Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Шкула пуçтарăнма пулӑш!» ыр кăмăллăх акцийӗ

Ӗнер. Паян. Ыран


Тутарстанра, ҫавӑн пекех, Ҫӗпре районӗнче ҫуллен ирттерекен «Шкула пуçтарăнма пулӑш!» ыр кăмăллăх акцийӗ пуҫланчӗ. Çак пулăшăва сахал тупӑшлӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесенчи ачасене, усрава илнӗ ачасемпе сусăррисем валли пулăшу парас тесе йӗркеленӗ.

Республикӑра сентябрӗн 1-мӗшӗнче шкул ачисем валли 1413 вӗренӳ учрежденийӗ хăйӗн алăкӗсене уҫать. Кӑҫал Тутарстанра пӗрремӗш класа  пурӗ 55300 ача вӗренме кайӗ.

Акци шайӗнче ашшӗ-амӑшӗсем шкула туллин хатӗрлесе ҫитереймен ачасене пурне те тимлӗх парӗç.  Пӗлтӗр вӗсем 15 пинрен ытла пулнӑ.  Ҫавӑн пекех, кӑҫал Донецк тата Луганск Республикисенчен килнӗ 300 ытла ачана та шкул хатӗрӗсемпе тивӗҫтерме палӑртнӑ.

Районта вара кӑҫал пӗрремӗш класа 150 ача вӗренме каять. «Шкула пуçтарăнма пулӑш!» ыр кăмăллăх акцийӗн шайӗнче вӗсенчен 25шне портфельсем парӗҫ.

Тӗпрен илсен, акци пулнă май, 2-11 классенче вӗренекенсенчен 145-шӗ канцеляри таварӗсемпе 145 социаллӑ пакетсем илӗҫ.

 

 

«Шкула пуçтарăнма пулӑш!» ыр кăмăллăх акцийӗ шайӗнче районăн мухтасибӗ те  Çӗпрелсене макулатура пухас ӗҫе хутшӑнма чӗнет.

Унтан кӗнӗ укҫа-тенке Тутарстанри Тӗн управленийӗн «Закят» фондне куҫарӗҫ тата кӑҫал 1 класа каякан сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасем валли япаласем туянма тытӗç.

Макулатура пухасси августӑн 16-мӗшӗччен, ăна  ял мечӗтӗсенче мулласем йышăнӗç.  Пӗлтӗр район мухтасибӗ мулласемпе пӗрле те ҫавнашкалах пулӑшу панăччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев