Социаллӑ налук вычечӗсен виҫи пысӑкланнӑ
Хыпарсем

Социаллӑ налук вычечӗсен виҫи пысӑкланнӑ

2024 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейре налук тапхӑрӗнче тытăннă тӑкаксен чи пысăк пӗтӗмӗшле виҫи (ачасене вӗрентине тата хаклӑ сиплев тӑкакӗсене шута илмесӗр) 150 пин тенке тӳрӗ килет.

Вычета физически лицосем тупӑшӗсенчен налук тӳлекен Раҫҫей гражданӗсем илме пултараҫҫӗ. Налук хывакан официаллӑ тупӑшсем пулманнисем, ҫавӑн пек ҫӑмӑллӑх илме пултараймаҫҫӗ. Пособи илекен ӗҫсӗррисем те вычетпа усӑ курма пултараймаҫҫӗ. 

Ачана вӗрентнӗшӗн физически лицосен тупăшӗшӗн налук енӗпе налук вычетне илес тенӗ вăхăтра шута илӗнекен тӑкаксен чи пысӑк виҫи 110 пин тенкӗ; вӗренӳ, сиплев (кунта ҫемье членӗсене кӗртнӗ) тата эмел туянма 150 пин тенке тӳр килет.
Ачана вӗрентме, урӑхла каласан, Раҫҫей ҫыннисене тавӑрса пама пултаракан налук вычечӗн сумми — 14,3 пин тенкӗ; вӗренӳ, сиплев, эмел туянма т. ыт. те — 19,5 пин тенкӗ пулать.

Тăкаксем енӗпе социаллӑ налукшăн мӗнпурӗ ултă тӗс пӑхса хӑварнӑ:

ыр кăмăллăх ӗçӗсем тума;

вӗренӳшӗн;

сипленме тата эмел туянма;

патшалӑхӑн пенси тивӗҫтерӗвне, ирӗклӗн пенси страхованине тата пурнӑҫа ирӗклӗн страхлама;

пенсин накопительнӑй пайне;

физкультурӑпа сывлӑх енӗпе ӗçӗ-хӗле.


Нет комментариев