӗн районта Вера Азизована пӗлмен çын сахал пулӗ. Çамрӑк чухне Чӑваш Республикин пӗр аякри районӗнчен кунта килсе, ӗмӗр тӑршшӗпех тӗрлӗ яваплӑ ӗҫре тӑрӑшнӑ Вера аппа уçă чун-чӗрипе, ырӑ кӑмӑлӗпе, тавҫӑрулӑхӗпе хăй патне илӗртекен çын.

Вера Александровна пирӗн района ҫу вӗҫӗнче, уй-хирсенче тырӑ ылтăн пучаха çаврăннă, садсенче панулми пиçсе çитнӗ вăхăтра килнӗ. Техникум пӗтерсе, алла диплом тытса, вӑл ҫутӑ ӗмӗт-шухăшсемпе килнӗ те, вара ӗмӗрлӗхех юлнă. Пурӑнма кӑна мар, ҫак ҫӗр ҫинче ҫӑлкуҫ патӗнчи ватӑ юман пек, тымар ярса пурӑнма юлнӑ. 

Вӑл урӑх наци, урӑх культура ҫынни. Анчах тутар халӑхне вӑл тепӗр чухне ӑнланмалла мар сайра тӗл пулакан, чӗререн тухакан юратупа юратать. Тӑван ҫӗре, шыва мӗнле юратаҫҫӗ, çавӑн пек тăнăч та тарӑннăн кăмăллать Вера аппа. Ҫӗпрелӗнче вӑл ӗмӗрлӗхе хӑйӗн юратӑвне тупать, пӗринчен пӗри тӗплӗ, тирпейлӗ ачасем пӑхса ӳстерет.

Района килнӗ малтанхи кунсенчех çап-ҫамрӑк Вера тӗлӗнмелле уçă ты ырă чӗреллӗ пулнă май палăрса тăрать. Кӳршисемшӗн те, çула тухнă çынсемшӗн те, нушаллисемшӗн те унӑн ҫурчӗн алӑкӗ яланах уçă. Унӑн килӗнче тин ҫеҫ пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа чей шӑрши чуна тыткăнлать, сӗтел хушшинче вара яланах тепӗр ҫын валли вырӑн пулать.

Вера Александровна тутар халӑхӗн йӑли-йӗркине йышӑнать кӑна мар, вăл вӗсене, ҫӗр ҫурхи ҫумӑра ҫӑтса илнӗ пек, ӑшне те хывать. Каҫсерен вӑл тутар чӗлхине вӗренет, кӳршӗ-арши хыҫҫӑн сӑмахсем калакалать, тепӗр чухне хӑйӗн йӑнӑшӗсенчен кулать, тӗрӗс каланӑ кашни сăмахшăн чун-чӗререн савӑнать. Вӑл Сабантуя ҫӳрет, чак-чакпа треугольниксем пӗçерет, авалхи юрӑсене вӗренет, ватӑсем иртни ҫинчен каласа панисене сехечӗ-сехечӗпе итлесе ларма пултарать. 

Вера Александровна хӑйӗн ӗҫӗнче пӗтӗм район шӑпи унӑн ӗҫӗнчен килнӗ пек ӗҫлерӗ. Ял хуҫалӑхӗнче-и, каярах вырӑнти влаҫ органӗнче-и — вăл ăçта ӗçленӗ, пур ҫӗрте те унӑн ывӑнма пӗлмен аллисемпе вӗри чӗрин йӗрӗсем юлчӗç. Вӑл вăхăтпа хисеплешмерӗ, паян тума май пуррине ырана хӑвармарӗ. Пулӑшу кирлӗ чухне — вăл чи малтан килет, юлса ӗçлеме кирлӗ пулнă чухне — вӑл чи юлашкинчен каять.

Ҫулсем Вера аппана уйрӑм пӗр ăсталăха — ăнланулăха тата йышăну тавçăрулăхне вӗрентнӗ. Вăл ăста итлеме пӗлет, çавăнпа та çынсем хӑйсен чӗрисене ун умӗнче уҫаççӗ, хӑйсен вӑрттӑнлӑхӗсем çинчен каласа параççӗ. Вӑл суд тумасть, айӑпламасть, юраман канашсене салатмасть. Вӑл ҫумра кăна — шанчӑклӑ, лӑпкӑ, ӑс-тăнлă. 

Пурнӑҫ уншӑн яланах ачаш пулмасть. Унăн та аллисем усăннă, вӑй-хал ҫук пек туйӑннӑ çулӗсем те пулаççӗ. Анчах çирӗп чун хаваллă Вера парӑнмасть. Вӑл кашни ире ҫӗнӗ ӗмӗтпе, малалла утма хатӗр пулса, кӗтсе илме пӗлет. Унӑн чӑтӑмлӑхӗ лӑпкӑ та ӳпкелешӳсӗр — ҫилпе авӑнакан, анчах хуҫӑлман хурӑнӑнни пек.
Паян, Вера Александровна аслă çулсенче пулсан та, ҫӳҫне кӗмӗл тӗс çапнă, сăн-питне пурнăç пӗркеленчӗкпе витнӗ тапхăрта та, ӑна пӗлекенсемшӗн пуриншӗн те вӑл ҫав маяках, ҫул кӑтартакан ҫӑлтӑр пулса юлать. Ҫынсем ун патне пил илме пыраҫҫӗ. Пӗтӗм район пӗлет: ҫумра чунтан шанма май пур ҫын, кирек хӑш самантра та канашпа пулӑшма пултаракан çын пурăнать.

Вера Александровна — хӑйне евӗрлӗ ҫын. Темле пысӑк паттӑрла ӗҫсем туса, тӗнчипе паллӑ ҫын пулса тӑман вăл, паллах. Мӑн асаттесем халалласа хӑварнӑ пек, ӗҫпе, ҫынсене юратса, хисеплесе пурӑннипе хисеп çӗнсе илнӗ çын. Вӑл ансат, анчах пысăк чӑнлӑха кӑтартса парать — чӗре уҫӑ, чун таса чухне наци пӗлтерӗшлӗ мар.

Вера аппа хӑй те, унӑн пурнӑҫӗ те — тутарпа чӑваш халӑхӗсем хушшинчи ӗмӗрхи туслӑхăн чӗрӗ свидетелӗ. Хут ҫинче мар, официаллӑ сӑмахсенче мар, кашни кун, кашни ӗҫре, кашни сӑмахра кӑтартса панӑ туслӑх свидетелӗ. Вăл ыттисем уйрӑмлӑх шыранӑ вырăнта пӗрпеклӗх тупма пӗлчӗ. 
Пайтах ҫулсем иртсен те, çынсем Вера Александровнана аса илеççех. «Пирӗн хушӑра халӑхсен туслӑхне илемлӗ сӑмахпа кăна мар, чӑн-чӑн пурнӑҫ пулнине кӑтартса панӑ хӗрарӑм пурӑнчӗ. Ҫакă пурнӑҫ — вӑл сӳрӗклӗх вырӑнне юрату, уйӑрас вырӑнне — пӗрлӗх, кӳрсе парассине кӗтсе выртас вырӑнне ӗçлӗ пурнăçа суйланă пӗр çыннăн пурнăçӗ», тейӗç вӗсем.

Вера Александровна питӗ активлă ҫын. Ветерансен юхӑмне кăмăлласах хутшӑнать. Унта эпир хамӑрăн шухӑш-ӗмӗтсемпе ыттисене паллаштарма, калаçма пухăнатпăр. Пӗр тӗлпулура эпир Вера аппаран хăйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырма ыйтнăччӗ. Вӑл çак ӗçе тума хăйшӗн меллӗрех пулнă вырӑс чӗлхипе ҫырса пачӗ. Унăн чӗререн тухнă, вӗрентӳллӗ ҫырăннă статйине эпир кăштах литература чӗлхине çавăрса, хаҫатра сӗнес терӗмӗр. 
 

Иршат ЗАКИРОВ.


Ачалӑхӑм иртнӗ вырӑнсем 

Вера Азизова

Эпӗ 1939 ҫулхи ноябрӗн 4-мӗшӗнче ун чухнехи Чăваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Аранчеево ялӗнче ҫуралнӑ.
Манӑн атте, Александр Романович Шишкин, 1917 ҫулта ҫуралнӑскер, — ялти учитель, кӳршӗри Мӑн Таяпа ялӗн шкулӗнче ӗҫлерӗ. Анне — Анна Михайловна, 1919 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл ӗмӗрне ахаль колхозник пулса ирттерчӗ. Эпӗ ҫемьере иккӗмӗш ачаччӗ. Манӑн тете, Николай, 1938 ҫулта ҫуралнӑ. Эпӗ ҫуралсан 14 кунран, аттене Хӗрлӗ Ҫар ретне илеççӗ. Икӗ ҫул службăра тӑнӑ хыҫҫӑн, унӑн 1941 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче киле таврӑнмалла пулнӑ. Анчах, вӑрҫӑ... Манӑн хамӑн аттене вара урăх курма пӳрмерӗ.

Анне кунӗн-ҫӗрӗн колхозра. Ӗҫе тухса кайнӑ чухне вӑл пире хӑйӗн амӑшӗ — кукамӑй патне хӑваратчӗ. Анне ӗҫре патвар пулнӑ ахăр, нумай чухне ӑна арҫын ӗҫӗсене шанса панӑ. Вӑл лашапа Канаш, Теччӗ хулисене вӑрлӑх, краҫҫын илме кайнӑ.

Яла вара кашни кун «похоронка» килсе тăрать. Анне каласа кӑтартни асра юлнă: атте малтанласа ҫырусем час-часах ҫырнă. Фашистсене часрах аркатса, Тӑван ҫӗршыва, ҫемйи патне таврӑнма ӗмӗтленнӗ. «Мирлӗ вӑхӑтра эпир савӑнса, пурнӑҫ хакне пӗлсе пурӑнӑттӑмӑрччӗ. Питӗ тунсӑхлатӑп, ачамсене тӗлӗкре куратӑп», — тесе ҫырнӑ вӑл.

Анчах каялла таврӑнма пӳрмен аттене. Вӑл 1942 ҫулхи июнӗн 19-мӗшӗнче Ростов на Дону хули ҫывӑхӗнчи хаяр ҫапӑҫусенчен пӗринче хыпарсӑр ҫухалать. Ҫак вӑхӑтра атте 25 ҫулта кӑна пулнӑ, анне — 23-ре. Ҫапла вара эпӗ 2 ҫул та 8 уйӑхра чухне аттесӗр, аннемӗр юратнӑ мăшăрӗсӗр тӑрса юлнă. Манӑн анне: «Çут тӗнчерен каяс шухăш-вӑхӑтсем те пулнӑ. Анчах эпӗ сирӗн ҫине, хамӑн ачасем ҫине пӑхаттăм та, йывӑр пулсан та, вӑй пухаттăм. Мӗнле пулсан та, сире, хамӑн юратнӑ ҫыннӑн сăнарӗ пулнӑ ачамсене ӳстермелле, ҫынсем тума тивӗçлӗ эпӗ, тесе шухӑшлаттӑм». Аттепе анне пӗр-пӗрне юратса, анне вун саккӑр тултарса пынă вăхăтра, мӑшӑрланнă вӗсем. Анчах Турӑ ҫак юратӑва малалла тăсма ҫырман иккен.

Анне ялан колхоз ӗҫӗнче пулчӗ. Час-часах пире — икӗ пепкене — килте хамăра кăна хӑварнă, мӗншӗн тесен пирӗн ҫемьен ун чухне уйрӑм ҫурт пулнă, асаннесемпе кукамайсем пирӗнтен аяккарах пурӑннă. Эпӗ пӗр вӑхӑта, çакна хам та астӑватӑп, анне ӗҫре питӗ вӑрах пулчӗ. Ку — хӗллеччӗ. Тахҫанах тӗттӗмленнӗ, анне ҫук. Тетепе Николайпа тумлантӑмӑр та аннене хирӗҫ утрӑмӑр. Тулта питӗ сивӗ. Эпир хӑранипе те, сивӗпе те чупатпӑр. Ял варрине чупса ҫитсен, аннен улӑм тиенӗ лавӗ ҫул ҫийӗн ҫаврӑнса ӳкнине куратпӑр. Анне каллех тиеве ҫуна ҫине тиет. Пире курчӗ те, хӑй йӗрет, хӑй пире килелле хӑвалать. Эпир унта питӗ шӑнтӑмӑр. Эпир киле таврӑнтӑмӑр та, кӑмака çине хăпарса лартӑмӑр. Анчах эпир питӗ шăннă пулнă ӗнтӗ — иксӗмӗр те чирлесе ӳкрӗмӗр.

Тетен, Николайăн ӳслӗкӗ вӑйланчӗ, сывлама йывӑрланчӗ. Ҫакӑн пек лару-тӑрура анне ăна Елчӗк район центрӗнчи больницӑна илсе кайрӗ. Кайран, ман анне каласа панӑ тӑрӑх, ку больница сыватмӑш вырăнӗ те пулман темелле. Хутма вутти ҫитменнипе, унта питӗ сивӗ пулнӑ, чирлисем тата та йывăрланнă ҫеҫ. Ҫитменнине больница ӗҫченӗсем — тухтӑрсем, медицина сестрисем, санитарсем — вӑрмана вутӑ хатӗрлеме ҫӳренӗ, чирлисене тимлӗх ҫитмен, паллах.

Врачсем тетене ҫӑлса хăварайман. Унӑн ӳпки шыҫнӑ пулнă, тете больницӑра вилет. Эпӗ те чутах вилмен, чылайччен ӳсӗртӗм. Анне мана курӑксем вӗретсе ӗçтерсе, шăн çупа тӑрӑшса сипленӗ хыҫҫӑн, тин ура ҫине тӑтӑм. Тете вилни пирӗншӗн чӑтма ҫук пысӑк хуйхă пулса тӑчӗ. Аннен каллех тарӑн депресси пуҫланать, пурӑнас туртӑм юлмасть. Анчах ун чухне те йывăр хуйха ҫӗнтерет, анне чӗрӗ юлнӑ пӗртен-пӗр ҫыннине — мана ҫухатас мар тесе пӗтӗм вӑйне хурса, ҫӗнӗрен пурӑнма тытӑнать.

1947 ҫулта анне иккӗмӗш хут качча тухрӗ. Пирӗн киле пурăнма, фронтран аманса таврӑннă пӗр тете куçса килчӗ. Малтан эпӗ ӑна «атте» тесе калаймарӑм. «Мӗншӗн санӑн манӑн атте пулмалла, манӑн атте вӑрҫӑра вилнӗ», — тенине астӑватӑп. Пӗр вӑхӑт анне колхоз тракторисчӗсем валли апат хатӗрлекен пулса ӗçлерӗ.

Трактор паркӗнче бригадир пулса Газиз ятлӑ тутар çынни ӗҫлетчӗ. Вӑл мана питӗ юрататчӗ. Мотоциклпа час-часах лартса ҫӳретчӗ. Пӗлетӗр-и, хайхи çав Газиз ятлă çын мана аннен ҫӗнӗ мăшăрне «атте» тесе калама ӳкӗтлерӗ. «Шел те, санӑн хӑвӑн аҫу ҫук вӗт ӗнтӗ, йӑмӑкӑм. Вӑл каялла таврăнма пулман вырăнта. Эсӗ хӑвӑн килӗнчи тӗтӳне аҫу вырăнне йышӑнсан, вӑл та, санӑн аннӳ те савӑнӗҫ. Сирӗн пурнӑҫ тата кăмăллăрах пулӗ», — терӗ вӑл пӗррехинче. Ҫав кунах каялла таврӑнтӑм та ҫав тетене: «Атте», — тесе чӗнтӗм. Ҫакна илтсен, анне малтан темле ҫухалса кайрӗ, шӑпланчӗ, унтан макӑрса ячӗ те, мана ыталаса илчӗ.

Ҫӗнӗ аттене Иван тесе чӗнетчӗç, вӑл тракторист пулса ӗҫлетчӗ. Хушамачӗ — Краснов. Ҫапла майпа, тулли ҫӗнӗ ҫемье — Красновсен ҫемйи — ҫуралчӗ. Мана хамӑн аттен хушамачӗпе хӑварчӗҫ — Вера Шишкина. 1947 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче эпӗ шкула кайрӑм. Малтанах илесшӗн пулмарӗç, саккӑр тултарайман, имӗш. Манӑн урамри темиҫе юлташа вара, пӗрремӗш класа илчӗç. Эпӗ те вӗсенчен юлмарӑм. Учительсем аннене: «Юрать, пӗрремӗш чӗрӗкре Вера ҫапла кăна ҫӳресе пăхтăр-ха. Лайӑх вӗренсен, списока кӗртӗпӗр», — тенӗ. Иккӗмӗш чӗрӗке эпӗ чӑн вӗренекен пулнă май пуҫларӑм. Халӗ те асра: шкулӗ питӗ сивӗччӗ. Чернил шӑнса ларать, ал-ура шӑнать. Тетрадьсем ҫук, эпир кивӗ кӗнекесем тупса, унта пушӑ юлнă вырӑнсене ҫыраттӑмӑр.

Вӑл вӑхӑтри шкул ачисем пурте сӑпайлӑ, чӑтӑмлӑ, дисциплинӑллӑ пулчӗç. Учительсене хирӗҫ калаҫасси, вӗсем хушманнине тӑвасси — никампа та пуçне килмен. Пӗрремӗш класран пуҫласа тӑваттӑмӗш класччен пире Зоя Матвеевна Илларионова вӗрентрӗ. Эпир ӑна хамӑр аннене юратнă пекех юрататтӑмӑр, вӑл питӗ кăмăллă, ырӑ ҫынччӗ. Пушӑ вӑхӑтра класра вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем вулса паратчӗ, пире те вулама юратма хӑнӑхтарма тӑрӑшрӗ.

Ҫав вӑхӑтра манӑн икӗ йӑмӑк ҫуралчӗ — 1948 ҫулта Нина, 1950 ҫулта Лена. Ҫак ачасене анне килте çуратрӗ, тен, больницӑна кайма та май пулман. Ачисене ҫуратсан, анне тепӗр эрнеренех колхоз ӗҫне тухатчӗ. Ҫав ҫулсенче ялта ача сачӗ пулман. Анне ӗҫрен чупса килет, пепкисене ҫитерет. Ҫулла эпӗ ачасене йывӑҫран тунă пӗчӗк ача кӳми ҫине лартса, анне патне хире илсе каятӑп. Хӑш-пӗр хире ҫитме икӗ километр ытла та утма тӳрӗ килетчӗ. Ывӑннине те пӗлмен-тӗр, Нина ҫуралсан эпӗ 9 ҫулта пулнӑ-ҫке.

1952 ҫулта тата 1954 ҫулта шӑллӑмсем, Толяпа Володя, çуралчӗç. Йăмăксемпе шăллăмсене эпӗ пӑхса ӳстернӗ темелле. Аттепе анне иртен пуҫласа каҫчен ӗҫре пулчӗç. Эпӗ ачасене çитеретӗп, тумлантаратӑп, ҫӑватӑп. Урама уçă сывлӑша илсе тухатӑп та выляткалатӑп, кӗретӗп, аннесем килнӗ çӗре апат хатӗрлесе хуратăп. Пысăк хӗр вӗт ӗнтӗ, çапла килти ӗçсене пурнăçлама пуçларăм.

Тавах сана, шăпам!

Ялта ҫичӗ класс пӗтерсен, эпӗ сакӑр ҫухрӑмра ларакан Мӑн Таяпари вӑтам шкула вӗренме кӗтӗм. Виҫӗ ҫул ҫуран ҫӳрерӗм ҫак яла. Аранчеевӑран кашни ҫулах 8-10-мӗш классенче унта 16-18 ача вӗреннӗ. Эпир пурте пӗрле ҫӳрерӗмӗр. Эпӗ ҫӗнӗ шкулта та лайăх вӗрентӗм, «ударница» пулаттăмччӗ. Ӗлӗк «4» тата «5» паллӑпа вӗренекенсене ҫапла каланă-ҫке. Эпӗ шухăччӗ – йӗркене пӑснӑ, вӗрентекенсенчен выговор илнӗ тӗслӗх сахал мар пулнӑ. Сӑмахран, тӑхтавсенче партӑсем тӑрӑх чупаттӑмӑр. Çитменнине, пӗррехинче ҫакна шкул директорӗ те  асӑрханӑ. Чи «активлă» чупакан – эпӗ. Мана коридора илсе тухрӗ те, директор стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан плакатсенчен пӗрне сасӑпа вулама ыйтрӗ. Унта «вӗренекенсем валли правилӑсем» тесе ҫырнӑ. «Вуламастӑп!»,– тетӗп. «Мӗнле, мӗншӗн вуламастăн-ха, Вера?», –  тет директор. «Мӗншӗн тесен эпӗ ӑна пӑхмасӑр пӗлетӗп, анчах та чупас килнӗ вăхăтра вӑл манӑҫать», – тесен, директор кулса илчӗ те, мана ячӗ. Тӗрлӗ вӑхӑт пулнӑ ӗнтӗ...

