Шывра ишеççӗ, чупаççӗ, вăй виçеççӗ
Спартакиада
Районта «Виҫҫӗмӗш ҫамрăклăх» Х республикăри пенсионерсен Спартакиадин муниципаллă этапӗ иртрӗ.
Ватăсен кунӗ умӗн районти пенсионерсем спартакиадăра хутшӑнса, вăй виçрӗç. Мероприятие ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 ҫул çитнине халалланӑччӗ.
Ӑмӑртусем арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинче уйрӑммӑн иртрӗç. Дартс тата пăшалтан перес енӗпе ӑмӑртусем районти Культура çурчӗн спорт залӗнче, ишес енӗпе – «Акчарлак» бассейнра иртрӗç. Сӗтел теннисне «Чемпион» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексра йӗркеленӗччӗ.
Дартс енӗпе хӗрарӑмсем хушшинче Любовь Аттина – I вырӑна, Наиля Сафина – II вырӑна, Райня Миначева III вырӑна çӗнсе илчӗç. Арҫынсем хушшинче: Наиль Низамов – I вырӑн, Василий Назаров – II вырӑн, Мансур Хайруллин – III вырӑн. Хӗрарӑмсем хушшинче пăшалтан перес енӗпе I вырăна – Клара Чернова, II вырӑна – Зульфия Миннебаева, III вырӑна Гульсира Халиуллова йышăнчӗç. Арҫынсем хушшинче: Фиргать Хуснудинов – I вырӑн, Геннадий Ярзуткин – II вырӑн, Фарит Мифтахов – III вырӑн. Хӗрарӑмсем хушшинче ишес енӗпе Роза Мухаметшина, Роза Насыбуллина тата Ирина Албутова I, II, III вырӑнсене çӗнсе илчӗç. Арҫынсем хушшинче Джаудат Хамдиев – I вырӑн, Виталий Иванов – II вырӑн. Хӗрарăмсем хушшинче теннис енӗпе Зоя Кузнецовапа танлашакан пулмарӗ, вӑл I вырӑна йышăнчӗ, Дилюза Азизова II вырӑна çӗнсе илчӗ. Арçынсем хушшинче: I вырăна – Геннадий Карсаков, II вырӑна – Николай Хрисанов, III вырӑна – Альфред Яхиев тивӗçлӗ пулчӗç.
Ӑмӑртусенче 81 çулхи Дамир Нафин чи аслă çулсенчи хутшӑнакан пулнă май палăрчӗ тата Дипломпа парнене тивӗçлӗ пулчӗ. Çӗнтерӳçӗсене те Дипломсем тата асăнмалăх парнесем пачӗç.
Спартакиадăн муниципаллă этапӗнче пӗрремӗш вырăнсене тухнă спортсменсем унăн республика этапӗнче те хутшăнӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев