Сабантуй, Сабантуй... Уявсенчен чи хавасли, чуна çывăххи – Сабантуй!
Ҫӗпрел районӗнче халӑхӑмăрăн йӑли-йӗркине, традицийӗсене, наци вӑййисене, юрри-ташшисене пӗрлештернӗ ӗҫ уявӗ – Сабантуй кӗрлесе иртрӗ
Наци чун хавалӗн уявӗ
Ырӑ йӑлапа, уяв иртекен тӗп тӳремре районта пурӑнакансем, пур тавралӑхран килнӗ хӑнасем пурте пухӑнса представлени курма васкарӗҫ.
Сабантуй лаптăкӗнче наци костюмӗсене тӑхӑннӑ яш-кӗрӗмсемпе хӗрсен кашни хусканӑвӗнче, хăйсене тыткаланинче нацийӗмӗрӗн илемӗпе пӗлтерӗшӗ палӑрса тăчӗ, вӑй-хал, малашлӑха ӗмӗт-шанăç кӳчӗ. Районти художествӑлла пултарулӑх, фольклор ансамблӗсем, «Тан» юрăпа ташă ушкӑнӗ авалхи йӑла-йӗркесене çутатса, халăха уяв илемӗ валеçрӗç. Наци апачӗ пулнă чак-чака, ҫӑкӑр-тӑвара илсе тухни вара — уява тата та илемлӗх хушрӗ.
Пысӑк мероприяти пуҫланас умӗн, ӗлӗкрен килекен йăлапа, шурсухалсемпе канашласа илес йăла пулнӑ. Сабантуй уявӗ те район мухтасибӗ Данир хазрат Шарафутдинов каланӑ азан сассипе уҫӑлчӗ. «Эпӗ сана юрататӑп, Тутарстан!» юрӑпа Кӗçӗн Чăнлă обществăн малта пыракан механизаторӗ Айрат Яфизов, «Молко-Дрожжаное» обществӑн малта пыракан доярки Лидия Евграфова тата Кӗçӗн Чăнлă ялӗнчи кӗрешӳ енӗпе Сабантуйсен паттăрӗ Наиль Низамов уявăн ялавне ҫӗклерӗҫ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров мӗнпур Çӗпрел ҫыннисене, хӑнасене Сабантуй уявӗпе саламларӗ, тунă ăнăçусем çинче чарӑнса тӑчӗ, малашнехи ӗçсем çинчен калаçрӗ, паллах, Çӗпрел ҫыннисене уяв ячӗпе саламларӗ.
– Сабантуй уявӗ – вăл, пирвайхи черетре, халӑхсен туслӑхне çутатса паракан уяв. Районта пӗрлӗхлӗ, килӗштерсе пурӑнакан тутар, чӑваш наци представителӗсем пурте пухӑннӑ, выляҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, ӗç хыççăн канаҫҫӗ. Районта паттӑрсем, малта пыракансем, мăнаçланмалăх ҫынсем нумай. Уяв ячӗпе саламлатӑп сире, хисеплӗ ентешӗмӗрсем, пӗрле туслӑ, хамӑр района аталантарассишӗн тӑрӑшса ӗçлемелле пултăрччӗ, – терӗ вӑл.
Ҫӗпрел Сабантуйне Хусан хулинчен хисеплӗ хӑнасем нумаййăн килнӗччӗ. Тутарстан Республикин Раисӗн Рустам Миннихановăн саламлă сăмахӗсене Çӗпрел çыннисене Тутарстанпа Ульяновск облаҫӗнчи Патшалӑх пурлӑхне тытса пырас енӗпе ӗçлекен агентствӑн территорири управленийӗн ертӳҫи Марат Ситдиков пӗлтерчӗ. Уяв ячӗпе Ҫӗпрел çыннисене, çавăн пекех, Тутарстан Республикин тата Крым Республикин тава тивӗҫлӗ искусство деятелӗ, «Сосвездие – Йолдызлык» тата «Наше время – Безнен заман» фестивалӗн юхăмӗн генеральнăй продюсерӗ, Раççей Федерацийӗн Правительствин культура енӗпе преми лауреачӗ Дмитрий Туманов, Хусан хулин Киров тата Мускав районӗсен администрацийӗн пуçлăхӗн çумӗ Руслан Сафин та саламларӗç.