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ялсенче мӗнле пурӑнни ҫинчен тата кӑшт ҫырам-ха. Саккӑрмӗш класа ҫитиччен урана ҫӑпата сырса çӳрерӗм. Ытти ҫи-пуҫ тӗлӗке те кӗмен. Хӗлле ман урара кăçатă пулнă-ха. Пирӗн ҫемьен ӗне, сурӑх, килти кайӑк-кӗшӗк усранӑран, кӑҫатӑ тума пама май пулнӑ. Нумайӑшӗн ун пекки те пулман-ҫке! Ҫулла ҫарран чупнă эпир. Юр ирӗлсе пӗтнӗ-пӗтмен урама выляма тухса чупаттӑмӑр. Атӑ-пушмаксӑр, паллах. Ҫӑпатапа чупни, выляни вӑл – вӑйӑ-и вара!

Фабрикӑра хатӗрленӗ пӗрремӗш атă-пушмака – резина калуша –мана саккӑрмӗш класа вӗренме кайсан парнелерӗҫ. Эпӗ мӗнле савӑнине пӗлесчӗ сирӗн! Ҫиелти тум та элле темӗнли ҫукчӗ ӗнтӗ ун чухне. Хӗлле анне ҫитсӑран ҫӗлесе панă йӗм тăхднса тухаттӑмӑр. Колготки, ӑшӑ йӗм мӗн иккенне ун чухне кам пӗлнӗ!

Ҫимелли-ӗҫмелли енчен те питӗ хӗсӗк пулнӑ – выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ ҫав вӑхӑтсенче. Анне крахмалтан икерчӗ пӗҫеретчӗ. Крахмал вӑл – хирте юр айне юлса, хӗл каҫнă,  ҫӗрӗк ҫӗрулми. Эпӗ Мăн Таяпари шкулта вӗреннӗ чухне, анне, питӗ ир тӑрса, мана ҫавӑн пек темиҫе икерчӗ пӗҫерсе парса яратчӗ. Манӑн вӗсене кӑнтӑрлахи апат вырӑнне ҫимеллеччӗ. Анчах, ҫак кӗсьене чикнӗ ӑшӑ икерчӗсен тутлӑ шӑршине чӑтаймасӑр, ҫул ҫинчех ҫиме пуҫлаттӑм. Шкула ҫитнӗ ҫӗре икерчӗрен йӗр те юлмастчӗ. Каҫ пуличчен çапла, ним çимесӗр, киле таврӑниччен чӑтма тӳрӗ килетчӗ.

Эпир те вӗлтӗрен яшки çирӗмӗр. Ҫӑкӑра анне, ҫӗрулмине терка витӗр кӑларса, кӑшт ҫӑнӑх сапса пӗҫеретчӗ. Пирӗн урамра 13  килӗ. Кашнинче пилӗк-ултӑ ача. Пурин те ашшӗсем вӑрҫӑра хутшăннă. Ҫак вунвиҫӗ кил-ҫуртран икӗ арҫынна ҫеҫ ырă-сывă таврӑнма пурнӗ. Ыттисене вилни е хыпарсӑр ҫухални ҫинчен хутсем ҫеҫ килнӗ. Таврӑннисенчен пӗри – манӑн ҫывӑх юлташӑн Валя Пузыреван ашшӗччӗ. Халӗ те асра, çак пичче ачисем валли Германирен тумтир, кучченеҫ илсе таврăннăччӗ. Илемлӗ нимӗҫ тумӗсем! Пылак-çимӗç! Шел те, пирӗн пата Германи япалисем мар, аттемӗр хӑй те таврӑнаймарӗ.

Анне мана яланах: «Хӗрӗм, май пур таран ытларах малалла вӗренме тӑрӑш! Ахаль колхозникăн ӗҫӗ питӗ йывӑр вӗт вăл. Эпӗ ӗмӗр тӑршшӗпех нушалантăм, сирӗн – ачамсен – ҫакна курмалла ан пултăрччӗ!». Манӑн вӑтам шкул пӗтерме вӑхӑт çитрӗ. Малашлӑх пирки шухӑшлама вӑхӑт. Ӗçрен хӑрамастӑп, анчах аннен сăмахӗсем те тӗрӗс вӗт! Техникума е института кӗме тăрăшса пăхас пулать!

Пӗр пӗлӗш мана хӑйпе пӗрле Хусанти финанс институтне кайма ӳкӗтлерӗ. Вӑл ман пек шкул пӗтернӗ хӗр кăна  марччӗ ӗнтӗ – Канашри финанс техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ, темиҫе ҫул ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ. Ҫапах та ҫав хӗр хыҫҫӑн утрӑм. Институтра пилӗк экзамен тытрӑм, вӗсенчен пӗриншӗн те «иккӗ» пулмарӗ. Анчах мана института илмерӗҫ! Конкурс витӗр тухаймарӑм. Вӑл вӑхӑтра ҫапла пулнӑ-ҫке – ҫарта службӑра тӑнӑ, икӗ ҫултан кая мар ӗҫ стажӗ пулнă каччӑсене конкурссӑр илнӗ. Ыттисем института пӗтӗмӗшле никӗссемпе иртеҫҫӗ. Лекес тесен пысӑк балл пухмалла. Тем пек тӑрӑшсан та, манăн института кӗме ҫителӗклӗ балл пухăнмарӗ. Ҫакна пӗлсен эпӗ питӗ хурлантăм, йӗтӗм. Ҫав тери вӗренес килетчӗ вӗт! Ун чухне, пӗррехинче ман алла «Советская Татария» хаҫат лекрӗ. Тӑваттӑмӗш страницӑри пӗлтерӳсем хушшинче Мензелинск хулинчи ял хуҫалӑх техникумӗн йышӑну комиссийӗ панӑ пӗлтерӗве куртӑм. Шухӑшлама та, канашлама та вӑхӑт юлманччӗ ӗнтӗ. Манӑн ҫак техникумра вӗренес килсе кайрӗ. Института кӗрсе, экзаменсем тытни ҫинчен справка илтӗм те, тӳрех Хусан хулинчен  Мензелинск хулине ҫыру ятӑм. Конверт ҫине кил адресне ҫыртӑм.

Киле шăпăрт кăна таврӑнтӑм. Эпӗ хальлӗхе аннесене вӗренме кӗрейменни çинчен калас мар терӗм. Питӗ пӑшӑрхантӑм, института кӗрейменшӗн хама хам вăрçаттăм. Çынсем курман чухне йӗреттӗм.

Виҫӗ-тӑватӑ кун иртрӗ, пирӗн пата Мензелинск техникумӗнчен ҫыру килчӗ. Мӗн тери телей, унта мана техникума 1-мӗш курса вӗренме илни ҫинчен ҫырнӑччӗ! Сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне ҫитме хушнă. Анне хирте, ӗçреччӗ. Эпӗ ун патне тухса чупрӑм, хама вӗренме илни ҫинчен пӗлтертӗм. Савӑннипе анне йӗрсе ячӗ.

Тинех мана Мензелинск хулине вӗренме ăсатрӗç! Кайса çӳренӗ вырăн мар, илтнӗ кăна. Кӳршӗллӗ Тутарстан Республикин пӗр чиккинче вырнаçнă Мензелинск хули. Унта эпӗ Хусан хулинчен пӑрахутпа кайрăм. Çӗрӗпех кайрăмăр, таçта аякри хула иккен вӑл! Киле каяс килнӗ вăхăтра кайса çӳреме пулмасть ӗнтӗ, тесе, питӗ пӑшӑрхантӑм.

