Никонор Ильинăн пурнăç çулӗ
Ильин Никонор Федорович 1896 ҫулта, вăтам хресчен çемйинче ҫуралса ӳснӗ. Вӗсен çемйинче ҫичӗ ҫын пулнӑ. 1915 ҫулта вара ăна Вырӑс-Германи вӑрҫине мобилизациленӗ. Унта ăна пилӗк уйӑх кӑна служить тума тӳрӗ килнӗ, 1916 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче чире пула каялла таврăннă.
1918 ҫулта Никонор Ильина Хӗрлӗ Ҫара мобилизациленӗ тата стрелоксен 28-мӗш полкне янă, унтан Крыма латышсен 8-мӗш полкне куçарнă. Вăл Врангеле хирӗç 1921 çулччен çапăçнă, фронтран аманса таврăннă. 1921 ҫултан пуçласа 1930 ҫулччен ял хушшинче большевик пулнă, ун чухнехи вăрттăн тăшмансемпе кӗрешнӗ. 1930 ҫул хыҫҫӑн колхоза кӗрсессӗн, ăна Хулаҫырми ялӗнче колхоз председателӗ ӗçне пурнăçлама суйланă. 1932 ҫулта вара завхоз пулса ӗҫленӗ, ӗҫе тирпейлӗ те тӳрӗ кӑмӑлпа туса пынӑ. Колхоз правленийӗнче тӳрӗ кăмăлпа ӗҫленӗшӗн ăна 2 отзыв панă, 1932 ҫул хыҫҫӑн Никонор Федорович рядовой колхозник пулса ӗҫленӗ, 1934 ҫул хыҫҫӑн вара ревизи комиссийӗн ертӳçине суйланă, колхоз пурлӑхне вӑрлакансене темиҫе хут та тупса палӑртнӑ. (Никонор Ильинăн автобиографийӗ тăрăх çырнă).
И.Н. Федоровичăн шăпи хурлăхлă вӗçленнӗ. Хӗрлӗ Çар салтакӗ, 111 стрелоксен полкӗн 55 стрелоксен дивизийӗн стрелокӗ, Çӗпрелӗнчи çар комиссариатӗнчен демобилизациленнӗ. Анчах вӑл хăçан демобилизацилени çинчен сведенисем ҫук. Енчен те ăна вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче чӗнтернӗ пулсан, çак дивизин составне кӗнӗ Н.Ф. Ильин вăрçăн пӗтӗм тамăкӗ урлă иртнӗ, мӗншӗн тесен дивизи Бретск крепоҫӗнчен Киев патне ҫитиччен чакнӑ. Киевра дивизие нимӗҫсем ҫавӑрса илнӗ те вӗсем «хурана» лекнӗ, юлашкинчен вара арканнӑ. Унтан дивизи юлашки ҫарӗсемпе Хӗвеланӑҫ, Центральнӑй, Брянски тата Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фрончӗсемпе малалла талпăннă. Каярахпа ӑна Ворошилов ячӗллӗ 55-мӗш Курск дивизийӗ тесе ят панă (ун йышне Никонор Ильин службӑра тӑракан полк та кӗнӗ). Шел пулин те, Ильинăн шăпи хурлăхлă вӗçленнӗ. Вăл 1943 çулхи сентябрӗн 26-мӗшӗнче вилнӗ. Никонор Федорович Украина çӗрӗ çинче, Ловинь Добрянский ялӗнче выртса юлнă. Хальхи вăхăтра вăл пысăках мар ял шутланса тăрать (462 çын пурăнать). Çак ялта совет çыннисен тăванла вилтăприйӗ пур. Çак çӗр çинче шăпах Н.Ф. Ильин та выртать.
Кӗске справка
Н.Ф. Ильин – виҫӗ вӑрҫăра хутшӑннă (Пӗрремӗш тӗнче, Граждан тата Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче). Коллективизаци вӑхӑтӗнче вӑл, вӑтам хресчен шутланнӑ пулин те, колхоз йӗркелӳҫисенчен тата пӗрремӗш членӗсенчен пӗри пулнӑ. Чи малтанах колхозра тӑватӑ ҫын пулнӑ: председателӗ – вӑтам хресчен Петр Ухливанов, членӗсем: вӑтам хресчен – Ильин Никонор тата чухӑнсем: Василий тата Григорий Васильевсем. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Хулаçырминче 4 колхоз йӗркеленнӗ: К.Маркс ячӗпе, Ленин ячӗпе, 1 Мая тата «Красное Городище». Ревизи комиссийӗн юлашки председателӗнче Н.Ф.Ильин ӗҫленӗ. Унăн ывăлӗ – Николай Никонорович Ильин (1924 çулхи, вӑрҫӑ ветеранӗ, вăл вӗрентекен В.Н.Ильинăн ашшӗ), «Путь Ленина» колхоз председателӗн заместителӗ тата ялти парти организацийӗн секретарӗ пулса ӗҫленӗ.
Нет комментариев