Паттӑр ывӑлсем-ҫӗршывӑмӑрӑн мӑнаҫлӑхӗ
Уяв мероприятийӗ паян ятарлӑ ҫар операцийӗнче службӑра тӑракан ентешӗмӗрсене çар çыннисене чысланинчен пуҫланчӗ. Майдан варрине ҫӗршывăмăрăн мӑнаҫлӑхӗ шутланакан ентешӗмӗрсем-çар çыннисем тухрӗҫ. Уяв хӑнисем вӗсене ура ҫине тӑрса алӑ ҫупса кӗтсе илчӗç.
– Паянхи уяв ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхне сыхлакан пирӗн каччăсен паттӑрлӑхне пула иртет. Вӗсем пирӗн кунсем уяр, лӑпкӑ пулччӑр тесе, пурнăçӗсене шеллемесӗр кӗрешеҫҫӗ. Ырă-сывă ҫӳрӗр, – терӗ Марат Гафаров.
Район пуҫлӑхӗпе Марат Ситдиков ҫар ҫыннисене наградӑсем пачӗҫ.
Ӗҫре малта
пыракансем – тӳремре
«Ҫӑкӑр пулсан, юрӑ та пулать», теҫҫӗ. Наци уявӗнче Сабантуйра вара ҫӗр ӗҫченӗсен ӗҫне чысласси тăрать.
Сабантуй тӳремӗнче те чи малтан ҫӗршывăмăрăн кӗлечӗсене туллилентерме пысӑк тӳпе хывнă, малта пыракан уй-хир паттăрӗсене, механизаторсене чӗнсе кăларса чысларӗҫ.
Кӑҫалхи çул та I степеньлӗ Диплома «Цильна» общество (ертӳҫи Барис Гафуров) тата «Çӗпрел Рассвет Агро» общество (директорӗ Алексей Копанев) тата II степеньлӗ Диплома — «АгроТрансПорт» общество (ертӳҫи Александр Косенков) тивӗçлӗ пулчӗç.
Çаплах, I степеньлӗ Дипломпа «Бикчуров Р. А.» хуçалăхӗ (ертӳҫи Равиль Бикчуров), «Амосов А. Н.» хуçалăхӗ (хуçалăх ертӳçи Алексей Амосов), II степеньлӗ Дипломпа «Махмутов И. Ф.» хуҫалӑхӗ (ертӳҫи Ильмир Махмутов) «Хайруллин» хуçалăхӗ (ертӳҫи Фанис Хайруллин) тата III степеньлӗ Дипломпа «Низамов А. А.» хуҫалӑхӗ (ертӳҫи Альберт Низамов), çавăн пекех, уйрăм предприниматель Виктор Артемьев коллективӗ парнеленчӗ.
Ял хуҫалӑхӗнче чи лайӑх кӑтартусем тунă ертӳçӗсен Альфред Низамовӑн, Альфред Хайруллинӑн, Нияз Дамаевӑн, Нафиса Мударисован хуҫалӑхӗсене те палӑртса иртрӗç.
2026 ҫулăн «Ака паттăрӗсем» пулса, «Цильна» обществӑн механизаторӗ Айрат Яфизов, «АгроТрансПорт» обществӑн механизаторӗ Ильмас Низамов, «Низамов А.А.» хуçалăхăн механизаторӗ Фанис Шайхаттаров, «Çӗпрел Рассвет Агро» обществăн механизаторӗ Владимир Петруков, «Бикчуров Р. А.» хуçалăхăн механизаторӗ Фарит Басыров «Бикчуров Р. А.» хуçалăхăн механизаторӗ Фарит Басыров тата «Махмутов И.Ф.» хуçалăхăн механизаторӗ Радик Макатин пулса палăрчӗç.
Ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн пӗр ушкăн Çӗпрел çыннисене патшалӑх наградисем, кӑкӑр çине çакмалли паллăсем, «Çӗпрел Рассвет Агро» обществăн Хисеп грамотисене, «Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 95 ҫул» медальсем, професси ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тунӑ районăмăрăн çыннисене Хисеп Хӑми ҫинче вырӑн йышăнни ҫинчен калакан свидетельство пачӗç.
Тутарстан Республикин «Хастар ӗçшӗн» медалӗпе «Ҫӗпрел Агрохимсервис» обществăн директорне Альберт Низамова, «Цильна» обествăн уй-хир бригадин бригадирне Шафик Садриева чысларӗҫ. «Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята «Исхаков» хуҫалӑх ертӳҫине Марат Исхакова, «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ» ята «Цильна» обществӑн агроном-химикне Фанис Ильясова пачӗç. Ҫавӑн пекех, уявра Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн, Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн, спорт тата ял хуҫалӑх министерствин пысӑк наградисене пачӗҫ.