Ҫапла вара эпӗ Мензелинскри ял хуҫалӑх техникумӗн студенчӗ пулса тӑтӑм. Ку вӑл 1957-мӗш ҫул пулчӗ...

Сывӑ-и, илтмен-пӗлмен Çӗпрел!

Мензелинск техникумӗнче эпӗ 2,5 ҫул вӗрентӗм. Экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытрӑм, тинех, алла диплом илтӗм! Савӑнӑҫӑн чикки ҫук. Ун чухне эпӗ хамӑн пуласлӑха питӗ лайӑх куç умне кăларса тăрататтăм.

Мана направленипе Тутарстанăн Ҫӗпрел районне ӗҫлеме ячӗҫ. Кивӗ Ҫӗпрел район центрӗ Шăмăршăран 20 километра яхӑн кӑнтӑрарах вырнаҫнине илтсе кăна пӗлеттӗмччӗ. Чи кирлӗ япаласене пуҫтартăм та, ҫула тухрӑм. Шăмăршă районне  эпӗ автобуспа ҫитрӗм. Унтан малалла Çӗпрел еннелле автобус ҫӳремест, иккен. Мӗнле-тӗр машина килсе тухасса ӗмӗтленме нимӗнле шанчӑк та ҫук, ҫулсем питӗ начар. Эпӗ ҫул пирки лайӑхрах ыйтса пӗлтӗм те, пысӑк чӑматана ҫӗклесе, ҫуранах утрӑм.

Ҫӗпрелне аран-аран ҫитрӗм. Эпӗ ҫул мӗнле иртни ҫинчен каласа пани интереслӗ пулмӗ – пӗртте пӗлмен ҫулпа пӗччен ҫуран утасси мӗне пӗлтернине вулакан хӑй те ӑнланӗ. Хирти ҫулсемпе утрӑм, юханшывсем урлӑ кӗперсӗрех каҫрӑм – пурте пулчӗç. Анчах хамӑн пӗрремӗш, хам тӗллӗн ӗҫлес текен вырӑна хӑвӑртрах ҫитес кӑмӑл ҫӗнтерчӗ пурне те!

Ҫӗпрелӗнче лайӑх кӗтсе илчӗҫ. Мана Пушкин ячӗллӗ колхоза зоотехник пулма ярас терӗҫ, унӑн центрӗ – Чӑваш Ҫӗпрел. Тавах Турра, чӑваш ялӗ, йывӑрлӑхсем пулмӗҫ, тесе шутларăм. Ӗҫлес тивӗçӗм ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ. Техникумра илнӗ пӗлӗве практикӑра усӑ курас килсе тăрать. Анчах кунта икӗ уйӑх ҫеҫ ӗҫлесе юлтăм, Пушкин колхозне кӳршӗри Кивӗ Çӗпрел колхозӗпе пӗрлештерсе хучӗç. Пысӑклатнӑ колхоз центрӗ Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ пулса тӑчӗ. Ку вара тутар ялӗ. Эпӗ тутарла пӗр сӑмах та пӗлместӗп.

Пысӑклатнӑ колхозăн ертӳҫи те тутар ҫынни, опытлӑ, питӗ вӗреннӗ çын пулчӗ. Вӑл мана Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи пӗр тутар хӗрарăмӗ патне хваттере вырнаҫтарчӗ. Эй, нушалантăмăр вара иксӗмӗр те! Кинеми хӑй ырӑ кӑмӑллӑ, анчах вырӑс чӗлхисене пӗлмест. Эпӗ вара хальлӗхе, каларӑм ӗнтӗ, тутарла пӗр сăмах та пӗлмесӗп. Çапах та, ҫулталӑк хушшинче, тутарла лайăх калаçма вӗрентӗм. Тавтапуҫ кинемие, ун чухнехи тусӑмсене.

Ӗҫе мана ытларах колхоз председателӗ хӑнӑхтарчӗ. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, тӗллевлӗ ҫынччӗ. Колхоз валли лайӑх специалист хатӗрлеме тӑрӑшнӑ-тăр. Эпӗ хам та çивӗччӗ, пите хӗретмерӗм. Тӳрӗ сăмахлăччӗ ӗнтӗ. Ҫитменнисене асӑрхатӑп та, ҫынна куҫран пӑхса калатӑп. Ун чухне мана юратманнисем те сахал пулман. Чӑнлӑх пурне те килӗшмест çав. Анчах колхоз председателӗ манăн çак йӑласене ырлатчӗ, никам та кӳрентерме пултараймарӗ мана.

Малтанхи ҫулах мана уйӑхсерен 90 тенкӗ ӗҫ укҫи уйӑрса пычӗҫ. Ку вӑл вӑхӑтшӑн питӗ пысӑк укҫа пулчӗ. Куншӑн килтисем те питӗ савӑнчӗç. Анчах та, ун чухне вӑхӑтра ӗҫ укҫи парайман тапхăрсем те пулчӗç. Тӗслӗхрен, ӗҫе эпӗ апрель уйӑхӗнче пуҫӑнтӑм, пӗрремӗш «ӗҫ укҫине» август уйӑхӗнче ҫеҫ илме пултартӑм. Каярахпа, ӗҫлесе илнӗ укҫана вӑхӑтра пама тытӑнсан, эпӗ самаях лайӑх тумлантӑм, атте-аннене, йăмăксемпе шăллăмсене пулӑшма тытӑнтӑм. Колхозран ӗҫ укҫишӗн паракан тырра килтисене леçсе параттăм. Лавккаран материалсем туянса, хамӑн тӑвансене тумлантартӑм. Тăхăнмаллисене анне хӑй ҫӗлетчӗ.

Пӗтӗмлетсе каласан, пирӗн анне ӗçчен ҫынччӗ. Унăн пӗлмен ӗç çукчӗ, тасалӑхпа йӗркелӗхе юрататчӗ. Тӳрӗ сăмахлăччӗ. Вӑл улталама пӗлмерӗ, пире те ҫаплах пӑхса ӳстерчӗ. Ӗçе тытăнсан вӗçне çитерме требовани лартатчӗ. «Ҫитменлӗхсене хӑвӑр хыҫăра ан хӑварӑр!» – тетчӗ. Ҫыннăн япалине ăмсанса, вăрлани, çынна улталани, уншӑн чи пысӑк ҫылӑх шутланнӑ. Пурнӑҫра унпа унашкалли нимӗн те пулса иртмерӗ.

Хам аннерен курса, хисеплесе пур енӗпе те ун пек пулма тӑрӑшрӑм. Аннен кӑмӑлӗ те, йӑли-йӗрки те йӑлтах мана куҫрӗ теме те пулать. Унӑн сапăр кăна панӑ тӗплӗ канашӗсем нихӑҫан та асăмран кайман.

Эпӗ хамӑн ҫӗнӗ хывăннă пурнӑҫ сукмакӗсемпе малалла утрӑм. Манӑн чӗрере Ҫӗпрелӗн тарават тата тавçăруллă, тымарӗсем ӗмӗр-ӗмӗре пырса çыхăннă халӑхне чунтан юратас туйӑм ҫуралчӗ. Эпӗ сăнӗсенче истори тата шăпа пӗрпӗтӗмлӗхӗнчен ҫуралнӑ,  ӑшӑлӑх пулнă мӗнпур тутар çыннине те кăмăлларăм. Вӗсенче эпӗ хамӑн сӑнӑма куртӑм: пирӗн пӗрлехи мӑн асаттесем, пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ шăпа вăчăрисем, авалхи йӑхсен ахрӑмӗ тата чӗлхемӗрсен чылай пӗрпеклӗхӗ. Ҫӗпрелӗнче пурӑнакансем те мана хӑйсен çынни пек йышӑнчӗҫ — ытамне сарса, пӗтӗм чунтан. Эпӗ хама пысӑк ҫемьен пӗр пайӗ пек туйрăм. Ҫак ӑнлану асамлӑхӗ мана тутар чӗлхине тӑрӑшса вӗренме хистерӗ; кӗске вӑхӑт хушшинче вӑл маншӑн пур алӑка та уҫакан çăра уççи пек тӑван чӗлхене çаврăнчӗ. Ҫак пуян эткерлӗхе пӗлни-хутшӑну хатӗрӗ кӑна мар, ҫынсен чӗрисене хывакан кӗпер те. Ҫак кӗпер ҫинче сӑмахсем чунланаççӗ, туслӑхпа шанӑҫ тӗслӗхӗсемпе ҫыхăнаҫҫӗ.

Ҫак открыти мана халӑхсен туслӑхӗн, нацисен хушшинчи уйрӑмлӑхсене хисепленипе тата пӗр-пӗрин евӗрлӗхӗшӗн савӑннипе ҫуралакан килӗшӳлӗхӗн пысӑк пӗлтерӗшне палӑртрӗ. Халӑхсем хушшинчи туслӑх – фантази ҫимӗҫӗ мар, пурнӑҫри ӑслӑлӑх: вӑл иккӗленӳ тӗтрисене сирет, пӗрлехи ҫӗнтерӳсем тата кашнин хӑйӗн тӗнчине тӑвать. Халӑхсем, ватӑ юман ҫулҫисем пек, пӗр-пӗрин ытамне вырнаçнă ҫак хак тӗнчере туслӑх пур чӗрере те ӑшӑтакан хӗвеле çаврăнать. Тутар халӑхӗ пӗр-пӗрне тӑван пек курма пӗлнине шута илсе, ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ патне пырса тухатӑп: чӑн-чӑн вӑй – пӗрлӗхре, туслӑх вара кирек мӗнле чӑрмава та ҫӗнтерет. Туслӑх, тӑнӑҫлӑх, телей кирлӗ пулсан, хӑвӑн кӳршӳне хӑвӑн тӑванна юратнӑ пекех юрат, вара тӗнче сана та ҫавӑн пекех хуравлӗ!

Ҫӗнӗ ҫемье Çӗпрелӗнче ҫуралчӗ

Колхоз председательне «ГАЗ»ик автомашинӑпа ҫарта пулнӑ ҫамрӑк каччӑ илсе ҫӳретрӗ. Манран тӑватӑ ҫул аслӑрах ҫак каччӑ манӑн ытти пӗлӗш-тантӑшран тимлӗхпе, яваплӑхпа, ӗҫченлӗхпе уйрӑлса тӑратчӗ. Ӗҫпе эпӗ колхоз правленине час-часах ҫӳренӗрен, эпир кашни кун тенӗ пекех председателӗн шоферӗпе тӗл пулаттăмпӑр. Вӑл мана тутар чӗлхине вӗрентет. Эпӗ те вӑтанмасӑрах канаш ыйтатӑп, ҫӗнӗ хыпарсем каласа паратӑп. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн, каччӑ маншăн ҫывӑх тус, пулӑшуҫӑ, тӗрев пулса тӑчӗ.

Хаваслӑ, кирлӗ вӑхӑтра ҫирӗп кӑмӑллӑ пулма пӗлекен тутар каччине Рафик тесе чӗнеҫҫӗ. Хутшӑнусене мӑшӑрлану ҫулӗ ҫине куҫарасшӑн пулнине туятăп. Пур енне те шухӑшласа пӑхатӑп, манӑн та хирӗҫлес килмест пек туйӑнать. Ҫапах та пӗр япала пур – эпир иксӗмӗр те икӗ наци ҫыннисем. Ун чухне хутӑш ҫемьесем районӗпе те пӳрнепе шутламалăх кăначчӗ. Анчах Рафик кун ҫинчен калаçтармарӗ те. Вӑл ҫемьешӗн чи малтан юрату, пӗр-пӗрне ӑнланни пӗлтерӗшлине палӑртрӗ. Вӑл мана та ҫав принципсене тытса пыма чӗнсе каларӗ.

1963 ҫулхи декабрӗн 29-мӗшӗнче эпир Рафикпа мӑшӑрлантӑмӑр. Ҫӗпрелте виҫӗ куна пынӑ туй январь пуҫламӑшне тӳрӗ килчӗ.

Туй хыҫҫӑн, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ман пата хӑнана кайрăмăр. Кӳршӗ Куш-Елга ялӗнче пире кӳлнӗ лашапа атте кӗтсе илчӗ. Вулакансем ӑнланӗҫ тетӗп – манӑн атте-анне пӗрремӗш кӗрӗвне килӗштерӗç-ши, тесе питӗ пӑшӑрхантӑм. Анчах эпӗ пăшăрханни вырӑнсӑр пулни часах паллӑ пулчӗ. Уйрӑмах атте Рафикпе пӗр чӗлхе тупрӗ, ҫывӑхланчӗ, туслашрӗ. Атте мана пӑшӑлтатать: «Рафик – пур енчен те килӗшӳллӗ каччӑ. Ҫывӑхлан, упра ӑна!» – тенӗччӗ вăл ун чухне. Пӗтӗмлетсе каласан, атте, маншӑн тăван атте пулмасан та, питӗ лайӑх ҫын пулчӗ. Мана юрататчӗ, яланах пулӑшма, хӑйӗн канашне пама тӑрӑшатчӗ. Хытӑрах анне ятласан та, атте мана хӳтӗлесе: «Ну, ӗнтӗ ан вăрç ачана!», – тесе сăмаха шӳте çавăрса яратчӗ.

Рафикпе иксӗмӗр питӗ лайӑх пурăнма пуçларăмăр. Кӑнтӑрла иксӗмӗр те колхозра ӗҫлетпӗр – вӑл машина ҫӳретет, эпӗ зоотехник ӗçӗпе. Каҫсерен самаях хуняман шавлă килне пуҫтарӑнатпӑр. 1965 ҫулта пӗрремӗш ача – Ильдар ҫуралчӗ. Туй вара,  кӗрекисенче сунăмсем сунаççӗ, ҫамрӑксене наказ параҫҫӗ, тӗллевсем лартаҫҫӗ. Туйра пире часрах хамӑр валли ҫурт лартма «хушнăччӗ». Рафик ун валли нумай вӑй хучӗ, эпӗ те ӑна пулӑшма тӑрӑшрӑм. Тинех, 1968 ҫулта, эпир хамӑр ҫуртăмăра – ҫӗнӗ хыр шăршиллӗ пӳртӗмӗре кӗтӗмӗр. Сӑмах май, эпӗ халӗ те ҫак ҫуртра пурӑнатӑп.

Иртнӗ ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсенчи ял пурнӑҫӗ эпир хӑнӑхнӑ пурнӑҫ марччӗ-ха. Колхозра ӗҫ укҫи сахал, панӑ укҫашӑн та мӗн кирлине пурне те илейместӗн, мӗншӗн тесен лавккасенче тавар ҫитмест, пурри  те хаклӑ. Апла пулин те, пурнӑҫ малалла шуни уйӑхсерен, ҫулсеренех палӑрма пуҫларӗ. Патшалӑх вӑл ҫулсенче хӑйӗн халӑхӗ тулӑх пурнӑҫпа, ырлӑхпа пурӑнтӑр тесе питӗ тӑрӑшрӗ. Ҫавӑнпа халӑхра та оптимизм вӑйлӑ пулчӗ. Ҫыннӑн ыранхи куна шанӑҫ пулчӗ.

Эпир те Рафикпа ҫутӑ малашлӑх патне ăнтăлса пурӑнтӑмӑр. Ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ ҫул пирӗн иккӗмӗш ывӑлăмăр – Ильмир – ҫуралчӗ, 1972 ҫулта – тӗпчӗк ывăлăмăр Ильгиз.

Анчах пурнӑҫ пӗр тикӗс кăна шăвать-и вăл! Ильгиз ҫуралнӑ ҫул Рафик сахӑр диабечӗпе чирлесе ӳкрӗ. Чирӗн те йывӑр тапхӑрӗччӗ – сывлӑхӗ питӗ хавшарӗ унăн. Кунне виҫӗ хутчен инсулин кирлӗ, режимпа кăна апатланма тивӗçлӗ пулчӗ. Йывӑр ҫӗклеме юраман, сывлăхӗ те йӑлтах йывăрланнă самантсем йышлăланчӗç. Больницӑра тӑтӑшах сипленме тиврӗ пулин те, хӑйӗн ӗҫне те пӑрахаймарӗ Рафик, малтанхи пекех машинӑпа ҫӳрерӗ.

Манӑн, колхозра 14 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн, хамӑн ӗҫ биографине тӗпрен улӑштармалла пулса тухрӗ. Халӑх депутачӗсен Кивӗ Çӗпрел ял совечӗн сессийӗнче мана ҫак ял совечӗн секретарьне суйларӗҫ. Ҫак кӑткӑс, яваплӑ, ҫав вӑхӑтрах интереслӗ, нумай енлӗ ӗҫре мана тивӗҫлӗ канӑва тухиччен ӗҫлеме тӳр килчӗ.

Пурнӑҫ малаллах шăвать

Манӑн ҫӗнӗ ӗҫӗм техникумра вӗреннинчен пур енчен те уйрӑлса тӑратчӗ, колхоз фермисенче сахал мар ӗҫ опычӗ пухнӑ. Ял совечӗн секретарӗ – вырӑнти ҫак управлени органӗн тулли ӗҫ-хӗлне тивӗҫтерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывакан должноҫри ҫын. Советпа унӑн Ӗҫ тӑвакан комитетăн мӗнпур ӗҫ хучӗсене тултарасси, Ӗҫ тӑвакан комитечӗн сессийӗсемпе ларӑвӗсене хатӗрленесси, яланхи комиссисемпе общество организацийӗсен ӗҫ-хӗлне йӗркелесси, депутатсемпе ӗҫлесси – секретаре шанса панӑ задачӑсене шутласа тухни кăна та хаçат страницисенче вырăн çитмӗччӗ. Унсӑр пуҫне ҫав ҫулсенче ял активне (учительсене, библиотекарьсене, культура ӗҫченӗсене т.ыт. те – унта эпир те кӗнӗ) колхозсенче ӗҫлеме, ялсене тирпей-илем кӗртме, халӑх хушшинче агитаципе пропаганда ӗҫне явӑҫтарасси анлӑ сарӑлнӑччӗ. Харпӑр хуҫалӑхсенчен аш-сӗт, ҫӑмарта, ҫӑм пуҫтарасси ял совет секретарӗ ҫине ытларах тиеннӗччӗ. Паллах, пур ҫӗре те ӗлкӗрме питӗ йывӑр, анчах ҫак задачӑсенчен пӗри те пурнӑҫланмасӑр юлма тивӗçлӗ марччӗ. Ҫак вӑхӑтсем – план, задани, хушу текен сӑмахсем чи актуаллисемччӗ.

Эпӗ хамӑн мӗнпур тивӗҫе пурнӑҫлама хатӗрччӗ, ҫавна тума тӑрӑшрăм та. Кашни йывӑр ӗҫӗн хӑйӗн кӑмӑллӑ енӗсем пур. Мана ҫынсемпе хутшӑнма ҫӑмӑл пулчӗ, эпӗ яланах халӑх хушшинче пулма юрататтӑм. Ял советне килекенсен ыйтăвӗсем пурнӑҫласан хама телейлӗ туяттăм.

Кунсем, уйӑхсем, ҫулсем иртсе пычӗç. Ачасем ӳссе çитӗнчӗç. Ильдар Хусанта юханшыв техникумне пӗтерсе, ҫар службине кайса килчӗ. Малтан СССРăн Китай чиккинче пограничник пулчӗ, тепӗр ҫултан ăна Афганистан вӑрҫине ӑсатрӗç. «Манӑн йӑлтах лайӑх, лӑпкӑ пулӑр», – тесе ҫырса тăнă пулин те, эпир, паллах, питӗ хуйхăртăмăр. Ырă-сывă киле таврӑнса каласа панисенчен унăн та пысӑк йывӑрлӑхсем тӳссе ирттерни  палӑрчӗ. Турӑ упранă пулӗ!

Ильмир Хусанти индустрипе педагогика техникумӗнче вӗренчӗ, Ильгиз Ульяновскри ял хуҫалӑх институчӗн агрономи факультетне вӗренме кӗчӗ. Çапла меллӗ, хамӑрла пурӑнма пуҫларӑмӑр. Пирӗнтен кашниех хӑйӗн тивӗçне пурнӑҫлать  – кам-тăр ӗҫре, кам-тăр вӗренӳре... Пухӑнатпӑр та малашнехи плансем тӑватпӑр, пурнӑҫа тата та лайӑхлатмалли ҫулсем шыратпӑр. Пирӗн ҫемьере тӑнӑҫлӑх, пӗр-пӗрне туллин ӑнланни хуçаланчӗ. Рафик мӗн каласшӑн пулнине ҫур сӑмахранах чухлатӑп, вӑл та мана ҫапла ӑнланать. Телейлӗ савăнса  пурӑнмалла та пурăнмалла кăна та вӗт! Анчах умра пире йывӑр, синкерлӗ тӗрӗслевсем кӗтеҫҫӗ иккен çав.

Сасартӑк Рафикӑн чирӗ йывăрланма пуҫларӗ. 1990 ҫулхи сивӗ январь пуҫламӑшӗнче Хусанти республика больницинче вӑл, пире ӗмӗрлӗхех хӑварса, пурнăçран уйрăлса кайрӗ.