Тутар халӑхӗн йӑли-йӗркисене тата тутар писателӗсен творчествине пропагандӑлас ӗҫе пысӑк пай кӗртнӗшӗн педагог-ветеран Дания Загреева, «Россельхозцентр» филиалӑн тӗп агрономӗ Ильгиз Азизов, Ульяновск хулинчи Киндяковӑри Культура çурчӗн «Нур» тутар халӑх театрӗн ертӳҫи, искусство деятелӗ, ентешӗмӗр Джамиля Мифтахова Заки Нури премине тивӗҫрӗҫ.
Районти «Талантсен пӗрлӗхӗ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем те палӑрчӗҫ. Фестиваль аталанӑвне хăйсенчен пысăк пай кӗртнӗшӗн культура ҫурчӗсене, библиотекӑсене, организацисене, предприятисене, вӗренӳ учрежденийӗсене пысӑк наградӑсем пачӗç.
Культура аталанӑвне уйрăм пай кӗртнӗшӗн Тутарстан Республикин Культура министерствин Хисеп хучӗпе тата Тав ҫырӑвӗсемпе Кивӗ Шемӗршел ялӗнчи клуб заведующине Рамиль Абдракипова, районти Культура çурчӗн аслӑ методистне Виктория Волкована, Шланка ялӗнчи клубӑн илемлӗх ертӳҫине Альберт Мушарапова, районти тӗп библиотекăн библиотекарьне Светлана Пурлована, ачасен искусство шкулӗн директорне Гулия Усманована чысларӗҫ.
Наци юрри-ташшисем кӗрлерӗç
Торжествăлла мероприятисем хыҫҫӑн пӗтӗм халӑхăн тимлӗхӗ лаптăк варринче пулчӗ. Аслисемпе кӗҫӗннисем наци вӑййисенче хутшӑнчӗç: кĕвентепе шыв йăтса чупрĕç, чӳлмек ватрӗç, турăх ăшӗнчи укҫасене шырарӗç, михӗсем тăхăнса чупрӗç, михӗсемпе пӗренесем ҫинче кӗрешрӗç...
Тӗп сцена ҫинче тутар эстрадин артисчӗсем Руслан Кираметдинов, Эльвира Хамматова, Рафис Калимуллин тата пултарулăх коллективӗсем юрри-ташшисемпе йыхравласа тăчӗç. Лаптăкăн пӗр енӗнче вара кӗрешӳ, тепӗр енче — наци вӑййисем пычӗç. Кашниех хӑй кăмăлланă ăмăртура вăй виçсе, парнесем илчӗ, хăшӗсем тата кӗрешекенсене хавхалантарса, вӗсене вăй парса тăчӗç.
Ачасемшӗн те йӑпанмалли нумай пулчӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем, асламӑшӗсемпе аслашшӗсем ертсе çӳренипе ачасем понисем çинче те ларса çӳрерӗç, тутлӑ мамӑкпа тата мороженӑйпа сăйланчӗç.
Таврара купăс сасси илтӗнсе тăчӗ, наци юррисем янӑрарӗç. Ҫӗпрел районӗнче мирлӗ те килӗштерсе пурӑнакан икӗ халӑхăн – тутарсемпе чӑвашсен пурнӑҫӗпе йӑлисем юрӑсемпе ташӑсенче кӑна мар, лаптăкпа юнашар лартнӑ ҫуртсенче те палăрчӗç. Кашни икӗ кил хӑнасене вӗрекен сӑмаварпа, чей-сахӑрпа, ҫӑкӑр-тӑварпа, сӑрапа хӑй патне йыхравласа тăчӗ. Вӗсенче тутарсемпе чӑвашсен авалхи ремеслисемпе: пир-авӑр тӗртес, ал арманӗнче тырă авăрса пăхас, мунчала хатӗрлес вăрттăнлăхсемпе паллашма май пулчӗ. Уявăн хӑнисем, кашни килтех тенӗ пекех пулса курса, авалхи ремесла ӗҫне пуçăнса, хăйсене сăнаса пӑхма пултарчӗç.
Районти библиотекарьсем хăйсен программисене ҫулсерен ҫӗнетсе тăраççӗ. Паянхи уявра та вӗсем нумай ҫутӑ самант парнелерӗç.