Чунра тарăн тунсăх... Тӳпе сӑрӑ пӗлӗтсемпе хупланчӗ тейӗн, хӗвел те ӑшӑтма пӑрахрӗ. Манăн хаклӑ мăшăрăм,  мана ҫак пысӑк тӗнчере пӗччен тӑратса хӑварса, ҫав тери ир кайрӗ. Шăпапа ытлашши ӳпкелешме  те юрамасть – Турӑ ирӗкӗ ҫапла пулнă пуль. Рафик манӑн тӗрекӗм, манӑн шанчăкăм, манӑн савӑнӑҫăм  пулчӗ. Çунатсăр юлнă кайӑк пек, мӗнле вӗҫмеллине пӗлмесӗр тăрса юлтăм.

Эпӗ хама ҫав тери пӗчченҫӗ туйрӑм, анчах манӑн хамӑр ачасемшӗн, унӑн астăвӗмӗшӗн çирӗп вӑй-халлă пулма тивӗçлине пӗлеттӗм. Рафика чӗремри чи хаклӑ мулӑм пек  упраса хӑварӑп, вӑл манпа мӑнаҫланмалăх пурӑнӑп, тесе хама-хам сӑмах патӑм. Эпӗ Турӑран унӑн чунне ҫӑтмахра лӑплантарма, мана ҫак тӗрӗслеве чӑтса ирттерме вӑй-хӑват пама ыйтрӑм.

Манӑн ачасем малалла вӗренчӗҫ. Ильмир вӗреннӗ чухнех çемье çавăрчӗ. 1991 ҫулта мӑнукӑм Ильнара ҫуралчӗ. Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн, Ильмира район центрӗнчи професси училищине ӗҫ вӗрентӗвӗн мастерне лартрӗҫ. Часах вӗсене хваттер пачӗҫ, ҫамрӑк ҫемье хӑй тӗллӗн пурӑнма пуҫларӗ. 1993 ҫулта вӗсен иккӗмӗш хӗрӗ Альбина ҫуралчӗ. Ильгиз институтран ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухса, колхозра агроном пулса ӗҫлеме пуҫларӗ.

Пирӗн ҫемьене иккӗмӗш пысӑк тӗрӗслев – 1994 ҫулта сыхласа тăнă. Пермь хулинче ӗҫлесе пурӑнакан Ильдар ӗҫ вырӑнӗнче инкеке лекнӗ – кран çинчен ӳксе, йывăр çан-çурăм суранӗсем илет. Вӑл пачах утайми шайраччӗ. Больницӑсенче вăрах вăхăт сипленме тӳрӗ килчӗ ăна. Телее, ҫурӑм шӑмми сиенленмен. Апла пулин те, çулталӑк ытла Ильдар костыльпе ҫеҫ ҫӳреме пултарчӗ. Икӗ ҫул ӗçлеме пултараймарӗ, мӗншӗн тесен ӗçе юрӑхсӑрччӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн районти ҫул-йӗрпе строительство организацине художник-оформитель пулса вырнаҫрӗ, каярахпа хӑрушсӑрлӑх техникин инженерӗ пулма палӑртрӗç.

Ҫапла вара, эпир ывӑлсемпе, кинсемпе, мӑнуксемпе пӗрле, пысӑк ҫемье пулса, кашни кун пӗр-пӗрин халӗсене пӗлсе, пулӑшкаласа тăрса, пурнăçăмăра майӗпен малалла илсе пытăмăр.

Халӗ яланах лайӑххине ҫеҫ аса илес килет. Анчах тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсенчи йывӑрлӑхсем пирӗн ҫемьерен те пăрăнса иртмерӗç. Вӑхӑтра ӗҫ укҫи илейменни, лавккасем пушӑ пулни, ыранхи куна шанманни... 1994 ҫулта эпӗ тивӗçлӗ канăва кайрăм. Çак ҫулсенче пенсие те вӑхӑтра памарӗҫ-ҫке. Анчах ҫемье чӑмӑртанни, тӗллевлӗх тата хӑйне шанма пултарни ҫак йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшрӗ.

1997 ҫулта Ильгиз авланчӗ. Ӑна районти ял хуҫалӑх управленине агрохимик должноҫне лартрӗҫ. Вӗсен пурнӑҫӗ майлашӑнчӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, эпӗ хамӑн ачасене тав тӑватӑп. Ман пекех, вӗсем тӗллевлӗ, ҫине тӑракан ҫынсем пулчӗç. Хӑйсен вӑйӗпе пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗҫӗсенче яланах мухтаса кăна тăраççӗ. Аннешӗн ку та пысӑк савӑнӑҫ вӗт. Ильмир халӗ техникум шайне ҫӗкленнӗ вӗренӳ заведенийӗнче опытлӑ специалист пулса шутланать. Ҫакна ӑна панӑ Хисеп грамотисем, дипломсем, Тав ҫырӑвӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ. «Çутӗç отличникӗ» палла та ахальтен паман пулӗ. Ильгиз вара «Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ агрономӗ» ята тивӗҫрӗ. Пушӑ вӑхӑтӗнче асаилӳсем ҫырма тытӑнчӗ. Районти паллӑ ертӳҫӗсенчен пӗрин Вагиз Алиуллов ҫинчен ҫырса, кӗнеке кăларчӗ.

Манӑн мӑнуксемпе кӗçӗн мăнуксем те аслă вӗренӳ заведенийӗсене пӗтерсе, аслă пурнӑҫ çулӗ çине тăчӗç. Хӑйсен ҫулне тӗрӗс суйласа илчӗç, малашлӑха шанчӑкпа пăхаççӗ.

Паян эпӗ ывӑлӑмпа Ильгизпа тата кинӗмпе Резидапа пурӑнатӑп. Турӑ сывлăх патăрччӗ хӑйсене те – мана хисеплеҫҫӗ, хӑтлӑ пурӑнма пур услови те туса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Хамăн ҫулсене пӑхмасӑр, хастар пулмалла, тесе шутлатӑп. Районти ветерансен, пенсионерсен организацийӗсен членӗ те пулса тăратăп эпӗ. Организацисен ертӳҫисем ахаль тăма памаççӗ – кашни кун тенӗ пекех тӗрлӗ мероприяти ирттереççӗ, спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнатпӑр. Эпир районти ялсене, шкул ачисем патне концертсемпе те тухса ҫӳретпӗр. Районти ертӳçӗсем пулӑшнипе эпир тӗрлӗ хулана экскурсие тухса ҫӳретпӗр.

Унчченхи ӗҫӗме те, хальхи хастарлӑха та пысӑка хурса хакланӑшӑн район ертӳҫисене питӗ тав тӑватӑп. Мана панӑ Тав ҫырӑвӗсем, грамотӑсем нумай пухӑнчӗç. 2020 ҫулта Ҫӗпрел районӗн энциклопедине ман ҫинчен статья кӗртсен, питӗ савӑнтӑм.

Эпӗ çак тӗслӗхсене çыннăн кăмăлне курма пӗлни мӗн тери кирлине палӑртас тесе илсе кӑтартрӑм. Ҫынна нумай кирлӗ мар вӗт! Пӗр ӑшӑ сӑмах, тав сӑмахӗ, тунӑ ӗҫшӗн ырлани – ҫаксем пурте ҫынна хавхалантараҫҫӗ, малалла пурӑнма вӑй-хӑват параҫҫӗ. Тавах, эпӗ паян пуриншӗн те кӑмӑллӑ. Хама телейлӗ ҫын тесе шутлатӑп.

 


Нет комментариев