«Ак калфак» организацийӗн районти ертӳҫи Гульфия Яфизова хӑнасене нацин вăйă инструменчӗсемпе, юнашарах районти музей ӗçченӗсем историйӗмӗрӗн пуян содержаниллӗ куравӗпе паллаштарчӗç.
Лашасем — уявăн илемӗ
Сабантуйăн ӗлӗкрен юлнă илемӗ — вăл лашасен чупăвӗ. Лашасен чупăвӗн ӑмӑртӑвӗ темиçе ушкӑнпа иртрӗ.
Таса ăратлă урхамахсен хушшинчен финиша пӗрремӗш вырăна Апастово районӗнчен Рамис Галиуллин, 2-мӗш вырăна Пăва районӗнчен Сергей Михайлов, 3-мӗш вырăна Алешкин-Саплăк ялӗнчен Савелий Кошкин тата 4-мӗш вырăна «Ишмуков С.В.» уйрăм хуçалăхран Сергей Ишмуков урхамахӗсемпе çӗнсе илчӗç.
2 ҫулти ушкӑнри лаша сен чупăвӗнче район çынни Ирек Мушарапов 1-мӗш пулса, 2-мӗшӗ пулса, Евгений Бульканов (иккӗшӗ те «Амосов А. Н.» обществӑран) урхамахӗсемпе килчӗç.
3 ҫулти тата унран та аслӑрах лашасен чупăвӗнче 1-мӗш вырӑна Шăмăршă районӗнчен килнӗ юланутçă Леонид Кошкин, 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене Патăрьел районӗнчен килнӗ юланутçăсем Минраис Абайдулловпа Александр Максимов лашисемпе тивӗçлӗ пулчӗç.
Кӗрешӳ
Сабантуйӑн тата тепӗр вырӑнӗ, куракансен йышне пухнӑскер – кӗрешӳ лаптӑкӗ. Ытти вӑйӑсемпе конкурссем вӗçленсен, лаптăкра ҫынсем сахаллансан та, кӗрешӗве юратакансем, тӗнче ҫинчен манса кайса, кӗрешекенсене сӑнарӗç, вӗсене вăй парса тăчӗç.
Кӑҫалхи уявра хăйсен вăйне сăнаса пăхас текенсем нумай пулчӗҫ. Ку ӗнтӗ районта наци кӗрешӗвӗ аталанни ҫинчен калать. Кӗрешӳ кавирӗ ҫинчи ăмăртусем хӗрӳллӗн пычӗç. Сабантуй паттӑрӗ кам пулать? Такана кам илӗ-ши? Куракансем çак ыйтусем ҫине представлени вӗçлениччен хурава кӗтрӗç.
Хальхи Сабантуйра та пирӗн паттӑрсем, районти, ялсенчи спорт кружокӗсене çӳрекен ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсем тупӑшрӗҫ. Кӗрешӗвӗн чаплӑ меслечӗсене – Ульяновск, кӳршӗ Чӑваш Енрен, республикӑри районсенен килнӗ каччăсем кӑтартрӗҫ.
2026 ҫулхи Сабантуйăн абсолютлă паттӑрӗ Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчен килнӗ Раиль Камалов пулса тӑчӗ. Çамрăксен хушшинчен çак ята Тутар Паснапуç ялӗнчи Булат Садриев çӗнсе илчӗ.
Савӑнӑҫлӑ, юрӑсемпе, ташӑсемпе, амăртусемпе тулли пулнă Сабантуй кӗрлесе иртрӗ. Çӗпрел районӗн çыннисем, хӑнасем савăнса канчӗҫ. Кăçалхи Сабантуй хӑйӗн ҫутӑ саманчӗсемпе, ӑшӑ тӗлпулӑвӗсемпе асра юлтӑрччӗ, ҫӗнӗ пуҫарусемпе ҫитӗнӳсем тума хавхалантартӑрччӗ! Мӗншӗн тесен Сабантуй – вăл çӗр çинчи лаптăк кăна мар, вăл – пирӗн ӗçе юратакан халăхăмăрăн наци чунӗ. Вăл – истори эткерӗ, нацийӗн илемӗ.
Сабантуй уявӗнчен репортажа
Гулия Фаизова,
фото-видеорепортажа Эльвира Ярмушова, Ринат Хайрутдинов хатӗрлерӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев